Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл урмӑшма чарӑнмарӗ, сӑмахӗсене урипе тапа-тапа ҫирӗплетет.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.
Ҫакна ӑслӑлӑх ҫирӗплетет.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.
— Калӑр ӑна… — Бильдер сак ҫинче ҫаврӑнса ларчӗ те — ыйтакансем унӑн хевтесӗр иртнӗлӗхӗн ҫирӗп те лӑпкӑ кулли йӑлкӑшакан ҫивӗч пӑнчӑ-куҫӗсенчен шикленсе тинкерчӗҫ, — ӑна, йытӑ ҫурине, вӑл ҫирӗм пилӗк ҫул каяллах пӗлекен Бильдер ҫапла ҫирӗплетет тейӗр: Дюк капитан хӑйӗн «Марианнипе» Кассет пырӗнчи Вардпа Зурбаган хушшинчен… тулли тиевпе… ишсе тухмашкӑн -нихӑҫан та хӑюлӑх ҫитереймест.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Тилӗрсе-урса — хӑйӗн кашни сӑмахне вӑл хыттӑн танлаттара-танлаттара ҫапнипе ҫирӗплетет.Беснуясь, он каждое слово свое сопровождал сокрушительными ударами.
«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.
Ӑна курнӑ кӳнтеленсем каласа пани ҫак шухӑша пӗтӗмпех ҫирӗплетет.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫӳҫе текен уйсенче, Шурка ҫырми леш енче, Санькасси — Тутарла Кӑнаш ҫулӗ (ҫеремлӗ сарлака ҫулччӗ, халӗ сухаласа тӑкнӑ) хӗррипе улӑп юмансемпе хурамасем ӳсни лайӑх ҫирӗплетет.
Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.
Вӑл пултаруллӑ тухтӑр пулнине ҫак тӗслӗх те ҫирӗплетет: ӑна чи йывӑр ҫынна операци тума Шупашкарти республика больницине те йыхравланӑ.
Архивсенчи хутсем ҫирӗплетеҫҫӗ // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.
Студент ҫулӗсенче ҫуралнӑ туслӑх чылай чухне каярахпа ӗҫри хутшӑнусене ҫирӗплетет.
Олег Николаев Студентсен кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://chuv.cap.ru/news/2022/01/25/chva ... udentsen-k
Республика обществӑлла укҫа-тенкӗне тытса пырас ӗҫӗн пысӑк тухӑҫлӑхне кашни ҫулах ӗненмелле ҫирӗплетет.Республика ежегодно демонстрирует высокую эффективность управления общественными финансами.
Михаил Игнатьев Финансист кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/09/08/news-3929485
Тӑван чӗлхем — чӑваш чӗлхи, Ҫирӗплетет вӑл пӗрлӗхе.
Чӑваш чӗлхи // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 9 с.
Гипертонипе аптӑракансемшӗн те ҫак пылак ҫимӗҫ усӑллӑ, мӗншӗн тесен юн тымарӗсенчи шыҫҫа чакарать тата иммунитета ҫирӗплетет.
Кардиологсем ӗнентереҫҫӗ: кунсерен 28 грамм шӑккалат ҫини чӗре чирӗсем аталанасран сыхлать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30751.html
Тавралӑх хутлӑхне сыхлас енӗпе тӗллевлӗн ӗҫлени экологи хӑрушсӑрлӑхӗн сферинче тунӑ пысӑк кӑтартусене сыхласа хӑварма май парать, регионӑн лайӑх экологи лару-тӑрӑвне шанчӑклӑн ҫирӗплетет.
Михаил Игнатьев Республика кунӗ ячӗпе ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/06/24/news-3878551
Унтан та ытларах, вӑл официаллӑ тӗрӗс информацин шанчӑклӑ ҫӑл куҫӗ пулнине вӑхӑт кӑтартса пачӗ, ҫакнах портала кӗрсе тухакансен шучӗ кунне 50 пин ҫынран та иртни ӗненмелле ҫирӗплетет.
Олег Николаев www.cap.ru 25 ҫул тултарнӑ ятпа саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2021/12/16/gla ... et-s-25-le
Туристсемшӗн вӑл кӑсӑклӑ пулнине кӑҫал ҫулла Сарӑту облаҫӗн туризм комитечӗпе «Саратов 24» телеканал пуҫарнӑ «ЭтноКану. Комитет вӑрттӑнлӑхӗсем» медиапроект ярӑмне кӗрекен телекӑларӑм валли ӳкерме пыни те ҫирӗплетет.
Туслӑ калманттайсем мӑн асаттесен йӑли-йӗркине упраҫҫӗ, пурне те хӑнана чӗнеҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/5810.html
Кукушкин, ун ҫине витӗмлӗн пӑхса илсе, ҫирӗплетет:
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
— Ку тӗрӗс, — ҫирӗплетет Панков.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Унӑн шухӑшне тир-сӑран тӑваканӑн ывӑлӗ ҫирӗплетет:
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ҫапла вӑл сывлӑхне ҫирӗплетет.
Неонила Белова 105 ҫул тултарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/30117.html
Минзалтдин Зинатуллович, чаплӑ хваттерӗпе дачине пӑрахсах, пурнӑҫ пилленӗ ҫыннине пӑхма тӗллев тытни хӑех вӑл тӗрӗс воспитани илнине, ӑрусен тачӑ ҫыхӑнӑвне ҫирӗплетет.
Ҫӗр те пӗр ҫулти Семига аппа // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.08.27, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=885&text=news-publikacii
Ҫивӗч ӑс-хакӑлӗ хуҫин вӑй-хӑвачӗ пуррине, кӑмӑл ҫӗкленӳлӗхне ҫирӗплетет.
Чи аслӑ ҫын - 100 ҫулта // З.Свеклова. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.10.08, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=894&text=news-publikacii