Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ахаль сăмах пирĕн базăра пур.
ахаль (тĕпĕ: ахаль) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лина тимӗрҫӗ патӗнче чухне Эмиль ахаль ларнӑ тесе ан шухӑшла.

Но не думай, что Эмиль сидел сложа руки, пока Лина была у кузнеца.

Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл ахаль те тӗрлӗ чирсемпе эпидемисем ҫинчен каласа пама юратать.

Она обожала говорить о болезнях и эпидемиях.

Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Вӗсем ахаль те мӑнтӑр, — лӑпкӑн хуравларӗ Эмиль.

— Они и так толстые, — спокойно ответил Эмиль.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Крюсе-майя ӗнентернӗ тӑрӑх ҫав чӗрчунсем калаҫма та пӗлеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем ахаль кашкӑрсем мар.

И, как уверяла Крёсе-Майя, умели говорить, потому что это были не простые волки, а оборотни.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ахаль те халӗ его величество ӑна пур енӗпе те шансах каймасть.

А его величество и без того относится к нему с недоверием.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӗсем ытти ахаль ҫынсене те сахал сехӗрлентерекен сӑлтавсем пиркиех ялан хӑраса пурӑнаҫҫӗ.

Интереснее всего то, что они тревожатся из-за таких вещей, которые очень мало волнуют остальных смертных.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӗсене эпӗ ют ҫӗршыв ҫынни пулни те, ман ҫири тумтир те, тарӑнӑн шухӑшлама пит юратсах кайман ахаль халӑх савӑнса кӑшкӑрса яни те пӗрре те тӗлӗнтермерӗҫ пулас.

На них, повидимому, не произвели никакого впечатления ни моя наружность, ни мой костюм, ни изумленные восклицания простого народа, который далеко не так склонен к глубокомыслию.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах эпӗ хам та вӗсем умӗнче парӑмра юлмарӑм: ҫак таранччен эпӗ нихҫан та ҫакнашкал тӗлӗнмелле пӳ-силлӗ, ҫи-пуҫлӑ тата сӑн-питлӗ ҫынсене ахаль ҫынсем хушшинче курманччӗ.

Но и сам я не остался в долгу у них: никогда еще мне не приходилось видеть смертных, которые вызывали бы такое удивление своей фигурой, одеждой и выражением лиц.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Петрель-фру хулари паллӑ дамӑсенчен пӗри, ҫавӑнпа та вӑл Катхультри ахаль ҫынсемпе хутшӑнма пуҫлани ачашӑн ӑнланмаллах та мар.

Фру Петрель была одной из самых важных дам в городе, и было не совсем ясно, как она снизошла до скромных жителей хутора Катхульта.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫӗр вӑл ахаль цифра мар.

А это уже кое-что!

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Куна хирӗҫ капитан каларӗ; пӗр матрос виҫӗ ӑмӑрткайӑк ҫурҫӗр еннелле вӗҫсе кайнине курнӑ, анчах вӗсем ахаль ӑмӑрткайӑксенчен пысӑках туйӑнман: ку вӗсем пит ҫӳлтен вӗҫсе кайнӑран пулмалла.

На это он ответил, что один из матросов видел трех орлов, летевших на север, но они показались ему не крупнее обычных; это, вероятно, объясняется большой высотой, на которой они летели.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах хӗрарӑмсемпе ахаль халӑх хушшинче ҫак, этем ӑрӑвӗн ҫитменлӗхӗсем ҫинчен калакан кӗнекене пит хисеплесе вулаҫҫӗ.

Однако среди женщин и простого народа эта книга, повествующая о несовершенстве человеческого рода, пользуется большим уважением.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ ӑна каланӑ цифрӑсем тӗрӗс пулсан, короле ҫакӑ тӗлӗнтернӗ; государство епле, ахаль ҫын пек, ҫав тери ытлашши тӑкаклама пултарать?

Но раз мои цифры были правильны, то король недоумевал, каким образом государство может допускать такие перерасходы, словно оно частный человек.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Адвокатсем законсем тӗлӗшпе тӗплӗ вӗренмелле-и е вӗсене вырӑнти йӑласемпе халӑх йӑлисене ахаль пӗлнипех ҫитет?

Обязаны ли адвокаты иметь специальное юридическое образование или же с них довольно простого знакомства с местными, провинциальными и национальными обычаями?

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӗсем хушшинче ӗлӗк ахаль священник пулнӑ чухне чаплӑ ҫынсен уссишӗн тӑрӑшни никам та пулман-и?

Неужели среди них нет ни одного, кто бы, в бытность простым священником, не угождал суетным интересам знатных мирян?

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Карап ҫинче хӑрушӑ самантсенче сӑмсана каҫӑртса тӑма ҫук, мана, врача, ахаль матрос пек ӗҫлеме те чылай тивнӗ, терем.

В опасные минуты на корабле не приходится чваниться, и мне — врачу по профессии — не раз приходилось исполнять обязанности простого матроса.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӗсен урисене эпӗ ахаль куҫпах, эпир Европӑри ҫынсен пыйтисен урисене микроскоппа пӑхнӑ чухнехинчен лайӑхрах куртӑм.

Простым глазом я различал лапы этих паразитов гораздо лучше, чем мы видим в микроскоп лапки европейской вши.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӗсем хӑш чух ман апат ҫине ларатчӗҫ те чӑкӑрт тутарса вараласа хӑваратчӗҫ е ахаль куҫпах курӑнакан ҫӑмартасем туса хуратчӗҫ.

Они садились иногда на мое кушанье, оставляя на нем свои омерзительные испражнения или яйца, которые я легко различал простым глазом.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Кунсӑр пуҫне тата эпӗ патшасен ҫуртӗнче калама тӗлсӗр тесе шутланакан ахаль халӑх чӗлхинчи сӑмахсене каларӑм, — вӗсене эпӗ фермер ҫемйинче час-часах илтнӗччӗ.

Кроме того, я употребил несколько неуместных при дворе простонародных выражений, которые часто слышал в семье фермера.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Унтан тата вӑл эпӗ пит йӑвашшине, хамӑн ырӑ ята хакла хунине пӗлетчӗ, ҫавӑнпа хама укҫашӑн ахаль халӑха йӑпатма кӑтартнине эпӗ чи пысӑк мӑшкӑл вырӑнне хурасран хӑратчӗ.

С другой стороны, она знала мою природную скромность и чувствительность в делах чести и опасалась, что я сочту за тяжкое оскорбление, если меня станут показывать за деньги на потеху толпы.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех