Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яка сăмах пирĕн базăра пур.
яка (тĕпĕ: яка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйне тӳрре кӑларас шутпа ӳсӗрле вӑл тем тӗрлӗ те лӗпӗртетме пултарӗ, чӗлхи унӑн яка, — терӗ те урӑх калаҫса та тӑмарӗ — райӗҫтӑвком ҫуртнелле шӑвӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫул тӗмерех вырӑнта ҫатма пек яка.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Инҫетренех асӑрхарӗ Изамбаев: Пилешкасси ялӗнчен хӗрарӑмпа ача тухрӗҫ те ҫуна такӑрлатнӑ яка ҫул тӑрӑх васкамасӑр утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Тӗнчери мӗнпур шоферсем пекех, яка чӗлхеллӗ, йӑлтӑркка ӑшӑ кулӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Хӗстернӗ кӗпине тирпейлӗ — Шывран килен шур хур пекех Ытарма ҫук яка та меллӗ Утса килет маттур пике.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Ҫан-ҫурӑмсем пит сарлака — Кӗрнеклетсе тӑраҫҫӗ, Ҫийӗ пуҫсем таса, яка — Капӑр тӗслӗ курнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Асӑнаҫҫӗ улӑхсенче утӑ ҫулнине, Мӗнле каччӑ паккуса яка хунине…

Куҫарса пулӑш

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Йӗри тавра ҫурт-йӗр яка хырсенчен, Ҫийӗсене витнӗ шалтах чӗренче.

Куҫарса пулӑш

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Ман Анук та, яка пыр, якатмӑш, ҫав картарах!

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

— Ҫак яка чӑваш чӑнах та сӑрасӑр чунланаймасть, анчах сӑрине те вӑл выҫҫӑварла ӗҫеймест.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Тӑхӑр сехет ҫитесси пилӗк минут юлсан, класа, алӑка хатӑррӑн уҫса, аллинче кӑвак хут конверт тытса, яланхиллех яка тумланнӑ, чӑпар ҫӳҫлӗ шкул директорӗ кӗрсе тӑчӗ, пурне те сывлӑх сунчӗ, вара, конверта хачӑпа хӗрринчен касса, ӑшӗнчен форматлӑ шурӑ хут листи туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Кусен те ӗҫ ҫи-пуҫӗ яка, хӑтлӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Унтан вӑл «яка пӑр ҫинче юлнӑ» клиенчӗсене чӑл-чал сапаланӑ куҫӗсемпе «сӑнӑ вӗҫтерсе» илчӗ те, куҫ харшине сӑмса кӑкӗ ҫине пуҫтарса, «шпагат» тума пикенекен хуралҫӑ-милиционерсене шӑппӑн, анчах ҫирӗппӗн, чышкине шатӑртаттарса чӑмӑртаса хытӑрларӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ҫав вӑхӑтра Лена, тутине чӑп тытса, ытла та вӑрттӑн, ывӑҫ тупанне пытарнӑ кулӑпа пыллана-пыллана, пӗр парка ӳснӗ, ҫирӗп туналлӑ яка вир кӗпҫине тӗпӗнченех татса илчӗ те унӑн серепеллӗ вӗҫӗпе Павӑл питне чӑшӑр-чӑшӑр тӗкӗнкелерӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Хӗр ҫакна илтсен, пӑлханса кайрӗ, ӗнтӗ яшлӑх «ярӑнакан» яка питӗнчи «пиҫӗмри чие» алхапӑл «пиҫсе ҫитрӗ».

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Чун-чӗрӳ санӑн, суя паттӑрлӑх «сӑмсахӗнче пуҫна та кӑкӑрна каҫӑртса тӑраканскерӗн», — тутӑх тивнӗ яка чул; ӑшна, ӑс-пуҫна ҫӑткӑнлӑх, хаярлӑх, кӗвӗҫӳ, чикӗсӗр кӗрмеклӗх нӑкӑланса тулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Яка пӑр ҫинче кӗлеткине стайлӑ, урисене тӑп тытса ярӑннӑ пек шӑвать хӑй.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сасартӑк унӑн пуҫне яка чул пек пусса, тимӗр хӗскӗчӗ пек хӗскӗчлекен, анкӑ-минкӗлентерекен сӗрӗмӗ сӗвӗрӗлсе илнӗ пек те пулчӗ, вара хаяр, сӳрӗнкӗ куҫне йывӑррӑн, туртӑнтарса уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах нумаях та каяймарӗ, пуҫӗпе темле шыҫмак, яка йывӑҫ (ӑвӑс е хыр пулчӗ-ши?) вулине хант! пырса ханклаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Яка чул сарнӑ мӑн ҫулпа каллӗ-маллӗ йывӑр тата ҫӑмӑл машинӑсем вӗҫе-вӗҫӗн чупаҫҫӗ, урлӑ пӗчӗк урамсемпе макӑлтатаканнисем те пур.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех