Шырав
Шырав ĕçĕ:
17. Иисуса: «Пилӗк патша тупӑнчӗ, вӗсем Макед ҫывӑхӗнчи ҫӗр хӑвӑлӗнче пытанса лараҫҫӗ» тесе пӗлтерсессӗн, 18. Иисус каланӑ: ҫӗр хӑвӑлӗн анине пысӑк чулсемпе хупласа хурӑр, хураллама ҫынсем тӑратӑр; 19. хӑвӑр [кунта] чарӑнса ан тӑрӑр, тӑшманӑрсене хӑвалӑр, ҫарӗнчен тӑрса юлнисене пӗтерсе тӑкӑр, вӗсене хӑйсен хулисене тарса ӳкме ан парӑр: Ҫӳлхуҫа Туррӑр вӗсене сирӗн аллӑра панӑ, тенӗ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Анчах Гаваон ҫыннисем, Иисус Иерихонпа Гай хулисене епле пӗтерсе тӑкни ҫинчен илтсессӗн, 4. акӑ мӗнле чеелӗх тупнӑ: ашакӗсем ҫине ҫул валли кивӗ михӗсемпе ҫӑкӑр янтӑласа хунӑ, ҫӗтӗлсе пӗтнӗ, саплӑклӑ тир хутаҫпа эрех илнӗ; 5. ури сырри те вӗсен кивӗ, саплӑклӑ пулнӑ, ҫийӗнчи тумтирӗсем те ҫӗтӗк пулнӑ; ҫул ҫине илнӗ ҫӑкӑрӗ те пӗтӗмпех типсе-кӑвакарса кайнӑскер, [тӗпренсе] пӗтнӗскер пулнӑ.
Нав 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Израиль ҫыннисем хӑйсене хирте, пушхирте хӑваланӑ Гай халӑхне аркатса тӑксассӑн, лешӗсем пӗр ҫын юлмиччен хӗҫ ҫивӗчӗш айне пулса пӗтсессӗн, Гай хулине таврӑннӑ та унта юлнисене пӗтӗмпех хӗҫпе пӗтерсе тухнӑ.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Хулара мӗн пуррине пурне те тупаланӑ, арҫынӗ-хӗрарӑмӗ, ватти-вӗтти, вӑкӑрӗ-сурӑхӗ-ашакӗ — [пурне те] хӗҫпе пӗтерсе тухнӑ.
Нав 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӳлхуҫамӑр ҫакна курчӗ [те ҫилленчӗ], ҫилли тӑвӑлса ҫитнӗрен Хӑйӗн ывӑлӗсенчен, Хӑйӗн хӗрӗсенчен пӑрӑнчӗ те 20. каларӗ: Хамӑн сӑнӑма вӗсенчен пытарӑп, вӗсем мӗнле пӗтнине курӑп: вӗсем — ирсӗрленнӗ йӑх; вӗсем — тӳрӗлӗх мӗнне пӗлмен ачасем; 21. вӗсем Мана турӑ маррипе тарӑхтарчӗҫ, хӑйсен ниме тӑман йӗрӗхӗсемпе кӳрентерчӗҫ: Эпӗ те вӗсене халӑх маррипе тарӑхтарӑп, ӑссӑр халӑх аллине парса кӳрентерӗп; 22. ӗнтӗ Манӑн ҫиллӗм вутла хыпса илчӗ, тамӑк тӗпне ҫитиех ҫунтарать, ҫӗре, ҫӗр ҫимӗҫне вут-ҫулӑм апачӗ тӑвать, тусен тӗпӗсене ӗнтсе хӑварать; 23. вӗсем ҫине пӗтӗм хӗн-асапа пуҫтарӑп, вӗсем ҫине пӗр ҫӗмренӗм юлмиччен вӗҫтерӗп: 24. выҫӑпа хӑрӑнӗҫ вӗсем, сивчирпе, ерекен хаяр чирпе вилсе пӗтӗҫ вӗсем; вӗсене тискер кайӑксен шӑлӗсемпе, ҫӗлен-калта наркӑмӑшӗпе витерӗп; 25. тул енчен вӗсене хӗҫ пӗтерсе пырӗ, килӗсенче каччи те, хӗрӗ те, кӑкӑр ачи те, кӑвакарнӑ ватӑ та сехри хӑпнипе вилсе выртӗҫ.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: акӑ эсӗ хӑвӑн аҫусем патне ӑсанӑн та, ҫак халӑх хӑй ҫитсе кӗрекен ҫӗр ҫинчи ют турӑсем хыҫҫӑн асса ҫӳреме тытӑнӗ, Мана пӑрахӗ, Манӑн халалӑма, хӑйсемпе хывнӑ халала, пӑсӗ; 17. ҫав кун ӑна ҫилленнипе ҫиллӗм тулса ҫитӗ те, Эпӗ вӗсене пӑрахса хӑварӑп, Хамӑн сӑнӑма вӗсенчен пытарӑп, вара халӑха пӗтерсе тӑкӗҫ, темӗн тӗрлӗ инкекпе хӗн-асап ҫитӗ ӑна, вара ҫавӑ кун вӑл: «хам хушшӑмра [Ҫӳлхуҫа] Туррӑм ҫуккипе ҫитсе ҫапмарӗ-ши мана ҫак инкек?» тейӗ; 18. урӑх турӑсем еннелле ҫаврӑнса тунӑ мӗнпур ирсӗр ӗҫӗшӗн Эпӗ ҫавӑ кун [унран] Хамӑн сӑнӑма пытарӑп.
Аст 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Моисей пынӑ та Израилӗн мӗнпур [ывӑлне] ҫак сӑмахсене каласа панӑ, 2. вӗсене ҫапла каланӑ: эпӗ ӗнтӗ ҫӗр ҫирӗм ҫулта, эпӗ ӗнтӗ тухаймастӑп та, кӗрейместӗп те, Ҫӳлхуҫа та мана: «эсӗ ҫак Иордан урлӑ каҫаймӑн» терӗ; 3. Ҫӳлхуҫа Турру Хӑй пырӗ сан умӑнтан; Вӑл ҫак халӑхсене санӑн куҫу умӗнчен пӗтерӗ, эсӗ вӗсене хӑвӑн аллуна илӗн; Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, сан умӑнтан Иисус пырӗ; 4. [Иорданӑн ку енче пулнӑ] Аморрей патшисене Сигонпа Ога тата вӗсенӗн Хӑй пӗтерсе тӑкнӑ ҫӗрне Ҫӳлхуҫамӑр мӗн кӑтартрӗ, ҫак халӑхсене те Вӑл ҫавнах кӑтартӗ; 5. Ҫӳлхуҫа вӗсене сирӗн аллӑра парӗ, эсир вара вӗсене эпӗ хӑвӑра ӳкӗтлесе каланӑ ӳкӗтсем мӗн хушнине кӑтартӑр; 6. ҫирӗп те хӑюллӑ пулӑр, ан хӑрӑр, [ан шикленӗр,] ан сехӗрленӗр вӗсенчен, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Турру Хӑй санпа пӗрле пырать, санран Вӑл уйӑрӑлса та каймӗ, сана пӑрахса та хӑвармӗ, тенӗ.
Аст 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫак ҫӗр мӗнле пӗтсе ларнине, Ҫӳлхуҫа ӑна мӗнле чир-чӗрпе хавшатнине курсассӑн, килес ӑру — хӑвӑр хыҫҫӑн пурӑнас ачӑрсем — тата инҫетри ҫӗртен килнӗ ют халӑх ҫынни те ҫапла калӗҫ: 23. «пӗтӗм ҫӗрӗ — кӳкӗрт те тӑвар, кӑмрӑк та кӗл; акмаҫҫӗ те, унта нимӗн те ӳсмест, нимӗнле курӑк та шӑтмасть ун ҫинче — Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ҫиллипе, Хӑйӗн хаярлӑхӗпе Содома, Гоморрӑна, Адмӑпа Севоима пӗтерсе пӑрахнӑ хыҫҫӑнхи пекех» тейӗҫ.
Аст 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
58. Ҫак кӗнекере ҫырнӑ саккун мӗн хушнине пурӑнӑҫласа тӑма тӑрӑшмастӑн пулсассӑн, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун ҫакӑ мухтавлӑ та хӑрушӑ ятӗнчен хӑраса тӑмастӑн пулсассӑн, 59. Ҫӳлхуҫа сана хӑвна та, санӑн тӑхӑмна та халиччен пулман шӑтан-юханпа аптӑратса ӳкерӗ, иртсе кайми хӑрушӑ шӑтан-юханпа тата иртсе кайми усал чир-чӗрпе чирлеттерсе хӗне ярӗ; 60. сана Египет чирӗсене, хӑвна хӑратса тӑнӑ пӗтӗм [усал] чире, ертӗ, вӗсем вара санран хӑпа пӗлмӗҫ; 61. хӑвна тӗппипе пӗтерсе тӑкичченех Ҫӳлхуҫа сан ҫине ҫак саккун кӗнекинче ҫырса кӑтартман пӗтӗм чире [тата ҫырса кӑтартнӑ пӗтӗм чире] ярса тӑрӗ; 62. эсир тӳпери ҫӑлтӑрсем пекех йышлӑччӗ, анчах хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итлеменнипе эсир сахаллӑн тӑрса юлатӑр.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итлеменшӗн, сана Хӑй ӳкӗтлесе каланине — Унӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл хунӑ йӗркесене — тытса тӑманшӑн ҫак пӗтӗм ылхан сан ҫине пулӗ, хӑвна пӗтерсе пӑрахичченех вӗсем санран хӑпмӗҫ, сана ҫитӗҫ: 46. ку ӗнтӗ сан ҫинчи, санӑн йӑху ҫинчи ӗмӗрлӗх паллӑ пулӗ, ыттисене астутараканни пулӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Пуҫу тӗлӗнчи пӗлӗтсем пӑхӑр пулса тӑрӗҫ, уру айӗнчи ҫӗр тимӗр пулса тӑрӗ; 24. ҫумӑр вырӑнне Ҫӳлхуҫа санӑн ҫӗрӳ ҫине тусан ярӗ, [хӑвна пӗтерсе пӑрахичченех,] хӑвна тӗппипе пӗтеричченех сан ҫине тӳперен тусан-тӑпра тӑкӑнӗ те тӑкӑнӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫа сан ҫине мур чирӗ ярӗ те сана халӗ хӑвӑн аллуна илме каякан ҫӗр ҫинчен пӗтерсе пӑрахичченех ҫавӑнпа хӑшкӑлтарӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Кирек мӗнле ӗҫе пуҫӑнсассӑн та санӑн аллусен ӗҫӗнче Ҫӳлхуҫа сан ҫине хӑвна пӗтерсе ҫитеричченех ылхан, сехӗрленӳ, инкек ярса тӑрӗ — вара эсӗ хӑвӑн усал ӗҫӳсемшӗн, Мана пӑрахнӑшӑн часах пӗтсе ларӑн.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Хӑвӑр Египет ҫӗрӗнчен килнӗ чухне Амалик хӑвна мӗн кӑтартнине асӑнта тыт: 18. вӗсем сана ҫул ҫинче мӗнле кӗтсе илнине, эсӗ ывӑнса-ӗшенсе ҫитсессӗн, халтан кайнисене пурне те сан хыҫӑнта Турӑран хӑрамасӑр пӗтерсе тӑкнине ан ман; 19. ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Турру хӑвӑн аллуна еткерлӗхе паракан ҫӗр ҫинче пӗтӗм таврари пур тӑшманусенчен те хӑтарса сана тӑнӑҫлӑх кӳрсессӗн, Амалик ятне ҫӗр ҫинчен пӗтер; ҫакна ан ман.
Аст 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Кам та кам хӑйӗн тӑванӗсенчен, Израиль ывӑлӗсенчен, хӑшне те пулин вӑрласа кайнипе, ӑна чура туса сутса янипе лекет, ҫавӑн пек вӑрра вӗлерме тытса памалла; усал ӗҫе хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтерсе пыр.
Аст 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫураҫнӑ ҫамрӑк хӗре хулара кам та пулин тӗл пулса унпа пӗрле выртсассӑн, 24. вӗсене иккӗшне те ҫав хуланӑн хапхи патне илсе тухса чулпа персе вӗлерӗр: хӗрне — хула хушшинче кӑшкӑрманшӑн, арҫыннине — ҫывӑх ҫыннин арӑмне пӑснӑшӑн; усал ӗҫе хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтерсе пыр.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Кам та пулин упӑшкаллӑ арӑмпа выртнине курсассӑн, вӗсене иккӗшне те — ют арӑмпа выртнӑ арҫыннине те, хӗрарӑмне те — вӗлерме тытса памалла; усал ӗҫе Израиль ҫумӗнчен ҫапла пӗтерсе пыр.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эхер те вӑл мӗн калани чӑн пулсассӑн, кӗҫӗн ҫыннӑн хӗрлӗхӗ тупӑнманах пулсассӑн, 21. ӑна хӑйӗн ашшӗ килӗн алӑкӗ патне илсе пыччӑр, хула ҫыннисем ӑна чулпа персе вӗлерччӗр, мӗншӗн тесессӗн вӑл ашшӗ килӗнче асса Израиль хушшинче намӑс ӗҫ тунӑ; усал ӗҫе хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтерсе пыр.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Камӑн та пулин ывӑлӗ кӑра та чарусӑр пулсассӑн, вӑл ашшӗ каланине те, амӑшӗ каланине те итлемест пулсассӑн, хӑйне ашшӗпе амӑшӗ хаса парсассӑн та вӗсене пӑхӑнмасть пулсассӑн, 19. ӑна ашшӗпе амӑшӗ хӑйсен хулин аслӑ ҫыннисем патне, хӑйсем пурӑнакан вырӑнӑн хапхи патне илсе пыччӑр, 20. унта хуланӑн аслӑ ҫыннисене калаччӑр: «пирӗн ҫак ывӑл кӑра, пӑхӑнмасть, пирӗн сӑмаха итлемест, укҫа салатать, ӗҫкӗҫӗ» теччӗр, 21. вара хула ҫыннисем пурте ӑна чулпа пере-пере вӗлерччӗр; усала хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтерсе пыр, вара Израиль ҫыннисем пурте ҫакӑн ҫинчен илтӗҫ те хӑрама пуҫлӗҫ.
Аст 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эхер те суя кӳнтелен кама та пулин усал ӗҫ тунӑ тесе тапӑнать пулсассӑн, 17. ҫав тавӑҫакан икӗ ҫын вара Ҫӳлхуҫа умне, ҫав вӑхӑтри священниксемпе тӳресем умне тӑтӑр; 18. тӳрисен лайӑх тӗпчесе пӗлмелле, эхер те кӳнтеленӗ суя кӳнтелен пулсассӑн, хӑй тӑванӗ ҫинчен суя сӑмах ҫитернӗ пулсассӑн, 19. вӑл хӑйӗн тӑванне мӗн тума шухӑшланӑ, ӑна хӑйне ҫавӑн пек тӑвӑр; усал ӗҫе хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтерсе пыр; 20. ыттисем илтӗҫ те хӑраса кайӗҫ, ӳлӗмрен сирӗн хушшӑрта ҫапла усал ӗҫ тумӗҫ; 21. [ӑна] куҫу хӗрхенсе ан тӑтӑр: чуншӑн — чун, куҫшӑн — куҫ, шӑлшӑн — шӑл, алӑшӑн — алӑ, урашӑн — ура.
Аст 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.