Шырав
Шырав ĕçĕ:
15. Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эй икӗ питлӗскер! эсир кашниех хӑйӗн вӑкӑрне е ашакне шӑматкун сырӑш ҫумӗнчен салтса илсе шӑварма ҫавӑтса каймастӑр-и вара?
Лк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑн чухне патша, шутсӑр ҫилленсе кайнӑскер, яланхи курайманлӑх туйӑмӗнчен хӑтӑлма пултарайманскер, сӑлан пӑхакан Ермона чӗнтернӗ те ӑна тепӗр кунне сӑлансене пилӗкҫӗрӗшӗпех мӗн май пур таран ытларах латӑн ҫитерме, мӗн тӑраничченех шӗветмен эрехпе шӑварма, вара, ытлашши ӗҫтернипе усалланса ҫитсен, вӗсене вилме пӳрнӗ иудейсем ҫине кӑларса яма хушнӑ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пысӑк ӗҫсем турӑм эпӗ: хам валли ҫуртсем туса лартрӑм, иҫӗм пахчисем чӗртрӗм, 5. йывӑҫ пахчисемпе катасем лартса тухрӑм, унта паха ҫимӗҫлӗ тӗрлӗрен йывӑҫ ӗрчетрӗм; 6. катари йывӑҫсене шӑварма кӳлӗсем тутартӑм; 7. арҫын тарҫӑсемпе хӗрарӑм тарҫӑсем туянтӑм, манӑн хамӑн килӗмре ҫуралнӑ тарҫӑсем те пурччӗ; манӑн шултӑра выльӑхпа вак выльӑхӗ те Иерусалимра хамран малтан пурӑннисенчен пуринчен те нумайрахчӗ; 8. патшасенчен, тӗрлӗ ҫӗршывран эпӗ ылтӑн-кӗмӗл, чаплӑ мул пуҫтартӑм; арҫын юрӑҫсемпе хӗрарӑм юрӑҫсем пурччӗ манӑн, ар киленӗҫӗ — темӗн чухлӗ ҫум-арӑм — пурччӗ манӑн.
Еккл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.