Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илнӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
12. Ҫӳлхуҫана хӑйӗн Турри тунӑ халӑх — Турӑ Хӑй валли суйласа илнӗ ӑру — телейлӗ.

12. Блажен народ, у которого Господь есть Бог, - племя, которое Он избрал в наследие Себе.

Пс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Хӑвӑн тӗлӗнмелле ырӑлӑхна кӑтартсам; [Хӑвна] шанакансене Хӑвӑн сылтӑм аллуна хирӗҫ тӑракансенчен Ҫӑлакан, 8-9. куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек сыхӑ усрасам мана; хама тапӑнакан усал ҫынсенчен, чун-чӗрем тӑшманӗсенчен, хупӑрласа илнӗ тӑшмансенчен, Хӑвӑн ҫунату хӳттине илсемччӗ мана: 10. вӗсенӗн чӗри ҫу ӑшне путнӑ, чӗлхи-ҫӑварӗпе мӑнаҫлӑн калаҫаҫҫӗ.

7. Яви дивную милость Твою, Спаситель уповающих [на Тебя] от противящихся деснице Твоей, 8-9. храни меня, как зеницу ока; в тени крыл Твоих укрой меня от лица нечестивых, нападающих на меня, - от врагов души моей, окружающих меня: 10. они заключились в туке своем, надменно говорят устами своими.

Пс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Вара Феман ҫынни Елифаз, Савхея ҫынни Вилдад тата Наама ҫынни Софар кайнӑ та Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек тунӑ, — Ҫӳлхуҫа Иов кӗллине хапӑл илнӗ.

9. И пошли Елифаз Феманитянин и Вилдад Савхеянин и Софар Наамитянин, и сделали так, как Господь повелел им, - и Господь принял лице Иова.

Иов 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Иов хӑйне ҫав-ҫавах айӑпсӑр ҫын вырӑнне хунине курсассӑн, хайхи виҫӗ ар унпа тавлашма чарӑннӑ, 2. вара Елиуй — Варахиил ывӑлӗ, Рам йӑхӗнчен тухнӑ Вуз ҫынни — питӗ хытӑ тарӑхса кайнӑ: Иов хӑйне Турӑран та ытла тӳрре кӑларса калаҫнӑшӑн унӑн ҫилли вутла хыпса илнӗ.

1. Когда те три мужа перестали отвечать Иову, потому что он был прав в глазах своих, 2. тогда воспылал гнев Елиуя, сына Варахиилова, Вузитянина из племени Рамова: воспылал гнев его на Иова за то, что он оправдывал себя больше, нежели Бога,

Иов 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Шыв ҫавӑрса илнӗ пек, ӑна тискер сехмет ҫитсе ҫапӗ; ҫӗр варринче ӑна ҫил-тӑвӑл ҫаклатӗ.

20. Как воды, постигнут его ужасы; в ночи похитит его буря.

Иов 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Паллах, эсӗ тӑванусенчен сӑлтавсӑрах саклат илнӗ, ҫынран юлашки тумтирне хывса илнӗ.

6. Верно, ты брал залоги от братьев твоих ни за что и с полунагих снимал одежду.

Иов 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Ҫыннӑн асаппа пухӑннӑ мулне ҫӑтса яраймӗ, каялла тавӑрса парӗ; пурлӑхне кура тавӑру пулӗ, савӑнсах тӑраймӗ: 19. вӑл ҫынна пусмӑрласа пурӑннӑ, чухӑнсене пуш алӑпа янӑ, ҫын лартнӑ ҫурт-йӗре турта-турта илнӗ; 20. унӑн хырӑмӗ тӑрана пӗлмен, ӗмӗтсӗрскер, ниме те уяса тӑман вӑл.

18. Нажитое трудом возвратит, не проглотит; по мере имения его будет и расплата его, а он не порадуется. 19. Ибо он угнетал, отсылал бедных; захватывал домы, которых не строил; 20. не знал сытости во чреве своем и в жадности своей не щадил ничего.

Иов 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Сана ҫылӑху ҫапла калаҫма вӗрентнӗ, эсӗ ултавҫӑ чӗлхине суйласа илнӗ.

5. Нечестие твое настроило так уста твои, и ты избрал язык лукавых.

Иов 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Иов вара кӗсен-юханне хыра-хыра тӑкма чӳлмек катӑкӗ илнӗ те [ял тулашне] кӗл ҫине кайса ларнӑ.

8. И взял он себе черепицу, чтобы скоблить себя ею, и сел в пепел [вне селения].

Иов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫӳлхуҫа вара Хӑй халӑхне аса илнӗ те Хӑй еткерне тӳрре кӑларнӑ.

И вспомнил Господь о народе Своем и оправдал наследие Свое.

Эсф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пурне те Тытса Тӑракан Турӑ ӗнтӗ суйласа илнӗ йӑха пӗтерес вырӑнне ӑна ҫавӑн пек савӑнӑҫ кӳчӗ.

Ибо владычествующий над всем Бог, вместо погибели избранного рода, устроил им такую радость.

Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Патша Аманран туртса илнӗ ҫӗррине хывнӑ та ӑна Мардохее панӑ; Эсфирь вара Мардохее Аман ҫуртне пӑхса тӑраканӗ тунӑ.

2. И снял царь перстень свой, который он отнял у Амана, и отдал его Мардохею; Есфирь же поставила Мардохея смотрителем над домом Амана.

Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Аман вара тумтирпе урхамах илнӗ те Мардохее ҫав тума тӑхӑнтартса, урхамах ҫине лартса хула варрине илсе тухнӑ, ун умӗнчен: патша чыслама шут тытнӑ ҫынна акӑ епле хисеплеҫҫӗ! тесе кӑшкӑрса пынӑ.

11. И взял Аман одеяние и коня и облек Мардохея, и вывел его на коне на городскую площадь и провозгласил пред ним: так делается тому человеку, которого царь хочет отличить почестью!

Эсф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Аман хӑй ӑшӗнче «мансӑр пуҫне патша тата урӑх кама хисеп тума пултартӑр?» тесе шутласа илнӗ.

Аман подумал в сердце своем: кому другому захочет царь оказать почесть, кроме меня?

Эсф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Турӑ вара патша кӑмӑлне йӑвашлатнӑ, вӑл васкасах хӑйӗн аслӑ пуканӗ ҫинчен тӑнӑ та тӑна кӗреймен Эсфире ыталаса илнӗ.

И изменил Бог дух царя на кротость, и поспешно встал он с престола своего и принял ее в объятия свои, пока она не пришла в себя.

Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

[Мухтавпа ҫиҫекен сӑн-питлӗскер, вӑл малтан хаяррӑн пӑхса илнӗ; патша майри шанчӑкне ҫухатса шуйханса ӳкнӗ, вӑйран сулӑннипе унӑн сӑнӗ-пичӗ те улшӑннӑ, вӑл хӑйпе юнашар пыракан хӗрарӑм тарҫӑ ҫумне тайӑннӑ.

[Обратив лице свое, пламеневшее славою, он взглянул с сильным гневом; и царица упала духом и изменилась в лице своем от ослабления и склонилась на голову служанки, которая сопровождала ее.

Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Виҫҫӗмӗш кунне Эсфирь, [кӗлтума пӑрахса, хуйхӑ тумне хывса,] патша тумне тӑхӑннӑ, [вара капӑр та селӗмскер, Пурне те Курса Тӑракан Турра, Ҫӑлакана чӗнсе, хӑйпе пӗрле икӗ хӗрарӑм тарҫине илнӗ, ачашлӑхпа лӑпсӑр кайнӑ пек туса, пӗрин ҫине тайӑннӑ, тепӗр тарҫи вара хыҫалтан унӑн тумӗ аркине тытса пынӑ.

1. На третий день Есфирь [перестав молиться, сняла одежды сетования и] оделась по-царски, [и сделавшись великолепною, призывая всевидца Бога и Спасителя, взяла двух служанок, и на одну опиралась, как бы предавшись неге, а другая следовала за нею, поддерживая одеяние ее.

Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эпӗ аттем тата хамӑн ӑрури тӑванӑмсем ҫапла каланине илтнӗччӗ: Эсӗ, Ҫӳлхуҫамӑм, пур халӑхсем хушшинчен Израиле, пур несӗлсенчен вара пирӗн аттесене ӗмӗрхи еткере суйласа илнӗ, вӗсем валли Хӑв вӗсене мӗн каланине тунӑ.

Я слышала, Господи, от отца моего, в родном колене моем, что Ты, Господи, избрал себе Израиля из всех народов и отцов наших из всех предков их в наследие вечное, и сделал для них то, о чем говорил им.

Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Вара пӗрремӗш уйӑхӑн вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче патша ҫыруҫисене чӗнсе илнӗ, вӗсем Аман мӗн хушнине ҫырса илнӗ, ҫакна ӗнтӗ патшанӑн аслӑ пуҫлӑхӗсем патне, кашни ҫӗр пуҫлӑхӗ патне, [Индипе Эфиопи хушшинче сарӑлса выртакан ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ ҫӗре тытса тӑракансем патне,] кашни халӑх пуҫлӑхӗсем патне ҫитермелле пулнӑ, ҫав хута ӑҫта мӗнле халӑх пурӑнать, ҫав халӑхӑн ҫырулӑхӗпе-чӗлхипе ҫырнӑ; пурне те Артаксеркс патша ятӗнчен ҫырнӑ, патша ҫӗррипе пусса ҫирӗплетнӗ.

12. И призваны были писцы царские в первый месяц, в тринадцатый день его, и написано было, как приказал Аман, к сатрапам царским и к начальствующим над каждою областью [от области Индийской до Ефиопии, над ста двадцатью семью областями], и к князьям у каждого народа, в каждую область письменами ее и к каждому народу на языке его: все было написано от имени царя Артаксеркса и скреплено царским перстнем.

Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Эсфире вара Артаксеркс патша патне, патша ҫуртне, илнӗ, ку вуннӑмӗш уйӑхра, урӑхла каласан тебеф уйӑхӗнче, Артаксеркс ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, пулса иртнӗ.

16. И взята была Есфирь к царю Артаксерксу, в царский дом его, в десятом месяце, то есть в месяце Тебефе, в седьмой год его царствования.

Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех