Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӑрӑшса (тĕпĕ: тӑрӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ытлашши тӑрӑшса аппаланнине пула эпир хӑй патне ҫитсе тӑнине те сисеймен.

Он так был занят этим делом, что не заметил, как мы подошли к нему почти вплотную.

Тигр хыҫҫӑн // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 92–104 с.

Ӑмӑрткайӑк ӳкернӗ япалана тем пекех тӑрӑшса шырарӑм, анчах тупаймарӑм — ҫухалчӗ.

Тщетно я искал оброненную орланом добычу — она исчезла.

Ӑмӑрткайӑксен сывлӑшри ҫӑпӑҫӑвӗ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 41–44 с.

Общество телейӗшӗн тӑрӑшса, юратса тӑвакан ӗҫ ҫук пулсан, ҫын ансӑр тавракурӑмлӑ пулать, хӑйшӗн ҫеҫ пурӑнакан ҫын пулса ҫитӗнет.

успешно сочетающим любовь к дому со своим основным делом, без которого человек превращается в обывателя.

11. Килте хӑвна мӗнле тытасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫак кӗске ҫырӑва чунтан кулянса ҫынна лӑплантарма тӑрӑшса ҫырмалла.

Соболезнование должно быть кратким и в то же время сердечным и утешительным.

10. Ҫырусем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Хӑнасене кӗтсе илме тата вӗсене хӑналама ҫав тери тӑрӑшса хатӗрленеҫҫӗ пулсан, яланхи апат-ҫимӗҫ пирки ҫакна калама ҫук.

Если сервировке стола для гостей уделяют большое внимание, то будничный нередко оказывается без внимания.

Апат лартнӑ сӗтел // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Урайне шӑлса кайнӑ, сӗтел ҫи тирпейленӗ, пӳлӗме лайӑх уҫӑлтарнӑ — Михайла тӑрӑшса ӗҫленӗ курӑнать.

Здесь все в порядке: пол подметен, на столе прибрано, комната хорошо проветрена, — видно, что Михайла потрудился на славу.

XI. Йывӑҫҫипе улми // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫырасса Тухтар, чӑн ӗнтӗ, щӑрҫа пек тикӗс йӗр илтерсе ҫыраймасть-ха, уншӑн халлӗхе тӗрӗсрех ҫырма пӗлни те темӗне тӑрать терӗҫ ӑна тӑрӑшса «вӗрентекенсем», вуласса вара ӑсталансах ҫитрӗ — пӗр такӑнмасӑр шӑрантарса кӑна пырать, пичетлӗ хут мӗн-мӗн пӗлтернине ӑса илсе вулать.

Правда, писать Тухтар красиво и быстро еще не научился, зато писал грамотно, а вот читал он довольно бегло, без запинки, и пересказывал почти слово в слово прочитанное.

X. Янташ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вӑл ҫавӑнтах паҫӑр тӑрӑшса тасатнӑ куркине ярса тытрӗ, ӑна, вӑйӗ ҫитнӗ таран, ҫырманалла вӑркӑнтарчӗ.

И он, схватив жестянку, которую час или два тому назад так тщательно отмывал на берегу, размахнулся и что есть силы зашвырнул в сторону реки.

VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ку, авӑ, епле тӑрӑшса утать-ха, — лекӗртетрӗ Тимрук.

Ишь, как старается вышагивает! — продолжал ерничать Тимрук.

VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вӑл, ларнӑ ҫӗртен тӑрса, кӑмкан патне пычӗ, аллине тӑрӑшса ҫурӗ, шур алшӑллипех шӑлчӗ.

Он встал, подошел к рукомойнику и, тщательно вымыв руки, вытер их белоснежным полотенцем, вернулся на место.

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вӗсем мӗнле тӑрӑшса та васкаса ӗҫленине Шерккей ытараймасӑр пӑхса тӑчӗ.

Шерккей невольно залюбовался четкой и ловкой работой мясников-татар.

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ӗҫчен кӳрши чун хавалӗпе тӑрӑшса ӗҫлесе пурнӑҫне ӑнтарса яма хӑват ҫитернӗшӗн кӗвӗҫсе, Хулай Пӑрӑмсанӗ тем тума хатӗр.

Завидуя трудолюбивым соседям, Хулай Парамзан готов разорвать их на куски.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пӗтрӗ, эх, пӗтрӗ-ҫке пӗр ҫаврӑм тӑрӑшса, ӗмӗтленсе, пӑшӑрханса пуҫтарнӑ панк.

Все, конец, прощай так старательно собранный им банк!..

II. Ял мыскарисем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Килне таврӑнсан вара, пурнӑҫ майне ыттисем пек кӗресшӗн тӑрӑшса, пӗрре авланса пӑхнӑ — арӑмӗ вӑхӑтсӑр вилнӗ, тепре авланса янӑ — каллех ӑнман, упӑшкам куштанрах иккен тесе, иккӗмӗш арамӗ ун патӗнчен иккӗмӗш кунхинех тухса тарнӑ.

Вернувшись, женился, но жена вскоре умерла; он попробовал обзавестись семьей вторично, и снова неудача: жена обвинила его в высокомерии и ушла на второй же день.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Ҫапла вара мӗнпур вӑйпа тӑрӑшса ӗҫлемелле!

— Так что стараться со всем вниманием!

3 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Ӳт-пӳри кӑлтӑксемпе ҫыхӑнман (хӑшпӗр чухне ун пеккисене те) пур калаҫу ҫитменлӗхӗсене те тӑрӑшса хӑнӑхтарусем тусан, тӳрлетме пулать.

Все дефекты речи, которые не зависят от органических недостатков (а иногда даже и такие), можно исправить, прилежно упражняясь.

3. Калаҫу культури // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ӗлӗкхи магнатсен чаплӑ пулӑмсем валли йышӑннӑ йӗркисем, мещенсен пуянсем пек курӑнма тӑрӑшса юри тунӑ хӑтланкаларӑшӗсем, ӗлӗкхи ӗмӗрсен туртса ҫыхнӑ кӗлетки пекех, пирӗншӗн халӗ кулӑшла, ют.

Церемониальный этикет магнатов в прошлом и формальная вежливость мещанства, изображающего «высшее общество», нам чужды и смешны, как и затянутая в корсет фигура прошлых веков.

Ҫын хӑйне халӗ тата ӗлӗк мӗнле тытни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Коммунизм тӑвакансен мораль кодексӗ ҫакӑн пек принципсене пӗрлештерсе тӑрать: коммунизм тӑвас ӗҫе чӗререн парӑнни; хамӑрӑн социализмла Тӑван ҫӗршыва, ытти социализмлӑ ҫӗршывсене юратни; общество пурлӑхне ӳстерессишӗн тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшса ӗҫлени; кам ӗҫлемест, ҫав ҫимест; обществӑлла гражданла тивӗҫе туйни; обществӑлла йӗркене пӑсакансене питлени; пӗр-пӗрне коллективла тата юлташла пулӑшни: пӗри пуриншӗн, пурте пӗриншӗн; ҫынна ҫын юратни тата ҫынсем пӗр-пӗрне хисеплени: ҫыншӑн-ҫын — тус, тӑван, юлташ; тӳрӗ кӑмӑллӑхпа тӗрӗслӗх, кӑмӑл-туйӑм тасалӑхӗ; обществӑра, хӑв пурнӑҫунта чипер те сӑпайлӑ пулни: ҫемьере пӗр-пӗрне хисеплени, ачасене пӑхса ӳстерессишӗн тӑрӑшни, тӗрӗсмарлӑха, харампырлӑха, ултавлӑха, карьеризма питлени; пирӗн ҫӗршыври халӑхсен туслӑхӗ; нацисем, расӑсем ҫине уйӑрса пӑхнине чӑтма пултарайманни; коммунизм, мир, ирӗклӗх тӑшманӗсене курайманни; тӗнчери тата ытти ҫӗршыври ӗҫҫынисемпе пӗр шухӑшлӑ пулни.

Моральный кодекс строителя коммунизма объединяет такие нравственные принципы как: преданность делу коммунизма, любовь к социалистической Родине, к странам социализма; добросовестный труд на благо общества: кто не работает, тот не ест; заботы каждого о сохранении и умножении общественного достояния; высокое сознание общественного долга, нетерпимость к нарушениям общественных интересов; коллективизм и товарищеская взаимопомощь: один за всех, все за одного; гуманные отношения и взаимное уважение между людьми: человек человеку — друг, товарищ и брат; честность и правдивость, нравственная чистота, простота и скромность в общественной и личной жизни; взаимное уважение в семье, заботы о воспитании детей; непримиримость к несправедливости, тунеядству, нечестности и карьеризму; дружба и братство всех народов СССР, нетерпимость к национальной и расовой неприязни; непримиримость к врагам коммунизма, дела мира и свободы народов; братская солидарность с трудящимися всех стран, со всеми народами.

1. Йӗрке-тирпей культури тата уйрӑм ҫын // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Вӗсем ман хуйӑха ҫӑмӑллатма тӑрӑшса Зойӑна йӑмӑк тесе чӗнеҫҫӗ, уншӑн тавӑрма тупа тӑваҫҫӗ.

Они старались поддержать меня в моем горе, называли Зою сестрой и обещали мстить за нее.

Ҫӗршывӑн пур кӗтессисенчен те // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Ачасем вара вӑл хушнӑ ӗҫе яланах тӑрӑшса та тӗлӗнсе тунӑ.

И ребята с восторгом, с увлечением выполняли его указания.

Бал // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех