Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пырса (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗршывӑн Тӗп саккунне кӗртнӗ тӳрлетӳсем пирӗнтен кашнинех пырса тивнине манас марччӗ.

Куҫарса пулӑш

Сасӑлавра пурин те сыхлӑх йӗркисене ҫирӗп пӑхӑнмалла // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/sasalavra-purin-t ... malla.html

Ҫапла туни пӗр-пӗр ялта сасӑламалли пӳлӗм ҫук е ҫынсене сасӑлама пырса ҫӳреме транспортпа тивӗҫтерме те йывӑр пулсан йӗркелеме май парать.

Куҫарса пулӑш

Сасӑлавра пурин те сыхлӑх йӗркисене ҫирӗп пӑхӑнмалла // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/sasalavra-purin-t ... malla.html

Аслӑ ҫулхисем тата сусӑррисем патне килӗсене пырса сасӑлаттарассине те сыхласа хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сасӑлавра пурин те сыхлӑх йӗркисене ҫирӗп пӑхӑнмалла // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/sasalavra-purin-t ... malla.html

Пӗр кунхиине вара, авӑн ҫапнӑ чухне, вӑрман касма кайма повестка пырса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Атте ирӗк паманран качча та каймарӑм» // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/%C2%ABatte-irek-p ... C2%BB.html

Пӗчӗкҫӗ Ярушка ялне пырса кӗнӗ ҫӗрте - асамлӑ та илемлӗ вырӑнта Ивановсен капмар та хӑтлӑ килӗ-ҫурчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ йӗркеллӗ, ывӑл-хӗрӗ килӗшӳллӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-jer ... hylle.html

Ун хыҫҫӑнах ҫемьене тепӗр инкек те пырса ҫапнӑ, 3-4-ри Валя йӑмӑкӗ те пыр шыҫҫипе аптранӑран вилнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗн вил тӑприне тӑван тӑрӑха илсе таврӑннӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshen-vil-tapri ... ranna.html

Ҫакӑ район центрӗнчи объектсене те, уйрӑмах вара, ялсенчи магазинсене, обществӑлла вырӑнсене пырса тивет.

Куҫарса пулӑш

Чиртен сыхланма ӳркенер мар // А.СИЛИВЕСТРОВА. http://alikovopress.ru/chirten-syixlanma ... r-mar.html

Кадрсем ҫитменни ку тытӑма та пырса тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Пырса ыйтсан та ӑс пама, кӑтартма яланах хатӗр вӑл, ыйтман чух та ҫӗнӗ ҫын, ҫамрӑк ҫын тӗрӗсех туманнине, аптраса тӑнине, алли ҫыхланнине таҫтанах курать те васкаса ҫитет, чим-ха, апла мар-ха ӑна, тет.

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

— Ан васка-ха, тете, — ун патне пырса кӗнӗ Матюк.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

— Елюк, хӗрачу фермӑран тухни ҫинчен илтрӗм те тӗлӗнсе ҫӳрерӗм, санпа кӗрсе калаҫас терӗм, — картишӗнчи кил хуҫи арӑмне алӑ пырса пачӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Вӑл купӑс каланӑ чух эпир, ачасем, ун умнех пырса тӑратпӑр, пӗр-пӗрин ҫине пӑхса кулкалатпӑр: пултарать пирӗн кукка, ай, пултарать, ун пек вӑйӑҫ пуласчӗ!

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Пӗррехинче, тин ҫеҫ иртсе кайнӑ ҫу вӗҫӗнче, редакцие авиаторсен кӑн-кӑвак тумне тӑхӑннӑ ҫамрӑк ҫын пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Пӗҫ кӑкӗсене вылятса, кӗлеткисене авкаласа, пуҫӗсене танлӑн каҫӑртса пырса кӗчӗҫ вӗсем ем-ешӗл пахчана.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Ун пек чухне, каламасӑрах паллӑ, пуҫа темле шухӑш та пырса кӗме пултарать, ҫав шутра — ялтан тарас шухӑш та.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

— Айӑпли эпир мар кунта, эсӗ, — терӗҫ Миккана, — эсӗ ертсе тухса кайман пулсан, калымшӑн касӑхса ҫӳрес шухӑш нихӑҫан та пырса кӗрес ҫукчӗ пирӗн упӑшкасен пуҫӗсене…

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Те иккӗмӗш кун, те виҫҫӗмӗшӗнче трактор двигательне ҫавӑрса ямалли тимӗр сылтӑм алӑран вӗҫерӗнсе кайрӗ те сулахаййине, суранлине, пырса ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Пырса кӗтӗр халь Пахом Петрович ҫак ялсенчен кирек хӑшне — пӗр урам вӗҫне тухичченех темиҫе ҫын чарса калаҫӗ, пӗри те, тепри те кӗрсе тухма чӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Амӑшӗ, Уҫтук, пӗчӗккӗскер, сарлакаскер, уй урлӑ чӗрӗп пек мӑкӑльтетсе каҫатчӗ те вӗсен умне пырса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Урай урлӑ каҫсан, вӑл, никама та курмасӑр, ниҫталла та пӑхмасӑр утаканскер, такама пырса ҫапӑнчӗ, пуҫне ҫиллӗн ҫӗклесе пӑхрӗ те — умӗнче ырхан питлӗ, ырхан кӗлеткеллӗ вӑрӑм Ильдеменев лаша таканӗ пек авӑнса тӑрать, ташлама ӑста марскер, пӗр ури ҫинчен теприн ҫине путишле сиккелет, пысӑк ал лапписемпе чӗркуҫҫине ҫапа-ҫапа илет.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех