Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыратать (тĕпĕ: ырат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сирӗн ҫине пӑхатӑп та, ачасем, чун ыратать

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Мӗн пулнӑ мана? Мӗншӗн ман шӑмшак тӑпачӑпа ислетнӗ пек ыратать?» — тем ӑса илме тӑрӑшрӗ вал.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӗре ҫеҫ талса анас пек ыратать, — хурлӑхлӑн хуравларӗ Татьяна.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫавӑн чухлӗ кӗмӗле йӑтса ҫӳреме мӑйӗ те ыратать пулӗ!

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Якур ним тума пӗлмесӗр тӑни Лукарьене килӗшрӗ: «Апла тесен, эпӗ унӑн чӗрине тивертрӗм пулмалла… Мӗнрен начар арҫын вӑл… Тата каччӑ…» — ӑмсанса шухӑшларӗ те, пит-куҫне тӳсмелле мар ыратнӑ чухнехи пек туса: — Ах, Якур… Эпӗ ҫав тери йывӑр чирлерӗм… Пӗтӗмпех ыратать манӑн… — терӗ йынӑшнӑ сассипе.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Темшӗн пуҫ ыратать, сывлама йывӑр.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пур ҫӗрте те ыратать.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мӗн ыратать санӑн, шӑллӑм?

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ай-уй, аяк пӗрчи ыратать!

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сылтӑм хул пуҫҫи тӳсме ҫук ыратать, шӑла перӗннӗ чӗлхерен юн сӑрхӑнать.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Пуҫ пичке кӑшӑлӗпе кӑшӑлланӑ пек хӗсӗнсе ыратать, кӗлетке те хайне пӑхӑнман пек йывӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Суран яланах каснӑ ҫӗртен ыратать.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 131–134 с.

— Пуҫ ыратать.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Унӑн алли типнӗ май хулпуҫҫипе кӑкӑр шӑмми питӗ ыратать.

Куҫарса пулӑш

Пӗтрӗ шкула ҫӳресси // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хул калакӗ тата кӑкӑрӗ ыратать ун, час-часах юнлӑ суркалать.

Куҫарса пулӑш

Наҫтиҫ каласа пани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хамӑн тӑвайккинчен улӑхнӑ чух ура питӗ ыратать.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ку вара питӗ асап: куҫ тӳсме ҫук, сиксе тухас пек ыратать.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ыран пӑрҫа ҫӑлас тенӗ чух манӑн халиччен хӗрелсе ҫӳрекен куҫ ытла та пӑсӑлса кайрӗ: хӗп-хӗрлӗ, пӗҫерсе тӑрать, хӑрах куҫӑм тӳсме ҫук ыратать.

Куҫарса пулӑш

Куҫ пӑсӑлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Манӑн чӗркуҫҫи паҫӑрхи пекех ыратать.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Манӑн чӗркуҫҫи утмалла мар ыратать, анчах эпӗ ӑна Шӗшле палӑртасшӑн мар: унпа шай ӗлкӗрсе пырас тесе, утнӑ хушӑрах чупса та илетӗп.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех