Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлтӑм (тĕпĕ: юл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ паҫӑр хамӑр килсе чарӑннӑ тӗлтех юлтӑм.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ кайӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 25–26 с.

Тапрансанах сиксе юлтӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Колхоз председателӗн пӗр сӑмах: ачана пула, ачана шанса суккӑр пулса юлтӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Эпӗ тӑрса юлтӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Тӑрса юлтӑм пӗр-пӗччен тӑлӑх карта юпи пек.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Эпе хамӑр чаҫ тӑнӑ Украинӑри пӗр облаҫрах пурӑнма юлтӑм, пӗр районти МТСа ӗҫлеме кӗтӗм.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

1942 ҫулхи август уйӑхӗнче вара ҫуралнӑ килӗмре пӗр-пӗччен тӑрса юлтӑм.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Урапа ҫинче — шурӑ сӑхманлӑ ҫын, ӑна эпӗ паллаймасӑрах юлтӑм.

Куҫарса пулӑш

Пичче инкекӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ пичче лашана чуптарса кайнине пӑхса юлтӑм.

Куҫарса пулӑш

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫапла калаҫкаланӑ хыҫҫӑн, кӗрен кӗпеллӗ лӗпӗш пек ҫӑмӑл хӗрача пӳртрен вӗлт! ҫеҫ тухса кайрӗ, эпӗ чӳрече умӗнче ларакан Катьӑн пуканине тытса пӑхкаласа юлтӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ тус Катя // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫтаппан пичче темӗн ҫинчен каласа пӗтерчӗ, ӑнланаймасӑрах юлтӑм, ун хыҫҫӑн атте калама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ пӗчченех юлтӑм, юлташсем ҫук пирки кичемленсе киле кӗтӗм.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ каҫ тӗттӗмӗнче сурӑх ман ҫине хурлӑхлӑ пӑхнине курса юлтӑм.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Самара кайрӗ, пӗчченех юлтӑм ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗлессӗр килсен, эпӗ ун арӑмӗ те пулма пултарнӑ, хам ухмаххипе ҫеҫ айккине тӑрса юлтӑм.

А если по-честному, могла бы стать и его женой, но не стала из-за своей глупости…

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Кӑшт кӑна-ҫке курса юлтӑм. Иртсе кайрӗ. Уксахлать. Хӑй ҫапах утать хӑюллӑн», — Тимӗрҫ-хӗр пӑхса юлать.

Куҫарса пулӑш

Тимӗрҫӗ хӗрӗ // Анатолий Анат. «Ялав», 1948, 11№ — 13 с.

Ватӑлмалӑх кунӑмра хӑраххӑн тӑрса юлтӑм…»

Одна осталась на старости лет…

Ҫын ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Эпӗ те авӑртнӑ ҫӑнӑхпа ҫеҫ тӑрса юлтӑм.

— У меня тоже запаса нет, только то, что намолото.

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эс тухса кайсан тӑр пӗчченех тӑрса юлтӑм эпӗ.

А как ты ушел, я остался один…

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Ак эпӗ те председательтен ферма заведующине юлтӑм та, кунта кӳренмелли нимӗн те курмастӑп.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех