Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Арҫын сăмах пирĕн базăра пур.
Арҫын (тĕпĕ: арҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вӑтӑрта та авланман арҫын — пӑсӑлнӑ этем.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

«Ӗҫме вӗреннӗ пулмалла, манпа пурӑннӑ чухнех сӑмакунтан татӑк тӑмастчӗ. Эрех ӗҫсен арҫын хастар тесе, кашни апат умӗнех пӗрер черкке ӗҫтеретчӗ. Халь те ӗлӗкхи йӑлана пӑрахман пулмалла», — шухӑшларӗ хуралҫӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

— Ме-ха, арҫын пек пулса, тытса пар, — тесе стакана эрех тултарса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ун чӗринче каллех арҫын шухӑшӗ ҫуралать, вӑл дояркӑна татах та хытӑрах ыталать, тути вӗҫӗмсӗрех «тусӑм» тесе пӑшӑлтатать.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ухмах ҫав арҫын, ҫав тери ухмах…

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Арҫын кантри ан ҫӗртӗр, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Ирхине урамра шӑп, машинапа трактор сассисене кӑларакан арҫын ачасем кӑна умӗсенче пылчӑк пӑлхатса ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑтӑрнак // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/234

Паян, кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкарти Хӗвеллӗ бульварта ҫамрӑк пӗр арҫын машина тапратаймасӑр халтан кайнӑ.

Сегодня, 10 января, на Солнечном бульваре в Чебоксарах один молодой мужчина извелся пытаясь завести машину.

22-ри каччӑна машина тапратма пулӑшнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33924.html

Унӑн арҫын ача кун ҫути курнӑ.

У нее родился мальчик.

Канашра хӗрарӑм 12-мӗш ачине ҫуратнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33859.html

Микула йӗкӗте тыттарса яма чышкине чӑмӑрланӑччӗ кӑна — чугун ҫул ҫинче ӗҫлекенсен тумне тӑхӑннӑ, вӑтӑр пилӗк ҫулалла ҫитнӗ арҫын Микулан пештӗр кантрине тытнӑ йӗкӗт патне пычӗ те: — Путсӗр этем! Чипер ларакан ҫын ҫумне ма ҫыпҫӑнатӑн?! Сирӗл ун патӗнчен! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун патнелле вӑтӑр-вӑтӑр пилӗк ҫулалла ҫитнӗ, чӑвашсем калашле, хапха юпи пек ҫӳллӗ те патвар, чӗркуҫҫине кӑшт ҫеҫ ҫитейми вӑрӑм алӑллӑ арҫын пырать.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сасартӑк пишсен малти лавӗ ҫинчен виҫӗ арҫын сиксе анчӗҫ те кӳсекӗсене йӑтса малалла утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах, пасар урамӗнчен икӗ арҫын тухса хупах еннелле ҫул тытнине курсан, чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Арҫын темерӗн…

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫенӗкри арҫын сасси ҫамрӑк бурлакӑн йывӑр шухӑшне татрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫенӗк алӑкӗ урлӑ хӑрах урине каҫарма ҫеҫ ӗлкӗрнӗччӗ — шалта арҫын сасси илтӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юратакан арҫын ытамӗнче пулма ытла та ырӑ ҫав.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье пит-куҫӗ вут тивнӗ пек ҫуна пуҫларӗ, Ун ҫепӗҫ алли каллех чун савнӑ арҫын аллинче.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье, Микулан халапӗпе киленсе ларнӑ май, унран маттур арҫын тупас ҫуккине тата ытларах ӗненчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Миххана пӑхӑнмасӑр калаҫнипе Микула ун умӗнче тата маттуртарах арҫын пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех