Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пынӑ (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑпарса ҫитсен лаши ҫинчен анчӗ те пуҫӗнчи шлемне хыврӗ, ӑна хӑйӗн патне чупса пынӑ стремяннойне тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юлан утпа тата ҫуран кӗшӗлтетсе пынӑ халӑха хуралҫӑсем картишне кӗртмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпир Мускава пынӑ чухнех питӗ хисепреччӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Сан патна вӑл вырӑс ҫӗрӗнчен тарса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Республикӑри автоинспекцин информацийӗ тӑрӑх, хальхинче транспорт хатӗрне хӗрӗнкӗ тытса пынӑ 51 водитель ҫакланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗн лекнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11521-vicc-n-lekn

Юлан утпа вӗҫтерсе пынӑ чух вӑл мулкача сӑнӑпа ҫӗклесе илме пултарать, хир сысни тытнӑ чухне унпа пӗччен ҫапӑҫӑва кӗрет.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑрман ҫулӗпе туратсене сиркелесе пынӑ хушӑра Ятламас пӗр япала ҫинчен ҫеҫ шутларӗ: мӗн пулса иртӗ-ши ӗнтӗ ялта вӑл кайнӑ хыҫҫӑн?

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫак пӑтӑрмахлӑ ӗҫе пуҫласа янӑ ҫамрӑксем урам тӑваткӑлӗнче пуху пынӑ вӑхӑтра хӑйсен яланхи вырӑнӗнче — кӳлӗ хӗрринче ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӳлтен ҫӳле пынӑ чух Ахӑр эсӗ курнӑ пуль Тӑван-пӗтен аттене?

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ. Ырӑ кӳршӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапла пынӑ вӑхӑтра трук чарӑнса тӑчӗ те: — Авиҫа! Пер, Палюк мучи, пер! — тесе ухмаха тухнӑ ҫын пек кӑшкӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.

Твикка тытса пынӑ шӑшие кап! хыпса илет те ҫивӗч чӗрнисем хушшине хӗстерсе пӗррех туртса ҫурать.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Твиккапа Квикка малтанхи кунсенче Палюк мучи пынӑ чух, хӑраса, юпасем ҫинчен йывӑҫсем ҫине улӑхса ларатчӗҫ, ашне кайран, Палюк мучи кайсан, анса ҫиетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Ҫак упа пынӑ хыҫҫӑн Ламппас утара тата тимлӗрех хураллама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Кун хыҫҫӑн эпир ҫакна та ӑнланса илтӗмӗр: утар патӗнчи пӗве татса кайнӑ чух та ҫавнашкал пӗвери шыв чакса пынӑ май сивӗ пулнипе карас пулӑсем лӗкӗ ӑшне чӑмнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Пӗвере шыв чакса пынӑ май сивӗ пулнипе лӗкӗ ӑшне чӑмса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ пулӑсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56–59 с.

Ҫуркунне ӑшӑтса пынӑ май шӑннӑ сӗткен ирӗлнӗ, юмансем ӳсме, сарӑлма тытӑннӑ, ӳссе сарӑлнӑ май вара хайхи ҫурӑксем питӗрӗнсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Тухтӑрсем — хайсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56 с.

Акӑ, пӗр тӗм патӗнчен тепӗр тӗм патне мулкач сиккелесе пынӑ, паллах, ҫак мулкача йӗрлесе ӗнтӗ, чее тилӗ шӑвӑнса иртсе кайнӑ, шӑшисем урлӑ та пирлӗ «ҫӗвӗ ҫӗлесе» тӗрлесе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Ҫавӑн пек вӑхӑтра вӑрман витӗр ҫулпа пыратӑн-и е ҫырла-кӑмпа татса ҫӳретӗн-и, вӑш-вӑш вӑшлатса, каш-каш кашласа ларакан йывӑҫсем пӗр-пӗринпе кӑмӑллӑн калаҫнӑн туйӑнать, вӗсене итлесе пынӑ май вара сан чун-чӗрӳ те ӑшӑ-ӑшӑ туйӑмпа тулать.

Куҫарса пулӑш

Пӑшӑлтисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 49–50 с.

Эпир ҫывхарса пынӑ ҫӗртен кӑштах аяккарах кайса лараҫҫӗ те каллех пуҫлаҫҫӗ хӑйсен ӗҫне.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Кӳршӗ йытти Ҫӑмламас пынӑ та шӑпах ҫав харсӑр чакака урипе пуснӑ, пуҫӗнчен кӗҫ-вӗҫ хыпса ҫыртас пек хӑрлатса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех