Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫумӑр сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫумӑр (тĕпĕ: ҫумӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫитменнине, йӗпхӳ ҫаплах чарӑнмасть, унӑн йӗп ҫӑрти пысӑкӑш пӗрхӗмӗсем тӑкӑнса пӗтеймен ҫулҫӑсем ҫинче пухӑнаҫҫӗ те, тумлам пулса, ҫӗре пӑт та пат! тӑва-тӑва шаплатаҫҫӗ, ӑнсӑртран пӗр-пӗр йывӑҫ туратне ҫакланса силлентер кӑна, самантрах витререн ҫумӑр тӑкнӑ пек шӑварӑнатӑн.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Аманнӑ юлташӑмӑр халӗ те уйрах, ҫумӑр айӗнче выртать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӳтлӗх тесен, ҫумӑр тытакан пӗр йывӑҫ курӑнмасть ку варманта.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сарӑ, хӗрлӗ, симӗс, кӗрен тӗссем халӗ илемӗпе куҫа илӗртмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен лӗш-лӗш ҫумӑр вӗсене пурне те тӗксӗм сӑн кӗртсе пӗрпеклетнӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Иккӗмӗшӗнчен, салтаксем кӑна мар, пирӗн командирсенчен те нумайӑшӗ халлӗхе тӑхлан ҫумӑр айӗнче ҫӳресе курман-ха.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл ҫанталӑк уяртнӑ май тавралӑх епле ҫуталса кайнине те, ҫумӑр вӑхӑтӗнче йӗрлесе пӗтернӗ ҫул хытнипе урапа тепӗр ҫӗрте ӑша кисретмеллех танкӑртатнине те, хӗвел ӑшши питрен ачашшӑн лӑпканине те асӑрхамарӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Виҫӗмкун ҫеҫ-ха чӗреслетсе ҫумӑр ҫурӗ, ун хыҫҫӑн та ӗнер ҫанталӑк ӑмӑрччӗ, пӑт-пат ҫумӑр та ӳккелетчӗ, хӗвеланӑҫӗнчен катрам пӗлӗтсем капланса килнине кура ҫӗрле каллех чӗреслетсех ярасса та кӗтме пулатчӗ; паян ир вара пачах урӑхла — хӗвел тухрӗ те, тӗксӗм пӗлӗтсем самантрах таҫта кайса ҫухалчӗҫ, таврана ҫап-ҫутӑ сӑн кӗчӗ, ҫил чарӑнчӗ, тӳлек те ӑшӑ кун пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каялла таврӑннӑ чухне мӗн разъезда ҫитичченех вӗсем вакунра шӑпӑрт пычӗҫ, унтан пирвай вӑрман хӗррипе, кайран уйпа килелле утнӑ чух та, куҫ ҫӗрлехи тӗттӗме кӑшт хӑнӑхиччен ытахальтен пӗр-ик сӑмах перкелешсе илнине шутламасан, пач пуплешмерӗҫ, ӗнерхи ҫумӑр хыҫҫӑн урапасем иртсе кӑтрашкалантарнӑ хытӑ ҫулпа тӑнкки-танкки пускаласа пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Мери, ҫумӑр пӗрӗхет, лачкам пулатӑн, — тенӗ вӑл, — ҫилпе пӗрле шалкам ҫумӑр килесси те инҫе мар».

«Ты промокнешь, Мери, накрапывает дождь, а ветер, того и гляди, принесет ливень».

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Кас-кас ҫил вӗрнӗ чухне, ҫумӑр тумламӗсем те сирпӗне-сирпӗне кӗреҫҫӗ.

по при ветре и сюда залетали дождевые брызги.

Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.

Малтанах Пашка ҫумӑр витӗр, амӑшӗпе пӗрле, ҫулнӑ ҫарансем тӑрӑх, вӑрманти сукмаксемпе пычӗ, унӑн атти ҫумне саралса кайнӑ ҫулҫӑсем ҫыпҫӑнчӗҫ.

Сначала Пашка шел с матерью под дождем то по скошенному полю, то по лесным тропинкам, где к его сапогам липли желтые листья.

Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.

Ас тӑватӑп, Канаш районӗнчи Янкӑлч ялӗнчен Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялне куҫнӑ чух ҫумӑр витӗр пылчӑк ишсе сакӑр ҫухрӑм утрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Янкӑлч тӑрӑхӗ – чӑваш литературинче // М. Петрова. http://gazeta-kanash.cap.ru/publication. ... 6&page=658

Унта чылай вӑхӑт ҫумӑр пулман ҫулсенче чӳк апачӗ пӗҫеретчӗҫ.

Там в те годы, когда не было дождей, готовили пищу для подношения.

Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Тиртен тунӑ ҫивитти ҫумӑр яман, шал енче ҫивитти ҫил кӗртмен, ҫапла вара сиен хӗлре те вигвамра явӑнса выртакан ҫулӑм патӗнче ҫынсене ӑшӑ пулнӑ.

Кожаная покрышка не пропускала дождя, а подкладка защищала от ветра, и даже в холодную зиму людям было тепло у костра, пылавшего в вигваме.

Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Эп ӗҫсӗр пурӑнмастӑп, пурпӗрех Ҫусамччӗ тетӗп ҫумӑр вӑйлӑрах!..

Куҫарса пулӑш

Чӗнӳ // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 7 с.

Хӗрарӑма арҫын умӗнче мӗскӗнлетес тенӗн кӗрхи ҫумӑр пек шӑпӑртатрӗ, мӑшӑрне кӗтсе писевленӗ тутине, куҫӗсене вараларӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Смирновсем хӑнана пуҫтарӑннӑ кун та ҫумӑр кунӗпех чарӑнмарӗ: никам та килтен ан тухтӑр тенӗ пекех шӑпӑртатрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Ҫӗрӗн-кунӗн лӳшкекен ҫумӑр ҫеҫ чӗрене пусӑрӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Ҫумӑр шывне юхма канавсем чавманнине курма пулать.

Можно видеть, что здесь нет канавин для потока дождевой воды.

Брусчаткӑласа пӗтернӗ Газиантеп // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5902-%D0%91% ... D0%BF.html

Малти сӑна сӑнасарах пӑхӑр-ха — урам сӑнне ҫӳп-ҫап мар, ҫумӑр шывӗпе юхса килнӗ хӑйӑрпа чул таврашӗ пӑсать.

Понаблюдайте за начальным изображением — не мусор нарушает лик улицы, а песок и камень, что стекли дождевой водой.

Брусчаткӑласа пӗтернӗ Газиантеп // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5902-%D0%91% ... D0%BF.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех