Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юрласа (тĕпĕ: юрла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кӑмӑла каймасть мана ҫав тутӑр вӗҫтерсе юрласа ҫӳрени…

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Ҫывӑхрах, ҫӳҫе тӗми айӗнче, шӑпчӑк юрласа ячӗ, пулӑсем ҫаплах хавассӑн вылярӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Пырсан-пырсан шыв ҫинче пулӑсем епле сиксе вылянине пӑхрӗҫ, хӑва хушшинче кӗтмен ҫӗртен шӑпчӑк юрласа ярсан, чарӑнса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Дож-дик, дож-дик, Дож-дик, дож-дик! — юрласа илчӗ Лида.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Малтанхи куплетне юрласа пӗтерсен, вӑл пӗр сыпӑк пианинӑпа каларӗ, унтан каллех юрлама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Юрласа памалла-и-ха?

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Кунта вӑрманта ҫумӑр епле ҫуни те, ҫумӑр хыҫҫӑн юлашки тумламсем йӑлтӑр хӗвел ҫутинче епле мерченнӗн ҫуталса ӳкни те тата ешӗл ҫулҫӑ айӗнчен е пӗчӗк хӑвӑлсенчен хитре кайӑксем тухса юрласа яни те — пурте, пурте пур…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

— Мӗн ҫинчен? — ыйтрӗ вӑл, Мосальский юрласа пӗтерсен.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Пӗррехинче Мосальский ӑна чӑвашла юрӑ юрласа пачӗ, Аня, хӑй чӑваш мар пулин те, питӗ интересленсе итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Эсӗ ҫулталӑк хушши Ленинградри пӗр ача ҫуртӗнче ӳссе аталансан, эпӗ сана хампа пӗрле илтӗм, сана питӗ нумай чухне хам сӑпка юрри юрласа ҫывӑратрӑм, ҫавӑнтан пуҫласа музыкӑна юратма та вӗрентрӗм.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ун тӑрӑх экзамен парса пӗтернӗ шкул хӗрӗсем, шурӑ каҫа кӗтсе илме тухнӑскерсем, лӑпкӑн юрласа (анчах ҫав лӑпкӑлӑхра тӗлӗнмелле илемлӗ те вӑйлӑ янрав илтӗнет), ҫаврӑнса утаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Халь вӑл юрласа кӑна пурӑнать», — янкӑс хӗрарӑма ӑмсаннӑ пекрех калаҫрӗ Тамара.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӑнасем «Хурӑн ҫулҫи» юрра юрласа карталанса утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr

Пурте тепӗр хут ҫак хӑйсем суйласа илнӗ ҫын умӗнчен пуҫ тайса иртрӗҫ, унтан хуллен шухӑша кайса, юрласа ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтан хӑй ӑшӗнче ҫынсемпе, хӗвелпе, уҫӑ та ирӗк сывлӑшпа, таса тӳпепе сывпуллашрӗ те сасартӑк юрласа ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Салтаксене эпӗ юрӑ юрласа панӑ пулӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине сыхлать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗҫенкайӑксем юрласа ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Апла сире Пайтулӑн тепӗр юррине те юрласа парам.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Самантрах темӗнле ҫамрӑкланнӑн туйӑнчӗ, унтан хӑрӑлти сассипе вӑйсӑррӑн юрласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юрласа пар-ха, мучи, — ыйтма тытӑнчӗҫ пурте.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех