Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫунакан (тĕпĕ: ҫун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑмахран, ҫунакан пӳлӗм алӑкне тата чӳречине хупса хумалла та урӑх пӳлӗме каймалла.

К примеру, двери и окна комнаты, где возник пожар, нужно плотно закрыть, а самим же перейти в другую комнату.

Пушарта 90 ҫулти кинемей вилнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34026.html

Ҫунакан кӗпере Сӳнтерме вӑй тупас.

Куҫарса пулӑш

Кӗпер // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 58 с.

Сӑвӑҫсем ӗҫпе пиҫӗхнӗ, ӗҫре ҫунакан хӗрсене юратни ҫинчен ҫыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Кунта пӗр-икӗ ӑш сӑмах та пулин калаҫса илесшӗн ҫунакан юратнӑ чӗресем.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сахар ӑна илчӗ те чӗрӗллех краҫҫын пичкине чиксе кӑларчӗ, шӑрпӑкпа чӗртрӗ, ҫав ҫунакан чӗрчуна путвалти пӗр шӑтӑкран кӗртсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак ҫамрӑк матушкӑна килӗшрӗ пулас: вӑл хирӗҫмерӗ, вут пек ҫунакан кӗлеткипе вӑйлӑ та кӗрнеклӗ арҫын ҫумне тата хытӑрах пӑчӑртанма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем пӗр-пӗринпе Якку атте кӗҫӗр юлашки каҫ пурӑнни, кайран мӗн ӗмӗрлӗхех ҫунакан тамӑка лекни ҫинчен калаҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫунакан вут ҫине краҫҫын сапакансем татах пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пурӑнсан, партиец та пулӗ, ун чухне вара теприне, хӑй пеккине юратса пӑрахӗ те, ӑна хӑйшӗн вут пек ҫунакан йӗкӗте, алӑ сулса хӑварма та манӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку ӗнтӗ ҫунакан вут ҫине краҫҫын сапнӑ пекех пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шаккур чӗлӗм тӗтӗмӗпе сарӑхнӑ сайра шӑлӗсене шӑтӑртаттарса илчӗ, сылтӑм чышкине чӑмӑртарӗ, Озеров умнех пырса тӑрса, кашкӑрӑнни пек ҫунакан куҫӗсене ун ҫине тӗллерӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Картиш тавра виҫӗ хут чупса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн лаша каллех хӑй вити умӗнче чарӑнса тӑчӗ, тепӗр хут хартлатса илчӗ, ҫунакан витене хуллен, лӑпкӑн кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унччен те пулмарӗ, лаша вите алӑкӗнчен сирпӗнсе тухрӗ, ҫын аллинчен вӗҫерӗнсе, ҫунакан хапха патне вӑркӑнса пычӗ, тӑпах чарӑнчӗ, хартлатса илчӗ, унтан, хӳрине тӑратса, картиш тавра чупма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Нурулла калаҫса-туса тӑмарӗ, ҫунакан хапха витӗр карташне кӗрсе кайрӗ, вите алӑкне уҫса, унта персе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ял ҫыннисем ӑна шывпа пырса сапаҫҫӗ те, вӑл каллех ҫунакан ҫурта кӗрсе кайса мӗн те пулин йӑтса тухать.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫунакан ҫуртсене кӗрсе кайса пӗчӗк ачасене, арчасене, тӳшек-минтерсене ҫӗкле-ҫӗкле тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӗрӗссипе, ӗнтӗ ӑна ҫунакан ҫуртсем патне ҫӗклеме те пӑрахнӑ: пӗрех усси ҫук.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пичкери шыва брезент пыршӑ витӗр пӗр-пӗр айккинерех ҫунакан ҫурт ҫине сапкаласа пӗтереҫҫӗ те, вӗрие тӳсеймесӗр, насусӗсене аяккарах туртса каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халӗ ӗнтӗ ҫунакан ҫуртсен ҫывӑхне те пыма ҫук: ҫӗр-ҫӗр аллӑ метртах тӳсме ҫук пӗҫертет.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ вӑл ҫунакан пӗр ҫурт патне вӑркӑнса ҫитрӗ, лашине аранах вут ӑшне кӗртсе ямарӗ — юрать-ха, пӗр правуртарах арҫын чӗлпӗртен тытса чарма ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех