Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывӑхне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кунтарах кил, пальтуна хывса ҫак, ӑшӑн, — терӗ Макар мучи, тимӗр кӑмака ҫывӑхне типӗтме хунӑ кӑҫачӗсене илсе.

— Пройди сюда, повесь пальто, согрейся, — сказал дед Макар, доставая у железной печки валенки, поставленные для просушки.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Пӳртри ҫынсем, пурте сӗтел хушшине кӗре-кӗре тухнӑ хыҫҫӑн, тупӑк ҫывӑхне тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Стражниксем пӗр тӗмӗ ҫывӑхне ларнӑ та темскер калаҫкалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫурхи шыв тулса ҫырана ҫапӑннӑ пек, халах сасартӑк сарай ҫывӑхне кӗрлесе пычӗ, сӗтел йӑванса кайрӗ, пӑшал сасси илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кукаҫи, кукӑртарах ураллӑ лутра старик, шупӑрне йӳле ярса, вучах ҫывӑхне пушӑт питлӗ пукан ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Аннепе иксӗмӗр те эпир сӑхман тӑхӑннӑ, пӗчӗк лампа ҫывӑхне ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Сет хыҫҫӑн ыттисем те ку вӑрмана килсе ҫӑл ҫывӑхне ҫуртсем тунӑ, кайран пӗтӗм ял куҫса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пиҫӗк хӗрлӗ куҫне сурпан вӗҫӗпе сӑтӑркаласа, пуп ҫывӑхне Плаки пырса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анчах Эрнепи мана пур пӗр хӑй ҫывӑхне те ямастчӗ.

Но она меня близко к себе не подпускала.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Григорьева хӑй ҫывӑхне пыма чӗнет мар-и?

И поманила пальцем: подойди поближе…

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫӑвӑнтанпа хӗрача чӑнах та Микулайран пӑрӑнса ҫӳреме тытӑннӑ, калаҫман унпа, ӑна та хӑй ҫывӑхне яман.

С того дня девочка стала сторониться Мигулая, не разговаривала с ним и близко к себе не подпускала.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эппин, ӳлӗмрен вӑл Микулай ҫывӑхне пымасть!

Значит, больше она близко не подойдет к Мигулаю!

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Иккӗмӗш ҫуна ҫинчи виҫӗ ҫынран пӗри Янтул ҫывӑхне уксахласа пычӗ.

Один из трех седоков со второй повозки, прихрамывая, подошел к Яндулу.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Лешӗ ан ҫиллентер тесе ӑна вӑл пуп ҫывӑхне пыма хӑйман пек кӑтартать.

А чтобы тот ничего не заподозрил и не рассердился, корчил из себя стеснительного, несмелого парня.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пуппа калаҫнӑ чухне вӑл ун ҫывӑхне пыми пулчӗ.

стал разговаривать с попом, держась на приличном расстоянии.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Михайловпа Янтул юр ашса тӑвалла чакаланса хӑпарчӗҫ-хӑпарчӗҫ те пӗр ҫавӑн пек пӳрт ҫывӑхне ҫитсе тӑчӗҫ.

Михайлов и Яндул с трудом вскарабкались по глубокому снегу к одной из таких хибарок и остановились, тяжело переводя дух.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чиркӗвӗсем Шупашкарта вунпиллӗке яхӑн, пурте Атӑл ҫывӑхне вырнаҫнӑ.

Церквей в Чебоксарах больше полутора десятков, и все красуются близ Волги.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Тутар ҫӗр-шывне, Хусан ҫывӑхне».

— В татарскую сторону, ближе к Казани.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах малтан хырҫӑ тӳлемелӗх укҫа хатӗрлеме ан ман, унсӑрӑн сана хуралҫӑ кантур ҫывӑхне те ямасть.

Только сначала приготовь подушные деньги, без них тебя к конторе близко не подпустят.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗр ҫын-ик ҫын ун ҫывӑхне пытанса лараҫҫӗ.

Двое-трое охотников затаятся невдалеке от нее и ждут добычу.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех