Шырав
Шырав ĕçĕ:
Раҫҫей императорӗн флотӗнче тӑракан ҫак офицер 1913-мӗш ҫулта Ҫӗпӗрӗн ҫурҫӗр енчи ҫыранӗсем тӑрӑхӗнчи вырӑнсене ҫырса тухнӑ май ҫурҫӗр 74°45’ широти ҫинче утрав тупнӑ, каярахпа ҫак утрава «Вилькицкий генерал утравӗ» тесе ят панӑ; унтан вӑл, Таймыр ҫурутравӗнчен ҫурҫӗр еннелле хӑпарса, ҫӗнӗ ҫӗрсем тупнӑ, вӗсене: «II-мӗш Николай императорӑн ҫӗрӗ», «Алексей цесеревичӑн утравӗ» тата «Старокадомский утравӗ», тесе ят панӑ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Чкалов ячӗ часах авиацире паллӑ ят пулса тӑнӑ.Вскоре имя Чкалова стало широко известно в авиационных кругах.
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Пӳрт тӑррине витсе пӗтернӗ хыҫҫӑн пӗр урапана икӗ лаша: хӑйӗн ҫак вӑхӑта ятне улӑштарса Машка ят илме ӗлкернӗ Клембовски кӗсрине тата парнесем илсе килме кайма Фроськӑн каччи Микола Ивасенко юриех панӑ Клембовскиннех — Гусак ятлӑ хусах лашана кӳлсе тӑратрӗ те Софйӑна сывлӑх сунса хулана тухса кайрӗ.
XX сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Тухса каяс умӗн Илья, хай ҫинчен юриех усал ят хӑварасшӑн пулнӑ пек, ҫав тери ашкӑнчӗ, амӑшне йӗрсе ямаллах темӗн те пӗр каласа тӑкрӗ, Яков кайӑкӗсене пурне те читлӗхсенчен кӑларса ячӗ, ӑна парнелеме пулнӑ пилеш кайӑкне Никонова пачӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Сирӗн ят… аҫу ячӗ… хушаматӑр… авланнӑ-и… ачасем пур-и… миҫе ҫулта… мӗнле тӗнпе пурӑнатӑр… хӑш нацирен..!
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
— Унӑн ячӗ ҫинчен асӑнас пулсан, вӑл ҫапах та пӗр-пӗр суя ят каласа паратчӗ.— Что касается его имени, то все равно он назвался бы вымышленным именем.
II сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫак ят Черниговщинӑн пӗтӗм ҫурҫӗр пайӗнче паллӑ ят пулнӑ.
Щорс ӑҫта? // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Эс таса хӑватпа пурӑнни ыттине те савӑнӑҫ кӳтӗр, вӑхӑтна ӑсталанса ӗҫлени еткер ятне упратӑр, хамӑр хыҫҫӑн килес ӑрусене ырӑ ят хушма пулӑштӑр, тата пикенерех ӗҫлеме хӗтӗртсе тӑтӑр, ҫунат хушса ҫӗклентертӗр.
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Эпӗ Петрищево ялне кайса килсен темиҫе кунтанах радио Зойӑна вилнӗ хыҫҫӑн чаплӑ та хисеплӗ ят — Совет Союзӗн Геройӗ ятне пани ҫинчен хыпарларӗ.
Клава каласа пани // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Чӗн касса кӗнипе пулса юлнӑ хулпуҫҫи ҫинчи йӗре курсан Лейно ятлӑ ҫичӗ ҫулхи ывӑлӑм халӗ те тӗлӗнет; эпӗ вилнӗ юлташ ятне асӑнса ачама Лейно ят патӑм.
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
«Вырӑс ячӗ Корейӑра чи таса та хисеплӗ ят, — тет Гарина Ыйчжу ҫынни. — Раҫҫей пире пит нумай пулӑшнӑ…
Н. Г. Гарин-Михайловский ҫинчен // Хӗветӗр Уяр. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 158–163 с.
Коля Одинцов статьин ятне пысӑк саспаллисемпе ҫырнӑ, ӑна «Пирӗн класс пурнӑҫӗ» тесе ят панӑ.Статья Коли Одинцова под жирным заголовком «Жизнь нашего класса».
26 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
— Чӑнах та, ман ят кирлӗ мар, эпӗ сире урӑх ят пама сӗннӗ пулӑттӑм, — терӗм.
XXXII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Эпир гаваньрен тухса кайнӑ минутра пичче ӑна ят парасшӑн пулса, манӑн ята пӑрасшӑнчӗ те…
XXXII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫак «Теттесен клиники» текен ят ӑна тӗлӗнтерсех ячӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
«Газсем», «сетезесем», «эмкӑсем», «виллиссем», нӑрӑ евӗр лутра «пежосем» тата ҫӳлӗ, кукӑр ураллӑ та кутӑн пынӑ пек туйӑнакан «татрсем» куҫаҫҫӗ; вӗсен моторӗ хыҫалта, запас шинине малта вырнаҫтарнӑ; «доджсем», «шевролесем», «мерседессем», «ганзсем», «ДКВ»сем, «йывӑҫ-клей-шыв» тесе кулӑшла ят панӑскерсем, «хорхсем», «вандерерсем», «ганемаксем», «адлерсем», «штеерсем», «фиатсем» «ягуарсем», «автоунионсем», «изотта-фраскинӑсем», «испаносуизӑсем» тата ытти нумай ятсӑр, темиҫе машина пайӗсенчен пухса тунӑ япаласем шӑваҫҫӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫак ят МТС пурнӑҫне кӗнӗ, ҫак ята мастерӑн чӑн-чӑн хушамачӗ тесе шутласа, трактористсем радио тӑрӑх, пӗр шӳтлемесӗрех, «Склифосовские» ыйтнӑ.
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Черетри калаҫӑвӑн ятне вӑл «кӗл» тесе ят пачӗ.
3. Ҫуркунне // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Районта хӑйне «Петрович» тесе ят панине Андрей ҫаплах хӑнӑхма пултараймасть-ха, ҫав ятпа пачах хӑй пек мар, темле пысӑк япала ҫыхӑнса тӑрать тесе шутлать вӑл.
2. Ирхине // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Шыв хӗрринче туллиех хӑва ӳснӗрен шывне Хӑвалӑх тенӗ, шыв ячӗпе ялне те Хӑвалӑх ят панӑ, ял ҫыннисем те нумайӑшӗ хӑвалӑх сӑмахранах пулнӑ Лозинский хушаматпа ҫӳренӗ.
I // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.