Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мери пӳлӗме тултарсах лартрӗ; пӳлӗм пин хут чухӑнланчӗ те таса марланчӗ.Мери наполнила собой комнату; в тысячу раз стало в ней беднее и гаже.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 356–361 с.
Ҫуртсем таса мар, лутрарах, чул сарнӑ ҫул — путӑк-ланкашкаллӑ, урамсем ансӑр, хунарсем — сайра.Грязнее и ниже становились дома, неровнее — мостовая, улицы — уже, фонари — реже.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 356–361 с.
— Ҫӗр каҫнӑшӑн ҫул ҫинчен ярса паратӑп, — терӗ Седир, — вырӑн сарма таса простынь тавраш, эрехпе ҫурта парсамӑр, паян манӑн — уяв…
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Тӗллевне тӳрремӗнех пырса тивекен мӗн пур шухӑша Жиль хӑйӗнчен чи таса туйӑмсенче улталаннӑн хӑвалать, ҫакӑншӑн мӗн пур хӗрарӑм — ачасенчен пуҫласа ваттисем таранах — яваплӑ тесе шухӑшлакан, хӗрарӑма курайман арҫын хаярлӑхӗпе путлантарать-пусарать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Ун хыҫҫӑнах темелле — хупаха пӗр ушкӑн кӗрсе тӑчӗ: аллине саппун айне чикнӗ сӳрӗк лавккаҫӑ; хӑюсӑр пирки хӑранӑн курӑнакан, темӗн пӗлме ҫунакан мӑнтӑркка, вуннӑсенчи кӑмӑлсӑр арҫын ача; арҫын кӗлеткеллӗ, манишкӑллӑ, тӑран ҫухаллӑ хӗр, — арҫын туйипе, арҫын портфелӗпе, арҫын хӑтланӑшӗсемпе; ӗҫкӗҫ сӑнлӑ, вӑрӑм ҫӳҫлӗ этем; таса та ҫирӗп, лутрашка йӑрӑ господин; ҫамрӑк икӗ хӗр; ылтӑн вӑчӑраллӑ, туяллӑ, сӑнсӑр-тӗссӗр галантерея майлӑ темиҫе йӗкӗт.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Ҫак вӑхӑтри таса, йӑлтӑркка тата ку широтасемшӗн ытла вӑйлах мар сулхӑн урамри куҫӑма йӳнлӗ хаваслӑх кӗртет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Ӗлкесен таса, ӑвӑсла уҫӑмлӑхӗнче сехӗрлентерекен вӑрттӑнлӑх пытаннӑ.В целомудренной, восковой выразительности моделей пряталась пугающая тайна.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 320–325 с.
Таса, пысӑк укҫа ку.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 314–319 с.
Ассун дачинчен вӑрӑ шкатулка йӑкӑртса тухнӑ хыҫҫӑн сехет ҫурӑран Жетон «Астрӑра» эрехсӗр тата табаксӑр, таса мартан ҫыпӑҫакан пӗчӗк сӗтел хушшинче ларатчӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 314–319 с.
Кӑранташне шӗвӗртрӗ те — хӑй малтанах шухӑшласа хунӑ йӗрсене таса карттун ҫине ӳкерме пикенчӗ, чарӑнаймасӑр ӗҫлет.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 305–313 с.
— Таса ӗҫ, Шуан господин, — терӗ Матиа, — ҫапла тустарнӑ-ҫаратнӑ хыҫҫӑн, манӑн шухӑшӑмпа, кунта пурӑнас йӳтӗмлисем юлманах-тӑр.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 305–313 с.
Серизӑн Калиострӑна килӗшекен сӑн-питне сӑнласа кӑтартар: таса, тӳрӗ ҫамка, ҫемҫе пит-куҫ, тӗттӗм-ҫутӑ ҫӳҫ, ҫепӗҫ ҫӑвар — пурте ҫепӗҫ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 293–301 с.
Пӗчӗк, анчах таса, ҫав тери илӗртӳллӗ, ҫутӑ та хӑтлӑ хваттерте, кресло ҫинче, пӗчӗк Сериз госпожа ларать; упӑшки фортсем ҫине кайнӑ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 293–301 с.
Армунра Калиостро таса пӗлӳ ҫине куҫать: тӗнче уҫлӑхӗн пуҫламӑшне тӗпчесе пӗлесси — ку биллиард вӑйӑҫӗшӗн тата Ялтӑри проводникшӑн ӑнланмалла мар, анчах вӑл халӗ — пурне те пӗлекен Калиостро хӑйӗн ӑсӗн ҫулӑмӗпе усӑ курмалли пӗртен пӗр ӗҫ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 293–301 с.
Эсир пурсӑмӑра та тӑрантаракан ҫӗр-аннемӗре тивӗҫлипе пӑхса тӗрӗс-тӗкел упрассишӗн пӗтӗм вӑйӑра тата чун хавалне шеллемесӗр тӑрӑшатӑр, ырми-канми ӗҫӗрпе экономикӑна аталантарма ҫирӗп никӗс хыватӑр, халӑха лайӑх пахалӑхлӑ тата экологи тӗлӗшӗнчен таса шутланакан продукципе тивӗҫтеретӗр.
Михаил Игнатьев Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен промышленноҫ ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/10/07/news-3679647
Чӑваш Енре паха, экологи тӗлӗшӗнчен таса шутланакан тата хӑйсем туса кӑларакан строительство материалӗсемпе усӑ курассин шайӗ 70 процентран та иртет.
Михаил Игнатьев Строитель кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/08/13/news-3633676
Экологи тӗлӗшӗнчен таса тата хӑрушлӑхсӑр шутланакан технологисемпе усӑ курни, кӑсӑк конструктор идейисене ӗҫе кӗртни строительство комплексне ҫирӗппӗн ӗҫлеме пулӑшаҫҫӗ.
Михаил Игнатьев Строитель кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/08/13/news-3633676
Ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхӗпе сывлӑхӗ ҫине витӗм кӳрекен пурӑнакан вырӑнти таса тавралӑха нимӗнле тӗрлӗ ырлӑх та ылмаштарма пултараймасть.
Михаил Игнатьев Тавралӑха сыхламалли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/06/05/news-3588213
Пӗтӗм халӑхпа пӗрле эпир таса пурнӑҫлӑ Сергий Радонежский ячӗпе Пысӑк Собор чиркӗвне ҫӗклетпӗр, вӑл республикӑри чи ҫӳллӗ те пысӑк храм, ҫавӑн пекех ӗненӗвӗн тата православи тӗнне тытса пыракансен пӗрлӗхӗн символӗ пулса тӑрӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Пирӗн шухӑшсен тасалӑхӗ, чун экологийӗ хальхи тата пулас ӑрусем валли ҫут ҫанталӑкӑн лайӑх хутлӑхне, таса экологиллӗ Чӑваш Ен туса хумалли шанчӑклӑ никӗс пулса тӑмалла.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49