Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлнӗ (тĕпĕ: пӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ шкулта вӗренсе пӗлнӗ наукӑсем пурте унӑн пуҫӗнчен тухса сирпӗнчӗҫ, ҫав хӑрушӑскер хӑйӗн пысӑк ҫӑварне уҫасса вилӗ те мар, чӗрӗ те мар пулса кӗтсе тӑрать вӑл.

Сейчас вся школьная наука выскочила у него из головы, и он, замирая, ждет, когда откроется пасть этого страшилища.

Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Костьӑпа Нюра ӑна ятарласа хушнӑ ӗҫ ҫинчен каласа параҫҫӗ, анчах вӑл ун ҫинчен маларахах пӗлнӗ иккен: ӗнер, вӑл ялта пулнӑ чух, колхоз председателӗ хулла йӗркеллӗн касас енӗпе сӑнама тата ачасемпе каснӑ хуллине ҫыран хӗрне илсе тухма калаҫса килӗшнӗ унпа.

Костя и Нюра рассказали ему о специальном задании, но он, оказывается, знал о нем еще раньше: накануне он был в селе, и председатель колхоза договорился с ним, чтобы он присмотрел за рубкой и обеспечил перевозку ребят и лозы.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Вӑл паллӑ киноактерсене пурне те, спорт мастерӗсене пурне те тенӗ пек ятран, нумайӑшне — сӑнтан пӗлнӗ; Киеври «Динамо» обществин футболисчӗсене вӑл, уттине пӑхса, хыҫалтан палланӑ; сулахай енӗ мӗншӗн япӑх вылянине тата капитан «тӑшмана» епле улталанине унран лайӑх никам та пӗлмен; автомашинсен маркисене — совет ҫӗршывӗнче кӑларнисене те, ют ҫӗршывсенчен илсе килнисене те — пӑхмасӑрах калама пӗлнӗ; хӑех аквариум тунӑччӗ, унти пулӑсем вилсе пӗтрӗҫ пулсан, уншӑн Костя мар — водопроводран илнӗ хлорланӑ шыв айӑплӑ; вӑл маркӑсем пуҫтарнӑ чух унӑн тем тӗрлисем те пурччӗ — тӑххӑрмӗш класран та ачасем ун патне улӑштарма ҫӳретчӗҫ.

Он знал всех знаменитых киноактеров, знал поименно почти всех мастеров спорта, а многих — и в лицо; футболистов киевского «Динамо» он узнавал по походке, со спины; никто лучше его не мог разобраться, почему левый край «промазал» и как капитан команды обводит противника; он наизусть знал все марки автомашин — советские и иностранные; сделал сам аквариум, а если рыбки в нем подохли, то виновата хлорированная водопроводная вода, а не он; а когда он собирал марки, так у него были такие, что даже из девятого класса приходили с ним меняться.

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Костя чӑнах та пӗлнӗ, нумай тӗрлӗ япаласем тунӑ, ҫавӑнпа хӑй ӑшӗнче кӑштах мухтаннӑ.

Костя действительно знал и умел делать множество вещей и про себя этим гордился.

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

— Тӑрассу килмесен — ху пӗлнӗ пек ту, — татса калать Нюра…

— Не хочешь — как хочешь, — решает Нюра.

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Вӑл Владимирски сӑртпа Симӗс театр ҫинчен, Шевченко палӑкӗпе Верховнӑй Совет ҫурчӗ ҫинчен — Костя хӑй вӑл ҫуртра пулман, анчах тултан ӑна курнӑ, шалта мӗнлине вуласа пӗлнӗ, — опера театрӗ ҫинчен каласа парать — унта Костя хӑй «Золушка» ятлӑ балет курнӑ.

Он рассказывает о Владимирской горке и Зеленом театре; о памятнике Шевченко и о здании Верховного Совета, в котором Костя не был, но видел снаружи, а как там, внутри, — знает по описаниям; об оперном театре, где Костя вам видел балет «Золушка».

Паллашӑр, тархасшӑн! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Костя кӗнекесенче вуласа пӗлнӗ суднӑсем ҫинче вӑл яланах пулать.

А он всегда бывает на судах, о которых Костя читал.

«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Грек чӗлхине вӑл Аттикӑра пек чаплӑ пӗлеймен пулин те, Александрири пек аван калаҫма пӗлнӗ.

На греческом языке он говорил, если не с аттической, то во всяком случае с александрийской изысканностью.

V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Вӑл, ҫӗр ҫине хӑрушлӑх кӳрекен аслатиллӗ пӗлӗтрен те, ҫӗр чӗтренинчен те, турӑсен вӑйӗнчен те, вӗсен шухӑшласа кӑларнӑ ҫиҫӗмӗсенчен те хӑрамасӑр, ҫутҫанталӑкӑн вӑрттӑнлӑхне пӗлнӗ, япаласем мӗн пирки те мӗнле пуҫланса кайнине тавҫӑрса илнӗ.

Он не страшился ни грома небесного, ни землетрясений, наводящих на людей ужас, ни могущества богов, он, полный нечеловеческой отваги, осмелился проникнуть в самые сокровенные тайны природы и в ней открыл происхождение и природу вещей.

II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Хамӑн танка эпӗ хама пӗлнӗ пекех пӗлетӗп.

Я знаю его, как самого себя.

Ҫул // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

— Эпӗ кун пек пулса тӑрасса пӗлнӗ, — терӗ амӑшӗ куҫҫуль витӗр.

— Вот дожила! — проговорила она сквозь слезы.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Вӑл пӗлнӗ хай лайӑх ӗҫленине.

Он знал это.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Вӗсем вӑл мӗншӗн апла самӑрӑлнине пӗлнӗ иккен.

Они знали, в чем дело.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

— Анчах вӑл пӗлет, ҫурҫӗрти ӳсентӑрансӑр пушхирте тинӗс те, якӑр ярса тӑракан карап та пулма пултарайман, вӑл ӑна, темиҫе кун маларах хӑйӗн авӑрламан пӑшалӗнче патрун ҫуккине пӗлнӗ пекех, аван пӗлсе тӑрать.

А впрочем, нет ничего странного. Он знал, что в сердце этой бесплодной земли нет ни моря, ни кораблей, так же как нет патронов в его незаряженном ружье.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Хайхи шыв ҫулӗ пуррине малтанах пӗлнӗ пулсан вӑл, ӑна чулпа питӗрсе хунӑ пулӗччӗ, пуллине те тытнӑ пулӗччӗ.

Если б он заметил эту щель раньше, он с самого начала заложил бы ее камнем, и рыба досталась бы ему.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Ҫакӑн пек инҫетри ҫурҫӗрте шапасем те, ӑмансем те пулас ҫуккине пӗлнӗ хушӑрах, вӑл кашни лачакарах тӑпрана чавала-чавала шапасемпе ӑмансем шырать.

Он искал лягушек в озерах, копал руками землю в надежде найти червей, хотя знал, что так далеко на Севере не бывает ни червей, ни лягушек.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Вӑл тӑватӑ сехет кӑтартать, халь июлӗн юлашки кунӗ е августӑн пӗрремӗшӗ пулнӑ пирки, — икӗ эрне каярах вӑл кунсен шутне ҫухатнӑ, ҫавӑнпа та вӑл халӗ мӗнле кун иккенне тӗплӗнех каласа параймасть — вӑл ҫак вӑхӑтра хӗвел яланах ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫӗнче пулнине пӗлнӗ.

Было уже четыре; последние недели две он сбился со счета; так как стоял конец июля и начало августа, то он знал, что солнце должно находиться на северо-западе.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Вӗсем Аслӑ Ӑслӑх-тӑнлӑха пӗлнӗ, анчах унпа усаллӑхшӑн усӑ курнӑ, мӗншӗн тесен усал пулнӑ.

Они знали Высшую Мудрость, но употребляли её во зло, потому что были злы.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫак йӑхсем ҫурт-хуралтӑ тума пӗлнӗ, вӑрӑм ҫӑмлӑ хаши ӗрчетнӗ, эрешмен ҫиенсемпе вӑрҫӑ вӑрҫнӑ, юнлӑ ҫӑлтӑра Талцетла пуҫ ҫапнӑ.

Эти племена умели строить жилища, разводили длинношёрстых хаши, воевали с пожирателями пауков и поклонялись кровавой звезде Талцетл.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Пурнӑҫӑмра ҫакӑ пулса иртессе эпӗ пӗлнӗ, — терӗ вӑл темӗн пирки шухӑшланӑн.

— Я знала, что в моей жизни произойдёт это, — проговорила она, словно в раздумьи.

Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех