Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыхӑннӑ (тĕпĕ: ҫыхӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӑха ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшассипе, ҫӗнӗ вӗренӳ заведенийӗсем тӑвассипе, ҫулсене юсассипе, пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫӗ-хӗлӗпе, медицинӑпа, экологипе ҫыхӑннӑ ыйтусем ытларах килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев тӳрӗ лини ирттернӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%be%d0%b ... %bd%d3%97/

Мӗн пирки унпа ҫыхӑннӑ?

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Арман тени ӗмӗртен ҫӑкӑрпа ҫыхӑннӑ ҫав.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Илюшӑн амӑшӗ чиркӳпе ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫапла ҫав, ку тӗнчере пурте пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗншӗн тесен вӑл суту-илӳ ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ кунашкал пысӑк хуҫалӑха тыткалама унӑн нимле ӑсталӑх та ҫук.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Укҫапа ҫыхӑннӑ операцисене каярах куҫарӑр.

Отложите на потом финансовые операции.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Куҫман пурлӑхпа ҫыхӑннӑ ыйтусене татса пама, пысӑк япала туянма лайӑх вӑхӑт. пултарулӑх профессийӗн ҫыннисене ӑнӑҫу кӗтет.

Благоприятное время для операций с недвижимостью и крупных покупок. Звёзды благосклонны к представителям творческих профессий.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Калаҫмалли вара нумайччӗ: чӑвашлӑха упрасси те, экономика ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ пулӑшу пирки те.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Ҫӗнӗ кас манӑн ачалӑхпа ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

…Атте пирӗнтен вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ хыҫҫӑн кашни самантрах тенӗ пек, хам сисмесӗрех, пурнӑҫӑмри пулӑмсемпе малашнехи утӑма, вӑл каланӑ сӑмахсем тата унпа ҫыхӑннӑ ӗҫсем витӗр, атте майлӑ хакласа куҫ умне тӑтӑшах кӑларса тӑрататӑп.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӑвассипе ҫыхӑннӑ ӑнӑҫусемшӗн строительство организацийӗсене кӑна тав туни вырӑнсӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫулталӑка ӳсӗмлӗ вӗҫлетпӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/cultalaka-usemle-vecletper

Унӑн ӗҫӗнче хӑйне евӗрлӗх те пур: малтан ачасене пулӑшассипе ҫыхӑннӑ пайӑр тӗллеве палӑртаҫҫӗ, унтан ҫав тӗллеве пурнӑҫлама укҫа пухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсем — тӗп спонсорсем // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/cynsem-tep-sponsorsem

Надежда Никитична ял хуҫалӑх темипе ҫыхӑннӑ сӑввисене ачасене чӑвашларан вырӑсла куҫарса та вуласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял хӑвачӗ — туслӑхпа ӗҫченлӗхре // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/15/%d1%8f%d0% ... %80%d0%b5/

Вӑхӑт таппипе ҫыхӑннӑ курӑнакан агитаци те хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Виталие тӑван хуҫалӑхпа ҫыхӑннӑ ыйту куллен кӑсӑклантарать.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хӗвел системинчи планетӑсен «тытӑмӗ-пурнӑҫӗ» те хӑйсене ӑшӑтса-ҫутатса тӑраканпа — хӗвелпе ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

«Ку, паллах, мана паян Архипов хӗрхеннипе ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тепӗр кунхине Ирина Алексеевна хӑйне кӑштах ҫывӑхрах пек туйӑнакан Артюхин техникпа хӑрушсӑрлӑх техникипе ҫыхӑннӑ плакатсем ӗҫ вырӑнӗсенче сахал тата пуррисем те алӑран кайтӑр — атмана тенӗ пек хатӗрленисем ҫеҫ пулни пирки калаҫу пуҫарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пӗрремӗш канмалли кун Ирина хуҫалӑхри ӗҫ-пуҫа питех кӳлӗнмерӗ: кӑнтӑрлаччен пӳрт ҫумӗнчи пахчара йӑрансене кӑшт-кашт ҫум курӑкӗнчен тасатса типтерлерӗ те ҫуллахи душра ҫӑвӑнса илнӗ хыҫҫӑн хӑй должноҫӗпе ҫыхӑннӑ кӗнеке-справочнике алла тытрӗ, ӑна чылайччен тишкерсе тӗпчесе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех