Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шухӑшлать (тĕпĕ: шухӑшла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чирлӗ писатель, ӳпкепе пыр туберкулезӗпе аптранӑскер, сывлӑхне пӑхмасӑрах, тӑван литературӑ кун-ҫулӗ ҫинчен, альманах кӑларасси ҫинчен шухӑшлать.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Пӑкачав каялла Ейӗк шывӗ ҫине кайма шухӑшлать.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑлхисем пы-ы-ысӑк!» тесе шухӑшлать хайхи.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Эх, — тет вӑл, — хӗрт-сурт пулчӗ ку! Хӗрт-сурт!» тесе шухӑшлать те хӑраса ӳксе каялла чакма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑй вара ӑшӗнче ҫапла шухӑшлать:

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Леш паян кӑнтӑрла пулса иртни пирки шухӑшлать.

Куҫарса пулӑш

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапла шухӑшлать Савантер.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Епле тавӑрас-ха ман ӑна? — шухӑшлать Укапи.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах кунпа Еркинейӗн кӑмӑл ҫук — Вӑл тӗпченӗ ҫынсем ҫинче Урха ҫук: Пуҫне тытса аптрашкипе уткалать, Хӑй тӑшманӗн пуҫӗ ҫинчен шухӑшлать.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Еркиней урхамах лашипе Вӗҫсе ҫитсе Емеленпе канашлать: Хӑйсен ҫывӑхри тусӗсемпе Ҫӗрпӳре савӑшма шухӑшлать.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫапла майпа Ентимӗр (Хыт чӗреллӗ чӑн тимӗр) Иртме Хусан хулинчен Кӑҫалхи ҫул шухӑшлать.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Шыв тӗпне шампа пулӑ пек пытансан, никам та тупас ҫук», — хӗрсе кайнӑ пуҫӗ пӗр самантрах тем тӗрлӗ шухӑш шухӑшлать.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

«Чуниллисем, ҫак хӑмӑшлӑха кӗрсен, мана тупма пултараҫҫӗ, — читлӗхе лекес кайӑк пек, хӑраса шухӑшлать Кирук. — Мӗн тумалла?

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шухӑшлать.

Куҫарса пулӑш

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

Ҫур сехет ытла шухӑшлать ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

«Ай-яй-яй, — шухӑшлать Марине.

Куҫарса пулӑш

Пӗлӗт // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 81-82 с.

Ҫемье пуҫӗ вара кивӗ вырӑнтан уйрӑлса ҫӗнӗ ҫӗрелле каясси ҫинчен шухӑшлать.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

— Сан пирки, Виктор юлташ, комсомолӑн хула комитечӗ ҫапла шухӑшлать, — сирсе ячӗҫ Анишора шухӑшӗсене секретарь сӑмахӗсем.

— О тебе, товарищ Виктор, городской комитет комсомола такого мнения, — вывел Анишору из задумчивости голос секретаря.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫынсемпе пӗрле ҫуттине те ӗҫес пулать, тутлине те ҫиес пулать, ачасене те тӑрантармалла, кино-театра та каймалла, — шухӑшлать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтӑ пыр // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 70–72 с.

Вӑл хӑйӗн картинӗсене хӑвӑртрах туса «сутма» васкамасть, кашни произведение ҫырма пуҫличчен тӗплӗ шухӑшлать, темиҫе вариант та туса пӑхать, кашнине тиркесе тӑкать, юлашкинчен вара вуннӑран пӗрне суйлать.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех