Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗвелпе пиҫсе кӗрепленнӗ шӑнӑрлӑ алӑ акӑ тинех ҫӳлтен усӑнчӗ, верене хушӑк хӗрринчен аялтарах ҫатӑрласа тытрӗ, ун ҫумне тепӗр алӑ лекрӗ, вара вӗсем сехӗрленсе ӳкнӗ Гервака сӗтӗрсе кӑларчӗҫ, йывӑҫ тымарӗнчен ҫатӑрласа тытса хӗрарӑм почтальона хӑй те пулӑшать.
XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Хӗвелпе пиҫсе кӗреленнӗ, эпӗ тӗтреллӗн паллакан сӑн ҫутӑ ҫине лекрӗ те каласа хучӗ:Его загоревшее, неясно знакомое лицо попало в свет, и он сказал:
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Эсӗ йӗрсен ансат тасалӑхне куратӑн, ҫак тасалӑх ҫурт йывӑрлӑхне ҫемҫетет; унтан — симӗс черепица, сенкер шыв пек витӗр курӑнакан кантӑклӑ шурӑ стенасем; сарлака ҫак картлашкасем, — вӗсем тӑрӑх ерипен, шухӑша путса капмар вулӑсем патне, сарлака ҫулҫӑллӑ туратсен мӗлкине анаятӑн, унта уҫӑ вырӑнсенче хӗвелпе мӗлке ӑнӑҫлӑ вырнаҫтарса тухнӑ хӳхӗм-капӑр чечексен клумбисем ҫӳлелле ҫӗкленсе савӑнтараҫҫӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Пӑла хӗрринче вӗт-шакӑр хӗвелпе хӗртӗнет, шывра чӑмпӑлтатакан та пур, инҫех те мар, валак пуҫӗнче, пӗр хӗр кӗпе чӳхет.
XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Балкон ҫине ҫуса ҫакнӑ кӗпе-йӗм тахҫанах типсе шултӑркаса кайнӑ, тӑлӑххӑн вӗҫкелесе тӑрать вӑл халӗ хӗвелпе тӗссӗрленнӗскер.
V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Ҫулла хӗвелпе ҫителӗклех хӗртӗннӗ пулмалла та — ӳчӗ яка та ҫемҫе, шӑратнӑ пӑхӑр тӗслӗ.
III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Ҫӳҫне кӗске кастарнӑ, пичӗ вара хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ.
Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html
Пӗчӗк аллисем хӗвелпе пиҫсе хӑмӑрланнӑ, ҫӳхе ҫара урисем юбка айӗнчен уйрӑм чӗр чунсем евӗр курӑнаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл урисене вырӑнтан вырӑна пӗр чарӑнми куҫаркалать е пӳрнисене вылята-вылята хӗреслетсе тытать.
XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Хӗвелпе кӗреленнӗ, шуранка, шанманлӑх сӗмӗллӗ сӑнлӑ, тетӗшӗ пекех сарӑ ҫӳҫлӗ Дэлия кӗрсе тӑчӗ; пире тӗсет; эпир Стерспа пӗр-пӗрин ҫамкинчен тӗмсӗлнӗ те ставкӑна ӳстерсех пыратпӑр, выляса илетпӗр-и е ҫухататпӑр-и — пӗри те пӗлмест.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫурма ҫарамас, хӗвелпе ҫунса хӗрелнӗскер — вӑл кӳлӗ патне вӑрман шурлӑхӗн шӑршипе йӗрӗнтермӗш ӗшенӗвне ертсе килчӗ.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Пин-пин миля тӑршшӗ инҫӗш-хутлӑх шӑтнӑ резинӑлла хухрӗ; вӗчӗрхентерекен уҫӑмлӑхра чӗр куҫҫисене хӗвелпе пиҫсе хӗрелнӗ аллисемпе ҫавӑрса тытрӗ те Горн — хӑйӗн сурса ыратакан, тертленсех ҫитнӗ чунӗ ҫаврӑнакан сценӑсемпе ӗҫ-пулӑма курать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Тепӗр кун ирхине хӗвелпе пӗрле вӑрансанах Гент сад пахчине хыпаланса тухрӗ, унта йывӑҫсен хушшинче уҫӑлса ҫӳрекен Ливингстона курчӗ.
XVI. Аслӑ ӗмӗт // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вӑл паллакан сӑн-питлӗ ҫынна курать, — Гент хӗвелпе пиҫнӗрен тата вараланнӑран хуп-хура пекех, тумтирӗ лӳчӗркенчӗк, вырӑн-вырӑнпа ҫӗтӗлнӗ; тахҫанах ҫӑвӑнманнипе тата ывӑннипе куҫӗсем хавхаллӑн йӑлтӑртатаҫҫӗ.
XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Хӗвелпе пиҫсе кӗреленнӗ пичӗ витӗр чирлӗлӗх шуранкалӑхӗ палӑрать.
III. Сив чир // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вӑл хӑй юррине пӗтерсенех, ҫуначӗсемпе йывӑррӑн ҫапкаланса, аялалла чиксе тусанлӑ хупах ҫулҫисен ӑшнелле чӑмрӗ, хутӑрта шӑпах пулчӗ, нимӗнле сасӑ та ҫук, йӗри-тавра шӑплӑхра халиччен илтӗнмен тӑри сасси янрама пуҫларӗ, чечексем ҫинчен хӗвелпе ӑшӑннӑ тутлӑ шӑршӑллӑ пыл пухакан хуртсем сӗрлени илтӗне пуҫларӗ.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Унӑн сарлакӑшӗ юмахри вырӑнсене аса илтерет: йывӑҫ-тӗмпе, ҫӳллӗ курӑкпа витӗннӗ чӑнкӑ ҫыран таткаланчӑк тарӑн суран евӗр, шыв антрацит пек сӗм хура — тӗксӗм юн кӳлли тейӗн, ӑна ҫӑра ҫулҫӑсем хӗвелпе уйӑхран хуплаҫҫӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 350–355 с.
Жильӑн капмар кӗлетки, уйрӑмах вара чылай хушӑ ҫул ҫӳресе калӑпланнӑ вашават утти, хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ ӳчӗ, хумханнипе карӑннӑ пит-куҫӗ тата хӑй сисмесӗрех йӑлкӑшса пыни, — ҫак кулӑ ҫав тери тӑкӑска, салхуран та салху ипохондрика та илӗртӳллӗн ҫаврӑнса пӑхтарӗччӗ, — ҫаксене курнӑран ҫул ҫӳревҫе иртен-каян нумай ҫын тӗсеме пикенчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Ҫуллӑ ҫӑра шывӑн ҫийӗнче манӑн хӗвелпе пиҫӗхнӗ питӗм, ҫӳҫе кастарнӑ пысӑк пуҫӑм тата пӑхӑр тӳмесемпе йӑлтӑртатса тӑракан формӑллӑ гимнастерка куҫкӗски ҫинчи пек курӑнса кайрӗҫ.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Юлашки виҫӗ уйӑх тӑршшӗнче ларса ирттерни сӑн-сӑпатӑма вӑйлах улӑштарнӑ: сывӑ кӗрнеклӗх — пӗр вӑхӑт океан хӗрринче пурӑннин «пуянлӑхӗ» — ҫухалнӑ ӗнтӗ, хӗвелпе пиҫсе хурални тепӗр хут шуралнӑ, куҫсем саланкӑрлӑн, канӑҫсӑррӑн пӑхаҫҫӗ, пит-куҫӑм начарланса туртӑннӑ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 331–337 с.
Хӗвелпе ҫуталнӑ тӳремлӗхре пукане ӗренкиллӗ салтак — пачах ҫаврӑнса пӑхмасӑр тата чарӑнмасӑр, пӗр шайлӑ ҫирӗп утӑмпа — вӑрманӑн шухӑша кайнӑ ҫӳхе куҫ харшине аса илтерекен сӑрӑ лаптӑкӗ еннелле утать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 321–325 с.