Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫлени (тĕпĕ: ӗҫле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Санран, тен, ӑста артистах тухӗ, ку вӑл, акӑ, часах уҫҫӑн курӑнӗ-ха, анчах искусствӑра чи кирли вӑл, ҫамрӑк ҫыннӑм, — чуна парса ӗҫлени.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Ҫакӑ вӑл пирӗн писательсемпе поэтсем ҫултан ҫул тухӑҫлӑрах, тӑрӑшарах ӗҫлени ҫинчен калать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Хӑйсем тӗллӗн вылякансен пысӑк йышне профессилле искусствӑпа ҫыхӑнтарса ӗҫленине кӑтартакан нумай тӗслӗхсенчен пӗри вӑл — чӑвашсен опера коллективӗ ҫурални тата тӑватӑ ҫул хушши творчествӑлла ӗҫлени.

Куҫарса пулӑш

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Унӑн паспорчӗ тӑрӑх вӑл пӗртте Канашра мар, Шупашкартах пурӑнни, пӗр заводра ӗҫлени паллӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Кукшанова хайхи ентешӗ ячӗшӗн тенӗ пек ӗҫлени те тарӑхтарнӑччӗ паллах.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Унта ӗҫлени усӑллӑрах вӗт.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ҫине тӑни, тӑрӑшса ӗҫлени пуринчен те ирттерӗҫ.

Упорство и труд все перетрут на этой неделе.

16-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӗсем шкулсенче чӑвашлӑха аталантарас енпе мӗнле ӗҫлени ҫинчен каласа пачӗҫ, ачасене тӑван халӑха юрӑхлӑ ӳстерес тесе малалла мӗнле ӗҫлемеллине сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr

Мӗншӗн тесен тӑрӑшса ӗҫлени ҫимӗҫне памасть.

Так как приложенные усилия не принесут плодов.

14-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хурӑнташӗсем патӗнче пурӑннӑ чухне йывӑр ӗҫ ӗҫлени ӳт-пӳне, алли-урине вӑй-хал пачӗ, пиҫӗхтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тар тӑкса ӗҫлени

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кадетсемпе калаҫнӑ май, республика Пуҫлӑхӗ патриотизм пирки тарӑн ӑнлантарса панӑ, хамӑрӑн ҫӗршывӑмӑршӑн тӑрӑшса ӗҫлени кулленхи пурнӑҫра ялан вӑй-хӑват хушнине те пӗлтернӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir

Светлана Федоровна ачасемпе ӗҫлени савӑнӑҫ кӳнине кӑна мар, пысӑк яваплӑ ӗҫ пулнине те пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме тӑрӑшать // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11802 ... e-t-r-shat

Чи малтанах инвестици пирки сӑмах пуҫарас пулсан, муниципалитетпа, ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем, ытларах та ытларах инвестици илӗртӳлӗхне ӳстерессипе ҫине тӑрса ӗҫлени», – тесе каланӑ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Тӑвай муниципаллӑ округне аталантармалли тӗллевсене палӑртнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/14/chva ... icipalitet

2022 ҫулта наци проекчӗсемпе хастар ӗҫлени куҫкӗретех.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре наци проекчӗсене пурнӑҫлама укҫа-тенкӗ калӑпӑшне тата ҫур миллиард тенкӗлӗх ӳстернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/15/chav ... -ukca-tenk

Экстремаллӑ вырӑнсенче ӗҫлекен ҫынсем валли ҫак мел уйрӑмах лайӑх ӗҫлени паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Интуици ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1294

Автономи 2022 ҫулта еплерех ӗҫлени пирки тата 2023 ҫулхи плансем ҫинчен автономин улшӑнми президенчӗ Геннадий Храмов доклад тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Мартӑн 11-мӗшӗнче Красноярск крайӗнчи чӑвашсен Конференцийӗ иртнӗ // Сувар. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... encii-irtn

Ӑна ҫак кӗске ҫӳҫлӗ харсӑр хӗрача та вӑтантарчӗ, урапа ҫинче ларакан мастер ашшӗ тимлесех ӗҫлени те тӗлӗнтерчӗ, пӳлӗмри хӑтлӑх та чунах пырса тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑл мӗнле ӗҫлени паянхи кунччен упранман, ҫапах та пирӗн вӑхӑтчен ҫак хатӗрпе пичетленӗ текстсем сыхланса юлнӑ.

Подробности о его изобретении сегодня неизвестны, однако до нашего времени сохранились тексты, напечатанные на этом устройстве.

Пичет машинкисене туса кӑларма пуҫланӑранпа 150 ҫул ҫитнӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6254.html

Апла пулин те вӑл вӗрентӳ, медицина, культура сферисем, ял хуҫалӑх отраслӗ епле ӗҫлени, демографи лару-тӑрӑвӗ ҫинче тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннин ыйту нумай // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%8f%d0%b ... 0%d0%b9-2/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех