Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тени (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах Кольхаун хӑй куккӑшӗн ывӑлне вӗлернӗ тени ытла та ӗненмелле мар тухать.

Только слишком нелепо предполагать, что Кольхаун убил двоюродного брата.

LXXII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Мистер Мигуэль Диаза хак паллӑ туса хӑвартӑм тени манӑн йӑнӑш пулман иккен.

Я не ошибся относительно того, что оставил на мистере Мигуэле Диазе свою метку.

LXX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Малалла — тата пушшех пӗлмелле мар пуҫсӑр юланут курӑнма пуҫлани, индеецсем пек пулса ҫӳрекен шуранка питлисем ҫинчен сӑмах тухни, юлашкинчен тата хӑйӗн пӗлтерӗшӗпе мар, шучӗпе юлашки ҫӗнӗ хыпар тухни: Генри Пойндекстере вӗлернӗ тесе айӑпланакан ҫынна тытнӑ та, вӑл, ухмаха ерсе ашкӑнаканскер, халӗ гауптвахтӑра ларать тени.

Далее — еще более таинственное появление всадника без головы, история бледнолицых, переодетых индейцами, и, наконец, последняя по счету, но не по своему значению, новость о том, что заподозренный в убийстве Генри Пойндекстера человек пойман и находится за стенами гауптвахты в состоянии буйного помешательства.

LXVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

«Этем тени мӗнле ку тери ухмах-ши?

«Какие люди глупые!

Лашапа ҫын // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вӑлах вӗлернӗ тесе шутламан пулсан, хирӗҫ тавӑрасчӗ тени ҫук манӑн.

Желания мести у меня нет, если бы я не был уверен, что именно он совершил убийство.

LXIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

«Ҫакса вӗлерес!» тени ун хӑлхине ҫитсе кӗнӗ те, вӑл мустангерӑн хӳшши патнелле ыткӑннӑ.

Слово «повесить» донеслось до ее слуха, и она бросилась к хижине мустангера.

LXIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

— Анчах, сеньор, манӑн ӑна курма пулмасть тени чӑнах тӗрӗс-и вӑл?

— Но, сеньор, неужели правда, что мне нельзя его видеть?

LVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ларсан-ларсан, мулли пуҫне ҫӗклет те: — Алла! — тет («алла» турӑ тени пулать).

Поднял голову мулла и говорит: — Алла! (значит бог).

4 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Йӗкӗт тени вӗсен чӗлхипе маттур тени пулать.

Джигит, по-ихнему, значит «молодец».

2 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

— О, паллах анмалла, — тени илтӗнсе кайрӗ ытти мӗнпур сасӑсем хушшинчен, ҫавна ҫамрӑк хуҫа хӗрӗ каларӗ.

— О, конечно! — послышался ответ молодой хозяйки среди целого хора других голосов.

XII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Вӑл ман патмалла тайӑлчӗ те ерипе каларӗ: «Ав куратӑн-и, хуҫӑлса аннӑ йывӑҫ ҫинче чакак кӑшкӑрать; кайӑк тени вӑл упа шӑршине таҫтанах сисет. Хай упа ҫав тӗлте ӗнтӗ», — терӗ.

Демьян пригнулся, шепчет и показывает: «Видишь, сорока над ломом щекочет; птица издалече его дух слышит. Это он».

Упа тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

— Итле-ха, Кассий, — терӗ ӑна хирӗҫ ҫамрӑк Пойндекстер, — апла тени кӑмӑллӑ мар.

— Послушай, Кассий, — возразил молодой Пойндекстер, — ты несправедлив.

II сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Анчах Ливингстон континентӑн ҫак пайне часах ҫитет тени тӗрӗсех-ши?

Но насколько правдоподобно, что доктор Ливингстон скоро посетит эту часть континента?

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Унсӑр пуҫне, тарас тени ҫак чӑтлӑх вӑрмана шала кӗрессипе, океан хӗррине ҫитмелли икҫӗр миля тӑршшӗ ҫулти пин-пин хӑрушлӑха хирӗҫ каяссине пӗлтерет.

А кроме того, бежать означало углубиться в эти густые леса, пойти навстречу тысячам опасностей, чтобы попытаться проделать путь к побережью длиной более двухсот миль!

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

«Мархаба», — терӗҫ арабсем короле, Вӑтаҫӗр Африка чӗлхипе куҫарсан, ку «ырӑ сунса кӗтетпӗр» тени пулать.

«Мархаба!» — говорили королю арабы, что на языке жителей Центральной Африки значит «добро пожаловать».

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Беш тени тутарла пиллӗк тени пулать, тау — ту тени пулать.

А Беш по-татарски значит пять, тау — гора.

Пятигорскра Булькӑна мӗн пулни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ку мулкачӑ тени епле чее, тесе тӗлӗнеҫҫӗ.

И удивляются хитрости зайца.

Мулкачӑсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

«Эсир ҫутӑ ҫутрӑр, ҫутӑ кӳрсе килтӗр, пире ҫутӑ патӑр, ҫутта кӑлартӑр», тени пулать ӗнтӗ ку.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш пулар та итлесе пӑхар...» // Геннадий Волков. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с. — 5–8 с.

Ҫын тӗлне кӑмӑллӑ ҫын тупӑнатех вӑл, хӗрарӑм тени пушшех те.

Да и для хорошего парня девушка всегда найдется.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Туй тени шуткӑ япала мар та-ха у. Ай-уй, ытла нумай кӗтмелле-ҫке пирӗн туйсем пуласса, унччен, тен, Типменти чӑп тулли шыв та юхса, шарласа пӗтӗ-и-ха…

Свадьба дело не шуточное. — А нашей свадьбы, боюсь, долго ждать придется. Вся вода до той поры из Ваттала испарится.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех