Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурӑм сăмах пирĕн базăра пур.
ҫурӑм (тĕпĕ: ҫурӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лиф уҫӑ, шӑмӑсем ҫинче умӗнче шнип, ҫаклатмалли ҫурӑм ҫинче;

Лиф открытый, на костях, спереди шнип, застёжка на спине;

Смольнӑй институчӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%BC%D ... 1%87%C4%95

Вихтӗр, халиччен лаша ҫине те пӳтлӗн алӑ ҫӗклесе курманскер, тарӑхса-кӳтсе ҫитнипе сӗмсӗр нӗрсӗре пушӑ аврипе ҫурӑм урлӑ тута-турта ислетме тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫулталӑк хыҫҫӑн ҫулталӑк юлать ҫурӑм хыҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Исленсе кайнӑ кӗпе ҫил вӗрнипе хӑмпӑланать те кайран ҫурӑм ҫине сиввӗн ҫатах ҫыпҫӑнать.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫурӑм хыҫӗнче йӗвен сӗтӗрӗнсе, ҫутӑ ҫӑварлӑхӗпе тӗнкӗл-тӗнкӗл юрласа пырать.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Эпӗ вӗсене ухватпа хӗртме пуҫлатӑп та ҫурӑм урлӑ турчӑкапа ислетсе кӑларса яратӑп.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫурӑм хыҫӗнче хунямӑшӗ Тетей хӑлхи тӗлӗнчех пӑшӑлтатса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫурӑм хысӗнчи калаҫусем хыҫҫӑн чунӗнче йывӑр унӑн.

Куҫарса пулӑш

IV // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Вӗсен умӗпе иртсе кайсан, ҫурӑм хыҫӗнче темӗн те пӗр пӑшӑлтатаҫҫӗ Узин ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

IV // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫурӑм хыҫӗнче урай тӑрӑх ура кӑштӑртатни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Малтанах вӗсем ҫинчен ҫурӑм хыҫӗнче пӑшӑлтататчӗҫ хӗрарӑмсем.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫурӑм хыҫӗнче ура сассисем илтӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Ҫурӑм хыҫне кунтӑк-пӗрне ҫакса, е ҫырлана, е кӑмпана тайса тухакансен шучӗпе: «Вӑрман — рай-ҫӑтмах…»

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вара, йытта чикме хӑтланакана ҫурӑм урлӑ сулмак туяпа туртса ҫапса, ун аллинчи ҫӗҫҫе вӑтӑрса илсе, урапа хыҫҫӑн ыткӑнать.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Мӗн епресе выртатӑр, ҫурӑм урлӑ хулӑпа туртса тивертнӗ шапасем пек?

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кунашкал мӑшкӑл хыҫҫӑн ҫурӑм хыҫӗнчи кутамкки те тӑрук йывӑрланса, унта чул чиксе тултарнӑн сулмакланса каять.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫурӑм тӑрӑх темле сивӗ япала, ҫухаран пӑр янӑн, пит вӑраххӑн шуса иртет.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫурӑм хыҫне вӗри питлӗх ҫакса янӑн, ҫунтарать кӑна хӗвелӗ.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫапла, ир тӑрсан, яланхи йӑлапа ӗҫ хатӗрӗсене — пӗчӗк пурттине, клеймине, ҫӗҫҫине, хут-кӑранташне — апат-ҫимӗҫпе пӗрле кутамккине майласа чикет те упӑшки, ӑна ҫурӑм хыҫне ҫакса, уттарать хӑйне кирлӗ ҫӗре.

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шӑнкӑрч, Сапсайкин ачине шанлаттарнӑ чухнехи пек, тырра хыттӑн ывӑҫласа илет, аллине малтан ҫурӑм хыҫнелле май килнӗ таран сулать, унтан ӑна хӑй умнелле вӑшлаттарса, ырӑ ҫынсен ятне асӑнса сапать тырра:

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех