Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайран сăмах пирĕн базăра пур.
кайран (тĕпĕ: кайран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр картини айӗнче Липа пӗлтӗрхи календаре те курчӗ — Ятман амӑшӗ ун листисене ывӑлӗсемсӗр татса пыма та хӑяйман, календарь килтен чи кайран тухса кайнӑ ывӑлӗ уҫса хӑварнӑ числопах — июлӗн 10-мӗшӗпех ҫакӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эпӗ кайран та ҫийӗп.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унта вӑл малтан мастерскойра ӗҫлерӗ, кайран, тракториста вӗренсе, ҫывӑхри пӗр колхозра ҫураки ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку сире кайран кирлӗ пулӗ.

Они вам понадобятся в ближайшем будущем.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кайран ҫумӑр ҫума пултарӗ.

После возможны дожди.

Кӗркуннен юлашки уйӑхӗнчех хӗл ларать // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33322.html

Алексей Федорович атта тӑхӑнса пӑхмарӗ, пысӑк мар пек туйӑнать, кайран тӑхӑнса пӑхӑп терӗ те айккинелле илсе хучӗ, хӑй Тереул каланине малалла итлеме хатӗрленчӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Асту, кайран ӳкӗнмелле ан пултӑр, Ахтупай!

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кайран Ахтупайпа Северьян килте ҫуккинчен чухласа илчӗ вара: арҫынсем Эрнепипе Чечекпие шырама кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сююнбике, малтан чӑваш мӑрсине тарават йышӑннӑскер, кайран, ытти тӑванӗ-пӗлӗшӗсем князь патне сӗкӗнме тытӑнсан унран кӑшт ютшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кайран вӑл боярсенчен ҫакна пӗлчӗ: Хусан ханӗ пулнӑ Шигалейпе ун арӑмӗ аслӑ княгиньӑпа тӗл пулса калаҫасшӑн иккен.

Куҫарса пулӑш

11. Хаяр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кайран вара куҫран та ҫухатрӑм.

Куҫарса пулӑш

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӑнах, кайран ӳкӗнчӗ ӗнтӗ — йӳнерех кайрӗҫ тирсем, тата пӑртак кӗлешсе тӑнӑ пулсан пӗр-ик алтын хушӑнатчӗ те пуль укҫа.

Куҫарса пулӑш

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн иккенне каламастӑп, кайран курӑн.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кайран, ик эрнерен, тӑна кӗрсе кӑштах этем нӗрне ҫитсен Черемисинов ҫакна пӗлчӗ: вырӑссем илме май пур ҫӗртенех крепоҫе илеймен иккен.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫумӑр кайран та чарӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑрҫчӑр, кайран, тен, ӑнланӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сирӗн пулмалли япала кайран сирӗнех пулӗ.

Все, что должно быть вашим, получите впоследствии.

42-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Унтан Хуруйсем пурте пӗрле тинӗс, патриотизм, паттӑрлӑх темипе юрӑсем шӑрантарчӗҫ, Тинӗс Ҫар Флочӗн ветеранӗсем ӑмӑртусем ирттерсе хӑйсен хастарлӑхне тӗрӗслерӗҫ, кайран вара пурте пӗрле сӑн ӳкерттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс Ҫар Флочӗ – Раҫҫей хӑватлӑхӗн символӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9680-tin-s-c ... h-n-simvol

Кайран пире эпир мӗн вуласа панине итлеттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Экскурси нумайлӑха асра юлӗ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10645 ... a-asra-yul

Малтан вӑл Етӗрне районӗн Мӑн Сӗнтӗр ялӗнчи шкулта вӑй хунӑ, кайран вара Мӑн Хӑмаркка ялне куҫса килнипе унти шкулта тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачаранах сӑвӑ ҫырать // Александр ЕРЕМЕЕВ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10646 ... -s-v-cyrat

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех