Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сулланкаласа — Ланфиер сӑмах ҫыххи хыҫҫӑн сӑмах ҫыххи кӑларать, тӗтреллӗ те васкавсӑр сассипе сӑмахсем, курӑнми чарӑну паллисемпе тӗрӗс уйӑрнӑскерсем, сывлӑшра ирӗлеҫҫӗ, — ӑста чӗлӗмҫӗ табак пӗлӗтне ҫапла маттуррӑн ункӑласа тӗтрелентерет.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Гент тӗркемне уҫрӗ те сарса хучӗ, кӗрен пӑнчӑ-пӑнчӑллӑ кӑвак пумаҫи пусма пилӗк аршӑн татса ҫурчӗ, ҫакӑн ҫумне икӗ латунь куҫ кӗскипе симӗс шӑрҫа ҫыххи тата ҫур кӗленче ром хушрӗ, ҫаксене пурне те Н' Комбене тӑсса пачӗ.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Пальмӑна Гент «веер фонтанӗ» ят парать, сунчӑкла йывӑҫ — «вӗҫекен тӑрӑ», хура йывӑҫ — «симӗс кӗпеллӗ негр», кактус — «пуш-хир сысни» (кукӑр хӗҫсен ҫыххи) тата ыт. те.
VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Килне ҫитсен вӑл ҫул кӑтартуҫӑ негр ҫухалнине пӗлчӗ; хайхискерӗн сунар эрттелне слон кӗтӗвӗ пухӑна-кан тӗле илсе ҫитермеллеччӗ, ӑна ҫакӑншӑн малтанлӑха шӑрҫа ҫыххи тата пӗр кӗленче шур эрех панӑччӗ; вӑл, ахӑртнех, хӑрушӑ сунарӑн кӑмӑллах мар пулӑмӗсемпе теветкеллӗхе мар, хӑйне мӗн лекнине суйласа илнӗ.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Павильонӑн кӑнтӑр кӗтесӗпе танлашсан пачах ӑнсӑртран унталла пӑхрӑм та — тӗмсен хушшинче, шыв хӗрринчех, ҫав тери чипер ҫамрӑк пикене куратӑп: шурӑ пурҫӑн кӗпепе, аллисем ҫара, мӑйӗнче ҫулӑм пек ӗнчӗ мӑй ҫыххи ҫиҫет.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫыххи пысӑках та мар, анчах йывӑрскер.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ӑна тӗллесе кӑтартрӗҫ те вӑл ҫав еннелле ҫул тытрӗ; ҫыххи хул айӗнче, каҫхи сивӗ ҫилтен хӳтӗленес тӗллевпе пиншакӗн ҫӗкленчӗк ҫухавине сӑмса тутрине ҫыхса лартрӗ.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Эпӗ вӗсем ҫине ылтӑн мӑй ҫыххи ҫакса яратӑп.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 326–330 с.
Унӑн шуранка-сарӑ тӗслӗ капӑр галстукӗ чечек ҫыххи пекрех.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.
Гартӑн пӗтӗм пурлӑхӗ те — темиҫе тӳме, икӗ шӑлавар, таса мар кӗпе-йӗм ҫыххи, карт тӗрки, кокос хуппинчен касса кӑларнӑ тирӗк тата атӑ.
Тӑватӑ гинея // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 392–397 с.
Инҫетри пӑрӑнчӑкра ҫеҫ пӗлӗтсем хуралнине пӑхӑнса, вӑраххӑн сӳнсе сапаланчӑк мӑй ҫыххи евӗр вӑйлӑ юхӑм тата ун ҫийӗнчи тӳпен ҫутӑ пайӑркисем кӑштах йӑлтӑртатаҫҫӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Кӗпе аркине, ӗҫленӗ чух пилӗк ҫыххи хушшине хӗстернӗскерне, вӗҫертмен те хӑй.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Малтан Синопа тӗмӗсем ҫине е вӗсем ҫине ҫакнӑ тирсем ҫине пенӗ, тепӗр икӗ уйӑхран вӑл аслашшӗ ҫӳлелле ывӑтса яракан курӑк ҫыххи ҫине пеме пуҫланӑ.
Синопӑн пӗрремӗш ҫӗмренӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Нина хӑй умӗнче чечек ҫыххи йӑтса тӑракан арҫын еннелле ҫаврӑнчӗ.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Чи варрине вазӑпа илемлӗ чечек ҫыххи вырнаҫтарнӑ.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Анчах пӳлӗмрисем ку чечек ҫыххи Аля валли пулнине пурте туйрӗҫ.
Аля. Алевтина // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Унтах тата ҫаксем пурччӗ: пӗр футран пуҫласа ҫур ярд тӑршшӗ йӗпсемпе булавкӑсен коллекцийӗ; король майрин ҫӳҫне туранӑ чух эпӗ пуҫтарнӑ ҫӳҫ купи; король майри хӑй кача пӳрни ҫинчен хывса ман мӑй ҫине мӑй ҫыххи пек тӑхӑнтартса янӑ ылтӑн ҫӗрӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ирхине, визирь патне чечек ҫыххи йӑтса, Кутузов адьютанчӗ пырса ҫитнӗ те визирь ӑнӑҫлӑн тарнишӗн тав туса, мир ҫинчен калаҫу пуҫлама сӗннӗ.
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ытти нумай нимӗҫсем пекех, вӑл тӗксӗм куҫлӑх тӑхӑннӑ, урамсем тӑрӑх чечек ҫыххи йӑтса ҫӳренӗ те вак-тӗвек спекуляципе аппаланнӑ.
«Агентсем» тата «спекулянтсем» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ун хыҫӗнче, утӑ ҫинче, урине сӑран атӑ тӑхӑннӑ, кӗпи ҫинчен пир ҫыххи вырӑнне кантӑра татӑкӗ ҫыхса лартнӑ ҫын сиккелесе ларса пынӑ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.