Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кукша Ваҫҫи килти кӗҫӗн ачине юратать пулсан та, шеллеме хӑнӑхман.
Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.
Этеме-ҫынна кун-ҫул, ӑна малалла аталанма, тӗрлӗ чӗр чуна та кайӑк-кӗшӗке, хурт-кӑпшанкӑна, шыври пулӑсене пурӑнма-аталанма кирлӗ услови туса панӑ ҫут ҫанталӑка юратать Виталий.
II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Пиччӗшӗ, шӑллӗ ӗҫлеме юратсах каймасть пулсан та, ӑна вӑл юратать, асли пулса наянлӑх ҫынна пурнӑҫра ура хума пултарасса ӗнентерме тӑрӑшать.
II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Хӑйӗн ӗҫне юратать, тирпейлӗ тӑвать.
Ӗнсерен панӑ преми // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 31–32 с.
Иван Петровч пултарать, — Парне илме юратать, Вӑл, ҫуккине пур туса, Тӗрӗс тесе, шантарса, Пичет ҫапса, ал пусса Шур хут ярать собеса.
Кӗмӗл ҫӑпала // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 21–22 с.
Укахвине мӗн ҫитмест, Ӑна ӗнтӗ кам пӗлмест; Килтен киле васкаса, Усал-тӗсел пуҫтарса Вӑл ҫӳреме юратать, — Пур ял-йыша пӑтратать.
Укахви // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 18 с.
Асанне уйрӑмах пӗчӗк шӑллӑма Ҫеркее юратать.
Эх, мӑнукӑм… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 8 с.
Пирӗ асанне хӑйӗн мӑнукӗсене ҫав тери хисеплет, ҫав тери юратать.
Эх, мӑнукӑм… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 8 с.
Ӗҫре ҫынна шанмасӑр тӑмасть пулин те, вӑл кӑтартусем мӗнле пурнӑҫланнине хӑй куҫӗпе ҫитсе курма юратать, курма анчах мар, ӑна пурнӑҫа кӗртме пулӑшать.
55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Санах юратать вӑл, — сиввӗн пӑхса калаҫрӗ Стасик.
36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Тата акӑ мӗн: хӑйне мӑнна хурать, мухтанине юратать.
27 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Улька Ҫтаппана ӗҫченнишӗн, ырӑ кӑмӑлӗшӗн юратать.
26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Юратать ҫил пек ӗрӗхсе пыракан утсене.
23 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Стасика та вӑл пӗтӗмпех юратма пӑрахаймасть, ҫав вӑхӑтрах Рамана та юратать пек.
15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Музыкӑна питӗ юратать — баян, купӑс ӑста калать.
7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
«Кӗрпекленсе ҫитнӗ ранеткӑсем пек», — теме юратать вӑл, панулми ҫӗрӗкӗпе — кӗсенпе чирленӗскер, хӗрарӑмсемпе пулса иртнӗ историсем ҫинчен каласа панӑ чухне.
Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
«Апла хӗрӗм юрӑ юратать», — шутларӗ амӑшӗ.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Йывӑр, пӗр евӗрлӗ сӑрӑлӑх пусса тӑракан ял ниме тӑман хыпара та малалла сарма юратать.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Вӑл хӗре ҫамрӑкранах юратать пулин те ун ҫине авланаймарӗ, халӗ те юратать ӑна вӑл.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Тӑлӑха юлнӑ атӑҫӑ, вӑлах таврари паллӑ чӗн ӑсти, мӗн ачаранпах хӑлхасӑр пулин те, юрӑ кӗввине сӗре юратать.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.