Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юнлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
юнлӑ (тĕпĕ: юнлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юнлӑ варвиттиллисем саланса пӗтсен, Сергей Иванович каллех крыльца картлашки ҫине тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Унгвентум кизи мази» // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӗрре… юнлӑ та суртӑм, — салхуллӑн каларӗ Ундрицов.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Юнлӑ учреждение ӗҫлеме каймастӑп эпӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Морфипе укол тунӑ хыҫҫӑн хӗрарӑм хӑйне лайӑхрах туя пуҫларӗ, анчах юнлӑ кӑпӑк ҫаплипех ҫӑварӗнчен тухма чарӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Унта кӑвак юнлӑ дворянсем пуҫтарӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пуҫӗнчен юн юхнӑ, лаша ури айӑккинче юнлӑ чутмар выртнӑ…

голова истекает кровью, а у ног лошади валяется окровавленная дубина…

IV // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

Юлашки сӑмахсене каланӑ чух юнлӑ ӳслӗк тепӗр хут тапранчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑйпитти Макҫӑм, Маркка кӗтӳҫ ывӑлӗ, икӗ ҫул ӗҫлесех юнлӑ суракан пулса кайрӗ мар-и?

Куҫарса пулӑш

Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл каларӗ: сан ик ӳпки те пӑсӑк тет, хӑвӑлланса пӗтнӗ тет… юнлӑ сурасси, юн юхасси малашне те пулма пултарать тет…

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Арӑмӗ те халь юнлӑ сурса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Алла ҫухрӑм — вӑрӑм ураллӑ ҫынна нимӗнех те мар, юнлӑ сурасси юлашки ик эрне хушши пулманччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Укҫине ӑнланчӗ ӑна: юнлӑ сурнӑ чух Кушников тухтӑр тӑварлӑ шыв ӗҫме каланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Чылай пулать-ҫке вӑл юнлӑ сурманни, ҫул ҫинче чӗтренипе пулчӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Анне, вырӑн хатӗрле часрах: атте чирленӗ, юнлӑ сурать, — терӗ те каялла чупса тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Сывлӑх начарлана пуҫларӗ, юнлӑ суракан пултӑм.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сӗчӗ юнлӑ тухатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Ентешӗмӗр юнлӑ вӑрҫа чунӗнчен ылханса, лӑпкӑ пурнӑҫа мухтаса ҫырнӑ сӑвӑсене вуласан, ҫакна пӗтӗм чӗрепе туйса илетӗн.

Куҫарса пулӑш

«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.

Маниуэма хӗрарӑмӗсене таса юнлӑ арабсем хапӑлласах качча илеҫҫӗ; пер сӑмахпа — ҫак йӑхсем, Африкӑри ытти йӑхпа танлаштарсан, ӑс-хакӑл тӗлӗшӗнчен чылай ҫӳллӗрех шайра тӑраҫҫӗ.

На маниуэмских женщинах охотно женятся кровные арабы; и вообще эти племена стоят более высоко в умственном отношении, чем другие племена Африки.

XVI. Аслӑ ӗмӗт // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Наҫилккеҫӑсем ывӑнса ҫитнӗрен халь-халь ӳкесле сулланаҫҫӗ; Стэнлие юнлӑ варвитти чутах вӗлермерӗ.

Носильщики шатались от изнурения; кровавый понос едва не убил Стэнли.

VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Чаплӑран та чаплӑ ҫак гипотеза хирӗҫлевӗ — сивлек темӗнле хӑтланӑш пирки тӗшмӗртӳ, ҫавӑнпа та пӗр иккӗленмесӗр ӗнентерсе лартрӑм: акӑ ҫывӑрса каятӑп та — кравать вӑрттӑн трапа чӑмать, унта факелсен ҫутинче маскӑллӑ ҫынсем манӑн карланкӑ патнелле юнлӑ ҫӗҫҫисемпе кармашаҫҫӗ.

Контрастом сей блистательной гипотезе явилось предположение некой мрачной затеи, и я не менее основательно убедил себя, что стоит заснуть, как кровать нырнет в потайной трап, где при свете факелов люди в масках приставят мне к горлу отравленные ножи.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех