Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Уйӑх сăмах пирĕн базăра пур.
Уйӑх (тĕпĕ: уйӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗр-ҫӗнӗ полк килсе ҫитни фронта ку тӗлте ҫирӗплетме кӑштах пулӑшрӗ-ши, пулӑшаймарӗ-ши те, Хӗрлӗ Ҫар чаҫӗсем ҫакӑн хыҫҫӑн уйӑх ытла чиперех тытӑнса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тухтӑрсен комиссийӗ ӑна тата уйӑх килте пурӑнма, сывлӑха ҫирӗплетме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӑвансемпе курнӑҫма ирӗк параҫҫӗ тенӗрен, Антуна тӗрмене хупнӑранпа пилӗк уйӑх ытларах иртсен, чӑнах та, ун патне Етӗрпери аппӑшӗ Пӑлаки пырса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун тӗрмере пӗр виҫӗ уйӑх чиперех пурӑнчӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепрер уйӑх иртрӗ-и — Ҫемен яла таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах пӗлтӗрхи сентябрьпе кӑҫалхи июнь — сакӑр уйӑх — хушшинче вӑл ӑҫта, мӗн туса пурӑннӑ?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсем иртӗхнине кӑтартакан хыпарсене икӗ уйӑх ытла илсе тӑратпӑр ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Авӑ, ҫурла пек курӑнакан уйӑх пур тӗпсӗр тӳпере, пин-пин йӑл-йӑл ҫӑлтӑр…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Саланкӑрлӑх — туйӑмсен пӗлӗтле хусканӑвӗ — Грэй сӑн-питӗнче уйӑх ҫапнипе аптӑракан ҫыннӑн сисӗмсӗр куллипе палӑрать.

Рассеянность — облачное движение чувств — отражалась в его лице бесчувственной улыбкой лунатика.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Тин ҫуратнӑ амӑшӗн хуҫалӑхри ӗҫ-пуҫ пӗр виҫӗ уйӑх каялла ҫав тери япӑхланса ҫитнӗ.

Месяца три назад хозяйственные дела молодой матери были совсем плохи.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

— Кур хӑвӑн хӗр ачуна, Лонгрен, — терӗ вӑл, — эпӗ ӑна виҫӗ уйӑх пӑхрӑм.

— Три месяца я ходила за нею, Лонгрен, — сказала она, — посмотри на свою дочь.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Пӗр уйӑх каялла ку кӑтарту 4799 ҫынпа танлашнӑ.

Месяц назад этот показатель равнялся 4799.

Вакансисен шучӗ ӗҫсӗррисенчен 3,7 хут нумайрах // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31277.html

Ingenuity-не технологи мӗнле ӗҫленине тӗрӗслесе пӑхма кӑна хатӗрленӗ, малтанхи планпа килӗшӳллӗн вӑл уйӑх хушшинче пилӗк хутран ытла мар вӗҫмелле пулнӑ.

Ingenuity был разработан как демонстрация технологии, с первоначальным планом не более пяти полетов в течение месяца.

Ingenuity Марс ҫинче ҫулталӑк патнелле вӗҫсе ҫӳрет // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31273.html

Кӑсӑклӑ факт: христиан тӗнӗ киличчен тиграисен Уту ятлӑ Хӗвел турри, Алмака ятлӑ Уйӑх турри пулнӑ.

Интересный факт: до христианской веры у тиграи был бог Солнца Уту, бог Луны по имени Алмака.

Эритрея // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5953-%D0%AD% ... D1%8F.html

Грей чи малтанах объекта SpaceX ракети пулӗ тесе шутланӑччӗ, анчах та каярахпа, вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапӑнакан ракета Китай космос агенстви Уйӑх тӗпчевӗн программи тӑрӑх 2014 ҫулта вӗҫтерсе янӑскер пулма пултарать.

Грей изначально идентифицировал объект как ракету SpaceX, однако затем сообщил, что это может быть ракета-носитель, запущенная в 2014 году в рамках программы исследования Луны китайского космического агентства.

Уйӑх ҫине ракета ӳкнӗрен унта ҫӗнӗ кратер йӗркеленнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31211.html

Орбита шутлавӗсем тӑрӑх, эрнекун Уйӑх ҫине, Ҫӗр спутникӗн ҫийӗ ҫинче ҫӗнӗ кратер туса, паллӑ мар ракета ӳкнӗ.

Согласно орбитальным расчетам, в пятницу в Луну врезалась неизвестная ракета, создав новый кратер на поверхности спутника Земли.

Уйӑх ҫине ракета ӳкнӗрен унта ҫӗнӗ кратер йӗркеленнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31211.html

80 ҫула ҫитиччен икӗ уйӑх ҫеҫ пурӑнса ҫитеймерӗ.

До 80 лет он не дожил всего два месяца.

Мадуров Фёдор Иванович ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31082.html

Санькассинче кӑҫал сакӑр уйӑх ҫурӑра пӗр ача — Лариса Макарова — ҫуралнӑ, пилӗк ҫын вилнӗ.

В Санькасах в этом году за восемь с половиной месяцев родился один ребенок — Лариса Макарова, пять человек умерло.

Илемлӗрех те пуянрах пултӑрччӗ // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Хуҫалӑхри бухгалтери ӗҫне уйӑх ытла йӗркелештерсе ярайман.

Бухгалтерскую работу в хозяйстве не могли наладить более месяца.

Илемлӗрех те пуянрах пултӑрччӗ // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Емельян Иванов, 1996 ҫулта, 100 ҫула ҫитесси виҫӗ уйӑх юлсан, вилнӗ.

Емельян Иванов умер в 1996 году, когда до 100-летия осталось всего три месяца.

Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех