Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шӑпах сăмах пирĕн базăра пур.
Шӑпах (тĕпĕ: шӑпах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Маргарита Михайловна - шӑпах ҫакӑн пек вӗрентекен.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫре хӑйӗн телейне тупнӑ // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11009 ... lejne-tupn

Марина Леонтьева ачасене ҫемье историне тарӑнрах тишкерме, вӑрҫа хутшӑннисен ячӗсене пӗлме сӗнчӗ, мӗншӗн тесен ҫӗршыв историйӗ шӑпах кашни ҫемьен кун-ҫулӗнчен ҫырӑнать те.

Куҫарса пулӑш

Синкер кунсене асра тытса... // Л. НИКИФОРОВА. http://alikovopress.ru/sinker-kunsene-as ... yitsa.html

Вӑл ҫав ҫулсенче йӗлтӗрҫӗсене олимп вӑййисене хатӗрлекен Чӑваш Енри профсоюз организацийӗн опорлӑ пунктӑн тренерӗ шутланнӑ, Етӗрнене каякан ҫул (Ядринское шоссе) ҫинче тунӑ йӗлтӗр йӗрӗ ҫинче шӑпах спортсменсене хатӗрлетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр-пӗринпе тахҫан паллакан пӗлӗшсем евӗрех калаҫрӑмӑр // Виталий Петров. http://kanashen.ru/2022/10/14/%d0%bfe%d1 ... %80%d0%b5/

Ҫитменнине тата, шӑпах Ятламас таврӑннӑ тӗле килсе тухрӗ ку инкек.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Тараса тӗпӗнче мӗн кӑна выртман пулӗ: пластик савӑт, кирпӗчсем, тимӗр ункӑсем, ача-пӑча тӑхӑнакан куҫлӑх тата ытти те», — тӗлӗнсе каласа парать Мӑкӑр ялӗнче пурӑнакан Анна Николаевна, вӑл шӑпах унти пусса тасатма хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Сиплӗ ҫӑл куҫ тапать ялти пусра Ӑна типтерлӗхре тытса усра // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%81%d0% ... %82%d0%b8/

Ку пулӑма шӑпах хам ҫинче туйса илтӗм те.

Куҫарса пулӑш

Ача сасси пулсан ял пурӑнать, унӑн малашлӑхӗ пурри те курӑнать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d0%b0%d1% ... %b0%d1%88/

Пирӗн ҫурт урамсен хӗресленӗвӗнче вырнаҫнӑ, пӑралук хӗрринче ача-пӑча лапамӗ шӑпах меллӗ вырнаҫса ларассӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ача сасси пулсан ял пурӑнать, унӑн малашлӑхӗ пурри те курӑнать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d0%b0%d1% ... %b0%d1%88/

Шӑпах эсир анлӑ тавра курӑмлӑ та тарӑн пӗлӳллӗ ҫамрӑксене, ҫӗршывӑн пулас гражданӗсене ҫитӗнтеретӗр.

Именно вы растите образованную, духовно развитую молодежь, достойных граждан страны.

Олег Николаев Вӗрентекен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/10/05/ole ... -uchitelya

Ачасен тӑнӑҫлӑхӗ, вӗсем чӑн-чӑн патриот пулса ҫитӗнни, Раҫҫей пуласлӑхӗ шӑпах сирӗнтен, сирӗн ӑсталӑхӑртан килет.

Именно от вас, вашей компетентности во многом зависит благополучие каждого ребёнка, воспитание граждан, настоящих патриотов и будущее России.

Олег Николаев воспитатель кунӗпе саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/09/27/ole ... atelya-i-v

Шӑпах эсир вӗт кашни ачан пултарулӑхне асӑрхаса аталантаратӑр, хӑвӑрӑн вӗренекенӗрсене тӗрӗс ҫулпа уттаратӑр, вӗсене пӗлӳ паратӑр, йывӑр самантра пулӑшатӑр.

Именно вы замечаете талант в каждом ребёнке, направляете своих подопечных в нужное русло, даёте им знания и помогаете в трудные минуты.

Олег Николаев Вӑтам професси вӗренӗвӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/10/02/ole ... go-profess

Шӑпах професси вӗренӗвӗн мелӗ ҫӗршыва индустриализацилес, халӑх хуҫалӑхӗпе промышленноҫа чӗртсе тӑратас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ.

Именно это направление профессионального образования внесло неоценимый вклад в индустриализацию страны, восстановление народного хозяйства и промышленности.

Олег Николаев Вӑтам професси вӗренӗвӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/10/02/ole ... go-profess

Шӑпах та, кӑтартусем лайӑх пулнине кура, спорт инфратытӑмне аталантарассипе Чӑваш Ен ҫӗршывра чи ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен ултӑ регион шутне кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енри физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ пӗтӗм тӗнчери «Раҫҫей – спорт ҫӗршывӗ» форум шайӗнче уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/09/29/chav ... ekse-petem

Пулас мӑшӑрӗпе шӑпах окоп чавнӑ ҫӗрте паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/

Эстафетӑна пӗрремӗш параканӗ вара, шӑпах та, ветерансен Канаш районӗнчи Канашӗ пулчӗ те.

Куҫарса пулӑш

Эстафетӑна канашсем пуҫларӗҫ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/24/%d1%8d%d1% ... 0%d1%80ec/

Ҫакӑ Елизавета Петровна императрица 1755 ҫулта шӑпах ҫветтуй Татьяна кунӗнче асӑннӑ университета (МГУ) тума тытӑнассине ҫирӗплетсе хушу кӑларнипе ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни пике ятарлӑ номинацие тивӗҫрӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/01/28/%d0%ba%d0% ... ec%d1%80e/

Вӑрҫӑ пуҫланиччен икӗ кун маларах пирӗн 164-мӗш стрелковӑй дивизи, мана шӑпах унта ячӗҫ, Прут юхан шывӗнчен виҫӗ ҫухрӑмра позици йышӑнма приказ илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва халалланӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%bf%d1% ... b0%d0%bda/

Районти культура ҫурчӗ ҫумӗнче нумаях пулмасть йӗркеленнӗ «Без проблем» вокалпа инструментсен ансамблӗн концертне (ертӳҫи Иван Куропаткин), Андрей Дмитриев шӑпах ҫак ушкӑнӑн солисчӗ, Константин Григорьев шӑрантарнӑ юрӑсене куракансем кӑмӑлласа йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйлисем, хӑюллисем ӑмӑртрӗҫ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%b2a%d0 ... 2%d1%80ec/

Паянхи уява шӑпах ҫакнашкал ҫынсем пуҫтарӑннӑ та, телей, ӑнӑҫу тата ҫирӗп сывлӑх сунатӑп», — палӑртрӗ Сергей Артамонов.

Куҫарса пулӑш

Професси уявӗнче вунӑ автомашина уҫҫийӗсене пачӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d0%bf%d1% ... b9e%d1%81/

Вӑл Пурсуйкассинчен ҫӳретчӗ, вӑл хистенипе ҫав виҫӗ пике шӑпах пирӗн шкула вӗренме килнӗ те.

Куҫарса пулӑш

Педагог ветерансем патӗнче хӑнара // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/16/%d0%bf%d0% ... %80%d0%b0/

Шӑпах ҫакӑ сире вӗчӗрхентерӗ.

Но именно это и будет вас раздражать.

38-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех