Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнлантарчӗ (тĕпĕ: ӑнлантар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ Пӑвара та, Хусанта та тавара кӗтмелле памаҫҫӗ, — ӑнлантарчӗ лавккаҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Гоголь кӗнекинчи пекех, — ӑнлантарчӗ лавккаҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗрерӗн килӗр те, заявленисем ҫырса, алӑ пусса парӑр, — ӑнлантарчӗ Казаков.

Куҫарса пулӑш

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Краҫҫынпа мар, электричество токӗпе ҫутатать, — ӑнлантарчӗ йӗкӗт.

Куҫарса пулӑш

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Улӑхри кӳлӗсене темӗн чухлӗ пулӑ пӳлӗнсе юлнӑ, — ӑнлантарчӗ кукша.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Хул айӗнчен, шӑп ӳпке тӗлӗнчен лектернӗ ӑна, — ӑнлантарчӗ юлташӗсене Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Чӑн-чӑн вӑрҫӑ пуҫлатпӑр, — ӑнлантарчӗ турхан.

Куҫарса пулӑш

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хамӑрӑнне те, ҫын панине те астивсе пӑхар пӑртак, — ӑнлантарчӗ ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чакса тухма, чӑтлӑха кӗрсе кайма май килчӗ, — ӑнлантарчӗ мӑрса.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вӑл хута Тукайпа Акпарс илнӗ тетчӗҫ, — хӑех ӑнлантарчӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тин ҫеҫ, эпир ҫакӑнта пуҫтарӑниччен кӑна, Ахтупайпа Ятламас турхан патне килне кайрӗҫ, — ӑнлантарчӗ Иштерек.

Куҫарса пулӑш

7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мӑрса ҫӗрне мӑнастир валли касса илеҫҫӗ тесе хӑратнӑ тет, — ӑнлантарчӗ Аттеней, ӑна-кӑна юлташӗсенчен ытларах пӗлекенскер.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Памасан май килмест, — хӑй пӗлнӗ пек ӑнлантарчӗ сармӑс мӑрси.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тыткӑнран хӑтӑлнисене воевода ҫыннисем ҫав чиркӳ картишӗнче йышӑнаҫҫӗ, — ӑнлантарчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тиек ун ҫине суймасть-и ку тенӗ пек чӑрр пӑхса илчӗ, пуҫне сулкаларӗ те Эрнепие сӗтел ҫинчи купаран пӗр ҫаврашка, сӗтел сунтӑхӗнчен ҫеҫтенкӗ евӗрлӗ тепӗр ҫаврашка илсе тыттарчӗ, вӗсемпе ӑҫта каймаллине ӑнлантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӑрсасене илме пынӑ ҫӗрпӳ хӑех ӑнлантарчӗ:

Куҫарса пулӑш

3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслӑ князь Хусан патне ҫакӑнтан иртет, — ӑнлантарчӗ Микулинский.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хулапа таврӑннӑран савӑннӑ вӗсем, хӑйсен хушшинче калаҫаҫҫӗ, — ӑнлантарчӗ Шамсей князь.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫак янккамас этем пирӗн Багадура Арскран хӑвӑласа ярасшӑн, — кшиляра куҫпа ҫисе ярас пек пӑхса ӑнлантарчӗ улан.

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кучак хӑйне кура маттур улан вӑл, — ӑнлантарчӗ Костров князь, — вӑл тӑрӑшман пулсан пирӗн ханлӑх ку таранччен аркансах каймалла.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех