Шырав
Шырав ĕçĕ:
30. Анчах та халӑх шывсӑр аптӑраса ҫитрӗ, ҫавӑнпа вӑл пусахласах пире ҫавӑн пек калаттарчӗ, хӑй хушнине тума пире тупа тутарттарчӗ, эпир ӗнтӗ ҫав тупана пӑсмастпӑр.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Аса илӗр-ха, Вӑл Авраама мӗн кӑтартнӑ, Исаака мӗнле сӑнанӑ, Месопотамири Сирире амӑш тӑванӗн Лаванӑн сурӑхӗсене кӗтнӗ чухне Иаков мӗн курса пӗтнӗ: 27. Вӑл вӗсен чӗрисене асаплантарас тесе сӑнаман, ҫавӑн пекех пире те тавӑрмасть Вӑл, Ҫӳлхуҫа Хӑй патне ҫывӑхаракансене ӑса кӗртес тесе ҫапла хӗн кӑтартать, тенӗ Иудифь.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫакӑншӑн пуриншӗн те Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра тав тӑвар, Вӑл пире хамӑр аттесене сӑнанӑ пек сӑнать.25. За все это возблагодарим Господа Бога нашего, Который испытует нас, как и отцов наших.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Пире тыткӑна илсен пӗтӗм Иудея та пӗтет, пирӗн таса вырӑнсене ҫаратса-ҫӗмӗрсе пӗтерӗҫ, вӗсене ирсӗрлетнӗшӗн Вӑл пирӗнтен шыраса илӗ, 22. пирӗн тӑванӑмӑрсене вӗлернӗшӗн, ҫӗре тыткӑнланӑшӑн, пирӗн еткере ҫаратса тухнӑшӑн Вӑл ытти халӑхсене мар, пире айӑплӗ, ҫак айӑпа пирӗн пуҫ ҫине ӳкерӗ, эпир вара ҫав халӑхсен чурисем пулӑпӑр, хамӑра пӑхӑнтарнӑ халӑхсенчен ултавпа мӑшкӑл тӳсӗпӗр; 23. чуралӑх пирӗншӗн чыс пулмӗ, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр ӑна чыссӑрлӑх вырӑнне хурӗ.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эпир вара Унсӑр пуҫне урӑх Турра пӗлместпӗр, ҫавӑнпа та ӗнтӗ Вӑл пире, пирӗн ӑрури пӗр ҫынна та пӑрахмӗ тесе шанатпӑр.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӑл пире ҫак пилӗк кун хушшинче пулӑшас мар тесессӗн, ку — Унӑн ирӗкӗ, Вӑл пире хӑш кун хӳтӗлес тет, ҫавӑн чухне хӳтӗлет е пире хамӑр тӑшмансем умӗнче пӗтерме те пултарать.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Лешӗсем ҫитнӗ, вара Иудифь вӗсене каланӑ: Ветилуя халӑхӗн пуҫлӑхӗсем, итлӗр-ха мана! сирӗн сӑмахӑр, паян халӑх умӗнче каланӑ сӑмахӑр, тӗрӗс мар, Турӑпа хӑвӑр хушшӑрта тупа туса, ҫак кунсенче пире Ҫӳлхуҫа пулӑшмасан, хулана хамӑрӑн тӑшмансене паратпӑр тени тӗрӗс мар.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Озия каланӑ вӗсене: тӑванӑмсем, ан хуйхӑрӑр! тата пилӗк кун чӑтӑр-ха, ҫак хушӑра Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр пирӗн ҫине хӗрхенсе пӑхӗ, Вӑл пире пӗтме памӗ, тенӗ.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Акӑ тӳпепе ҫӗр курса тӑтӑр — Туррӑмӑр, аттемӗрсен Ҫӳлхуҫи, пире хамӑрӑн ҫылӑхсемшӗн, аттемӗрсен ҫылӑхӗсемшӗн тавӑракан Турӑ, курса тӑтӑр, Вӑл паян эпир тархасланӑ пек тутӑрччӗ.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вара пӗтӗм халӑх — ҫитӗннӗ яшсем, арӑмсем, пӗчӗк ачасем — Озияпа хула пуҫлӑхӗсем патне пуҫтарӑннӑ, хыттӑн макӑра-макӑра аслӑ ҫынсене ҫапла каланӑ: 24. пирӗнпе сирӗн хушшӑмӑртине Турӑ татса патӑр; Ассур ывӑлӗсене килӗшӳ сӗнмесӗр эсир пирӗншӗн питех те пысӑк тӗрӗсмарлӑх турӑр; 25. халь ӗнтӗ пире пулӑшакан ҫук: Турӑ пире тӑшман аллине пачӗ, эпир шывсӑр антӑхса хӑрушла вилӗмпе пӗтӗпӗр.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Санӑн ҫарунти кашни ҫын чӗрӗ юлтӑр тесен, эсӗ хӑвӑн тапӑрунтах тӑр, сан чурусем вара ту тӗпӗнчен юхса выртакан ҫӑлкуҫне ярса илччӗр, 13. мӗншӗн тесессӗн Ветилуя ҫыннисем шыва ҫавӑнтан ӑсаҫҫӗ, вӗсем шывсӑр асапланма пуҫлӗҫ те хулине хӑйсен ирӗкӗпех пире парӗҫ; эпир вара хамӑр халӑхпа пӗрле ҫывӑхри тусен тӑррине хӑпарӑпӑр та унта хурал тӑрӑпӑр, ҫапла тусассӑн пӗр ҫын та хуларан тухаймӗ.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Таптаса тӑкатпӑр вӗсене; сӑрт-тӑвӗсем вӗсен юнне ӗҫсе тӑранӗҫ, айлӑмӗсем вӗсен виллисемпе тулӗҫ, пӗри те пире хирӗҫ тӑраймӗ, пӗтмеллипех пӗтӗҫ вӗсем — пӗтӗм ҫӗр хуҫи Навуходоносор ҫапла калать.
Иудифь 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пуху шавӗ лӑплансан Олоферн, Ассири ҫарӗн ҫулпуҫӗ, ҫавӑнта пуҫтарӑннӑ пӗтӗм ют йӑх халӑхӗ умӗнче, пӗтӗм Моав ывӑлӗ умӗнче Ахиора ҫапла каланӑ: 2. Ахиор, Ефрем патне кӗрӗшнӗ ҫынсем енне тӑнӑскерӗ, паян пире темӗн те пӗр каласа тултарма, мӗн-мӗн пулассипе хӑратма, Израиль йӑхӗпе ан ҫапӑҫӑр, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Турӑ хӳтӗлет теме кам вара эсӗ?
Иудифь 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Анчах та ҫак халӑх йӗркеллӗ, саккуна пӑхӑнса пурӑнать пулсан, вӗсене Ҫӳлхуҫа хӳтӗлӗ, Турӑ вӗсен енче пулӗ, ҫавӑнпа манӑн хуҫамӑм пӑрӑнтӑрччӗ вӗсенчен, унсӑрӑн пире пӗтӗм ҫӗр ылханӗ.
Иудифь 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вара Олоферн патне ҫакӑн пек килӗшӳ сӗнсе хыпарҫӑсем янӑ: 2. акӑ эпир, аслӑ Навуходоносор патша чурисем, сан уру умне ӳкетпӗр — пире мӗн тӑвас тетӗн, ҫавна ту.
Иудифь 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тӗрӗс пурӑнманшӑн пире хаса парать, каллех хӗрхенсе каҫарать, кирек ӑҫта саланнӑ пулин те, пире тӗрлӗ халӑх хушшинчен пуҫтарать.
Тов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эй Израиль ывӑлӗсем! Ӑна суя тӗнлӗ халӑхсем умӗнче мухтавлӑр: Вӑл пире вӗсен хушшине салатрӗ.3. Сыны Израилевы! прославляйте Его пред язычниками, ибо Он рассеял нас между ними.
Тов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эй Турӑ, Эсӗ мухтавлӑ, Эсӗ мана савӑнӑҫ патӑн; пире Эсӗ Хӑвӑн аслӑ ырӑлӑхна кӑтартрӑн, мана шиклентерсе тӑракан инкекрен хӑтартӑн!
Тов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем пӳлӗмре хӑйсем иккӗшех юлсан, Товия вырӑн ҫинчен тӑнӑ та каланӑ: тӑрах, тӑванӑм, Ҫӳлхуҫана кӗлтӑвар, ҫырлахтӑрччӗ Вӑл пире, тенӗ.
Тов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫӳлхуҫа пире мӗн чухлӗ кунҫул панӑ, пурлӑхӑмӑр ҫавӑн чухлӗ пурӑнма ҫитет пире, тенӗ.20. Ибо, сколько Господом определено нам жить, на это у нас довольно есть.
Тов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.