Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ытлашши сăмах пирĕн базăра пур.
Ытлашши (тĕпĕ: ытлашши) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эс вара, — асӑрхаттарса хучӗ Сераситдинова, — ытлашши ан ӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Ҫапах ытлашши хӗрсе кайма юрамасть, — лӑплантарчӗ хӑйне Крапивин.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ялхуҫалӑхӗнче те коллективизацие ытлашши сарса яма кирлӗ мар-мӗн, мӗншӗн тесен яла социализм ҫулӗ ҫине кӑлармашкӑн суту-илӳ кооперацине йӗркелени те ҫитет.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ытлашши тӗксӗм те мар иккен-ха вӑл халлӗхе.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫанталӑк, сире кӑҫал уяр вӑхӑтпа ытлашши нумай савӑнтартӑм тенӗн, нӳрӗ тӗлӗшпе парӑма хӑвӑртрах татасшӑн тӑрӑшать: миҫе кун ӗнтӗ ҫумӑр вӗҫӗмсӗр лӗшлетет.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑшра вӑл Телегина Йӗпреҫре чухнех «хамӑр ҫын» тенӗччӗ, ҫавӑнпа юлташӗ ытлашши сыхӑ пулнӑшӑн хӑйне аван мар туйрӗ, уҫӑ мар лару-тӑрӑва тӑрлама май тупӑннишӗн савӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Вилетӗп пуҫ ыратнипе, — тет, — ӗнер ытлашши кӳпсе тултарнӑ та, паян сӑра ӗҫмелӗх те укҫа ҫук…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав вӑхӑтрах хушнине пурнӑҫа кӗртессине ытлашши тӑсма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗртакран пӳрт ҫумӗнчи хӑмла ҫырли тӗмӗ ҫӑтӑр-ҫатӑр туни, арҫынсем ытлашши шӗвекрен эхлете-эхлете пушанни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑнран та, ытлашши калаҫманнинчен те ҫынни кирек мӗнле ӗҫе те пит иккӗленсе тӑмасӑр, хӑп-хап кӑна туса хума пултарассӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эс, Хӗлип, ытлашши ӗҫсе лартнипе ӑсран тайӑлнӑ-им?! — ҫилленсе кайрӗ Антун.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӗтӗм тухма чарӑнман пӑшалне Тарт ҫавӑнтах, ытлашши хусканусӑр, тепре авӑрларӗ.

И тотчас Тарт зарядил разряженный, еще дымящийся ствол, быстро, не делая ни одного лишнего движения.

IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Пӗррехинче шӗвек ытлашши нумай сирпӗнчӗ ахӑр — пӗр хӗрӗн аллине пӗҫертсе ячӗ.

Раз жидкости выплеснулось так много, что она обварила руку одной девушке.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ун пирки эпир халӑха пӗлтертӗмӗр пулин те, ҫавах та тепӗр темиҫе уйӑхран Яндекс.Тӑлмач та чӑвашла куҫарма пуҫланӑ хыҫҫӑн сайт пирки ытлашши шарламарӑмӑр.

Хотя он и был представлен общественности, тем не менее, по причине того, что спустя несколько месяцев Яндекс.Переводчик тоже научился работать с чувашским языком, информацию о нем мы особо не распространяли.

Куҫару сайчӗ ҫӗнелнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30840.html

Ытлашши хумханса ан ӳкӗр-ха эсир.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Упӑшкинчен уйрӑлни ытлашши пӑшӑрхантармарӗ Зинӑна.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Эс мӗн, ман укҫа ҫинче пурӑнса ытлашши мӑнтӑрланса карӑн-им?

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Регина кунта хӑй ытлашши пулнине туйрӗ, сӳннӗ шанчӑкӗпе пӳлӗмнелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

«Ав мӗншӗн Гриша ман кӗнекене каялла тавӑрнӑ. Ав мӗншӗн мана Римма юхха терӗ. Мӗншӗн ҫынсем ҫавӑн пек чунсӑр? Мӗншӗн ырӑ ӗҫ тусан та сивлеме пӑхаҫҫӗ? Мӗншӗн яланах тепринче япӑххине шыраҫҫӗ? Ӑҫта каяс? Анна аппа… Вӗренсе пӗтермесӗрех таврӑнтӑн-и тесе ыйтӗ. Никантӑр мучи… вӑл арҫын-ҫке? Ӑна мӗнле хӑйса калас кун ҫинчен? Эппин… Ман урӑх ҫул ҫук. Пӗччен эп. Ытлашши эп ҫак ҫӗр ҫинче», — шухӑш вӗлтлетрӗ хӗр пуҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Миша хӑй ытлашши сӑмах персе янине сиссе пуҫне аллисемпе ярса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех