Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑт сăмах пирĕн базăра пур.
вӑхӑт (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нумаях та вӑхӑт иртмӗ, пӗрремӗш шӑнкӑрав сас парса ачасемпе вӗрентекенсене классене йыхравлӗ.

Куҫарса пулӑш

Умра — ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d1%83%d0%b ... %bb%d3%97/

Ҫуллахи ҫак уявсене ватти-вӗтти те юратать, вӗсем ҫӗнӗ ҫимӗҫ тутанма вӑхӑт ҫитнине систереҫҫӗ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Шӑпӑрлансем спас уявӗнче савӑнчӗҫ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d1%88%d3%9 ... %97%d2%ab/

Пӗрремӗш урокра пӗрремӗш класа каякан ачасем сӗнӳсене вулаҫҫӗ те вӗсене «Пуласлӑх самолечӗ» ятлӑ вӑхӑт капсулинче упраҫҫӗ.

На первом уроке ребята прочитают пожелания и сохранят их в капсуле времени под названием «Самолетик будущего».

"Пуласлӑх самолечӗ" акци // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... si-3416373

Сӑнсем нумаях ӳкереймерӗм — ӗҫпе каймалла пулчӗ те вӑхӑт ытлашши пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗнер Йошкар-Олара хӑнара пултӑм…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/305?single

Халӗ ҫемье ҫавӑрма питӗ лайӑх вӑхӑт.

Отличный период, чтобы заключить брачный союз.

35-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халӗ чылай ҫул пытарса пурӑннӑ туйӑмсене кӑтартма вӑхӑт.

Самое время проявить чувства, которые вы годами хранили.

35-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

«Мускав – Хусан» М-12 тӳлевлӗ магистрале уҫиччен вӑхӑт нумаях юлман – 3 уйӑхран та сахалрах.

До открытия платной магистрали М-12 «Москва-Казань» осталось немного времени — меньше 3 месяцев.

«Мускав – Хусан» ҫул кӗҫех уҫӑлӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35838.html

Суйлавҫӑсен ҫырӑвӗсемпе В. П. Чкаловӑн отвечӗсем летчик-испытатель, вӑхӑт ҫитменнине пӑхмасӑрах, ӗҫҫыннисен нуши ҫинчен те нумай шухӑшлани, вӗсемшӗн тӑрӑшни ҫинчен калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Акӑ, Ҫурҫӗр полюсӗ урлӑ вӗҫнӗ хыҫҫӑн та, ентешсем чӗннине асра тытса, унта ҫитме вӑхӑт тупать вӑл.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Унтан чылай вӑхӑт пӗр чӗнмесӗр Атӑл леш еннелле пӑхса лартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ҫӑтмах пекех туйӑнать Ҫилпи чӑваш ялӗнче, Вӑхӑт иртни сисӗнмест Савӑнӑҫлӑ кунсенче.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ҫулҫӳревҫӗн ҫӳрес вӑхӑт ирттернинчен пуҫне ытти чӑрмавсем те тупӑнаҫҫӗ: ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе, туссемпе ҫыхӑну тытса тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Прозӑпа ҫырма Хусанкайӑн вӑхӑт та пулман пуль ҫав.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Манӑн та сӗрӗмрен тухма вӑхӑт ҫитмен-ши, ача?…

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Юлашкинчен: «Куҫарса вӑхӑт ирттериччен ытларах чӑвашла ҫыр. Вырӑс поэчӗсем куҫарччӑр сана. Хӑшӗсем аванах куҫараҫҫӗ вӗт», терӗм.

Куҫарса пулӑш

«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Вӑхӑт ҫитмен-ха, — хуравларӗ вӑл ман пекех.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑклӑх // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Вӑхӑт ҫитмен-ха.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑклӑх // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Кӑшт вӑхӑт иртсен паллӑ пулчӗ хайхи: сӑвӑсене тытса чарман иккен!

Куҫарса пулӑш

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ҫынпа паллашма, савнипе тӗлпулӑва кайма ҫулталӑкри чи лайӑх вӑхӑт халӗ.

Лучший период в году, чтобы познакомиться с кем-то или сходить на свидание с вашей половинкой.

34-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑранпа вӑхӑт чылай иртнӗ пулин те вырма тапхӑрӗнче ӑна ҫулсерен комбайн штурвалне тытса пынине курма пулать.

Куҫарса пулӑш

Уя пырса саламланӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/18/%d1%83%d1% ... b0%d0%bda/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех