Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыншӑн (тĕпĕ: ҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗрӗссипе, паянхи кун ку сайт чылай ҫыншӑн пулӑшу лапамӗ пулса тӑни вӑрттӑнлӑх мар — кунта кулленхи ыйтусене кӗске вӑхӑтра килтен тухмасӑрах татса пама пулать-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Компьютер хӑрушсӑрлӑхӗ… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d0%ba%d0%b ... ba%d1%85e/

Ӑнланакан ҫыншӑн вӑл пӗр лаша хакӗ тӑрать».

Да тот, кто понимает в ней толк, даст за нее цену лошади!

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сивӗ тӑнӑ хыҫҫӑн ҫанталӑк ӑшӑтнӑ пекех, хуйхӑ-суйхӑсем хыҫҫӑн та ҫыншӑн савӑнӑҫ пулма кирлӗ.

Так уж, видать, устроено в природе — вслед за холодами наступает оттепель, за горем когда-нибудь да приходит радость…

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫыншӑн ӗҫлесе ывӑнтӑм эпӗ.

Я уж наработался на людей досыта.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӗрипеле хускалнӑ ҫыншӑн Телей — тен, кӑмӑл хуҫӑлни?

Куҫарса пулӑш

XXXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ах, пурнӑҫ, пурнӑҫ, эс пур ҫыншӑн Е чи йӳнни, е чи хакли.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пӗлет вӑл: ҫыншӑн ӗмӗрте Килет сасартӑк ҫурхи кун.

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Чӗртет пурне те ҫуркунне: Ӳсен-тӑранӗ чечекленнӗ, Калчи те шӑтрӗ, кар ҫӗкленчӗ, Кӑтартрӗ хӑйӗн илемне — Ҫӗр ҫыншӑн ӳстерет ӑна.

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ах, ӗмӗт, ӗмӗт, ҫыншӑн — ҫӑл: Кам шутлӗ-ши вӑл типессе.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ял-йыш тӑван пек пулнӑ уншӑн: Шарта ура ҫине тӑма Чи хаклине вӑл тупнӑ ҫыншӑн — Ҫемҫе те витӗмлӗ сӑмах.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл Марине тата мӗн те пулин калассине кӗтет, уншӑн халь илтнӗ сӑмахсем ҫителӗксӗр пулчӗҫ тейӗн, вӗсене Сехрешӗн мар, камшӑн та пулин урӑх ҫыншӑн каланӑ тейӗн…

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Виҫӗ ҫыншӑн ӗҫле» тетӗн те, виҫӗ ҫыншӑн ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Колхознике ӑна «Икӗ ҫыншӑн ӗҫле» тетӗн те, вӑл икӗ ҫыншӑн ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл икӗ ҫыншӑн ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман, райком секретарӗн кабинетӗнче мӗн ҫинчен калаҫассине малтанах пӗлесшӗн пулнӑ пек, Левентей хыҫҫӑн салхуллӑн утса пычӗ, кабинета кӗрсе диван ҫине вырнаҫсан та сивлеккӗн, «хамшӑн мар, ҫыншӑн ҫакланать ӗнтӗ мана халӗ» текен сӑнпа ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Фашистсем нумаях ашкӑнаймаҫҫӗ, пӗтӗмпех каялла илетпӗр, ӗнен, Анна Ивановна, — терӗ Ятман, пӗр ҫыншӑн мар, темиҫе ҫыншӑн каланӑ пек хыттӑн.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫыншӑн ӗҫлемелле мар, анчах наян ҫынна курсан, ӑна хистесех тӑмалла, — хыттӑнрах каларӗ председатель.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗншӗн манӑн ҫыншӑн ӗҫлес…

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ыйтасса ыйтнӑ пуль, анчах тарса пынӑ ҫыншӑн укҫа тӳлет сана Мамич-Бердей!

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫамрӑк ҫыншӑн унта кайса килесси темех мар, ҫитсе курчӗ Сафа вӑл розӑна.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех