Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ывӑлне (тĕпĕ: ывӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анне каласа панӑ тӑрӑх, хӗрӗсене кукамай килтех ҫуратнӑ, ывӑлне вара — Нӑрваш Шӑхаль медпунктӗнче.

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Манӑн та, санӑн та паян ӗҫ нумай, — ҫирӗппӗнех каласа Нетюк аппа ҫиччӗри ывӑлне часрах вӑранма хистет.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Кӗҫӗннисене — икӗ ывӑлне, Татьяна пӗччен ура ҫине тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Амӑшӗ тӑна кӗрсе ывӑлне курса юлтӑр тесе, ӑна тӑваттӑмӗш кунне ҫеҫ пытарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Виҫӗ ҫулхи ывӑлне ҫӗкленӗ Левенти амӑшӗн пӳлӗмне малтан кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

— Микулай мучин Унтрийӗ таврӑннӑ тет, — пӗлтерчӗ амӑшӗ ывӑлне.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Упӑшкипе ывӑлне салтака ӑсатнӑ чухне, вӗсене тӑшман пульлинчен сыхлатӑр тесе, иккӗшне те кӗлӗ сырса парса янӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Ҫыртарнӑ ашшӗ ят хӑй ывӑлне, Ҫапла тултарнӑ тунсӑх кӑмӑлне.

Куҫарса пулӑш

Ят // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 57–58 с.

Амӑшӗ те ӳкӗтлесе пӑхать ывӑлне, лешӗ шутламасть те итлеме.

Куҫарса пулӑш

40 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫапах та мӑнукӗн ятне хунӑ чухне вӑл ывӑлне хирӗҫлерӗ, кинӗ майлӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

40 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ара, Сятров Кавӗрли хурахсене Юман Йӑкӑначӗ ҫинчен пӗлтерме вӑрмана ывӑлне, Михалана, лашапа чуптарнӑ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗрӗ, республика тава тивӗҫлӗ строителӗ Лилия Ивановна, ашшӗ халалласа хӑварнӑ пекех, Германипе Япони вӑрҫисенчен сывӑ таврӑннӑ Мишшук Соколовпа Альтун ывӑлне, Николая качча тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юлашкинчен пуҫра кӑштах ҫуталчӗ, каллех ҫывӑрса кайнӑ ывӑлне вӑратма кирлине ӑнланса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫак меслетпех Раҫҫей ӗҫне сутнишӗн Пӗрремӗш Петӗр патша ывӑлне Алексей Петровича, Аслӑ Екатерина упӑшкине Виҫҫӗмӗш Петӗр патшана, унӑн ывӑлне Павӑл патшана, Ватикан ертӳҫине Вуннӑмӗш Иоанн папӑна, Эфиопи патшине Хайле Селасие тата ыттисене вӗлернӗ пулать.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Нюра упӑшкине, тутара, ывӑлне Америка майлӑ Вильсон ят панӑшӑн ялти активистсем элекӗпе тытса хупнӑ, кайран персе пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑйсен юратнӑ ывӑлне вӗсем хӗрӳ салам яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрарӑмсем ҫапла ытла та пысӑк тимлӗх уйӑрнипе, кӗтнипе тата асап тӳснипе вӑрҫӑпа ял хушшинче хыпар валеҫекен Кулине ывӑнса ҫитрӗ, анчах та вӑл ӑнланать — хӑйӗн те упӑшки фронтра, халь-халь аслӑ ывӑлне черет ҫитет — ҫавӑнпа ырӑ тухтӑр пек лӑплантармалли сӑмахсем шырать:

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Урамра ывӑлне ыталаса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Арӑмӗн вара килӗшмелли ҫеҫ юлчӗ: хӑйӗн арҫыннисене — упӑшкипе икӗ ывӑлне, Толикпе Веньӑна, амӑшӗ, шанчӑклӑ та ӗҫчен Хвекла ҫине шанса хӑварчӗ те Хусанти ветеринари институчӗн студентки пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ывӑлне юлашки хут ҫапма ҫӗкленӗ хӗҫне айккинелле кӑларса ӳкерчӗ аллинчен…

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех