Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурта сăмах пирĕн базăра пур.
ҫурта (тĕпĕ: ҫурт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тухтар ӑна сывлӑх сунчӗ, хӑй ҫак ҫурта курса тӗлӗннине пытармарӗ.

Парень пожелал ему здоровья, не в силах скрыть удивления от увиденного.

XIII. Кӗтмен хирӗҫӳ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ав, виҫӗ хутлӑ хӗрлӗ ҫурта куратна? — пӳрнипе тӗллесе кӑтартрӗ лешӗ.

Вон, видишь трехэтажный дом из красного кирпича? — указал он пальцем.

VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тимрук пӗр кивелнӗ ҫурта пырса кӗчӗ.

Тимрук остановился около одного старого дома.

VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Анчах Шерккей хӑй ӑшӗнче: «Ҫак ҫурта тата хӑҫан та пулин килсе кӗресси умран юлтӑр», — тесе тупа турӗ.

Но Шерккей поклялся в душе: «Упаси меня бог еще раз зайти сюда!»

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ун пеккине пӗлес пур, Шерккей ҫак ҫурта кӗресрен ҫухрӑмран пӑрӑннӑ пулӗччӗ, ӗ-ӗх, ҫав кӑвак кӗпеллӗ ачашкана!

Знать бы, Шерккей ни в жизнь не зашел бы в этот дом, за версту бы его обогнул, эх, дать бы тому парню в синей рубахе по морде!..

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Иштерместӗп ку ҫурта.

И дом рушить никому не позволю.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Аптрасах ҫитрӗм-ҫке, Мулентей, — терӗ вӑл, сассине ытла янӑратмасӑр, — ҫак ҫурта куҫарса лартас пӗрех хут терӗм, куҫарса лартас терӗм.

— Замучился я без крыши-то, Мулендей, — заговорил тихо и смиренно, — вот решил домишко этот перевезти на свой план.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пӗр-пӗр каҫхине вӑл пурпӗрех, хӑй асӑннӑ ҫурта пӑсса, Тимрукпа иккӗшӗ кӑрманпа ик-виҫӗ хут хутлӗҫ те — ӗҫӗ те пӗтет.

А они с Тимруком возьмут да вечерком раскатают приглянувшийся дом, нагрузят рыдвана два-три и перевезут к себе.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пӗр-пӗр ҫурта (кафене, столовӑя) кӗнӗ е тухнӑ чухне сас-чӗвӗсӗр, шӑппӑн сывлӑх сунаҫҫӗ е сывпуллашаҫҫӗ.

При входе в помещение (кафе, столовую) со знакомыми здороваются безмолвно, при выходе прощаются так же.

4. Саламласси, ҫынна ҫынпа паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫурта пек тӳрӗ, ҫирӗп, пиҫӗ кӗлеткеллӗ ҫын ҫине пӑхма кӑмӑллӑ.

Приятно выглядит хорошо тренированное тело с прямым станом.

2. Ҫыннӑн хӑйне хӑй тытас йӑли // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ирхи шурӑмпуҫ килнӗ чух Ҫурта ҫутисем тӗксӗмленӗҫ!

Как эта лампада бледнеет Пред ясным восходом зари.

Пирвайхи бомбӑсем // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Темле кичемлӗх хупӑрласа тӑрать ҫак пысӑк та яланах лӑпкӑ пулнӑ ҫурта: вӑйлӑ та улӑп пек ҫын сасартӑк суккӑрланса юлнӑ пек туйӑнать.

Какой-то беспомощностью веяло от этого большого, всегда такого спокойного здания: точно огромный и сильный человек вдруг ослеп.

Пирвайхи бомбӑсем // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Хӑй ӳкерчӗкӗнче вӑл чи кирлине — ҫурта хупӑрласа тӑракан сивӗ те хуйхӑллӑ ҫанталӑка кӑтартма пултарчӗ.

Причем сумел уловить и передать главное: уныние, сковавшее пустынный, холодный край.

Пысӑк виҫе // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Шура вара ҫав ҫурта Зоя тетрачӗ ҫине ӳкерчӗ.

Он перерисовал этот набросок в ее тетрадь.

Пысӑк виҫе // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Темиҫе чӳречеллӗ ҫурта таҫта курнӑ пек туйӑнать.

Фасад высокого здания со множеством окон кажется мне знакомым.

Кӗрен кӗпеллӗ хӗрача // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Ку ҫурта вӗсем ҫитес вӗренӳ ҫулӗнче куҫмалла.

Сюда они переселятся в будущем учебном году.

Ҫӗнӗ шкул // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

— Ох, Зоя пирӗн ҫурта ҫунтарса ярать пуль! — тетчӗҫ кӳршӗсем хӑш чухне.

— Ох, спалит нам Зоя дом! — говорили иной раз соседи.

Ашшӗсӗр // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Ула-чӑла тӗтӗм таврана йӳҫӗтсе, пӗтӗм ҫурта карса илчӗ.

Пестрый дым окутал весь дом.

ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ун пек таса мар шухӑшпа пирӗн ҫурта килсе кӗтӗр пулсан, халех кунтан тухса кайӑр.

А я-то думал, что вы к нам в дом с добром пришли, в таком разе выметайтесь оба сию же минуту!

XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

«Ҫакӑн хыҫҫӑн кӗтсех тӑрӑпӑр ӗнтӗ ҫурта пӗр-пӗр хура инкек ҫакланасса: е хамӑн ӳксе вилмелле пулӗ, е санӑн куҫу хупӑ нӗ» — тет Кантюк хӑйӗн арӑмне.

Наконец Кандюк сказал убежденно жене: — Помяни мое слово — скоро быть беде в нашем доме: иль сам в могилу сойду, или твои глаза закроются.

XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех