Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑнана (тĕпĕ: хӑна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эс манӑн хӑнана кӳрентертӗн, ҫапла вара, манӑн чӗрене амантрӑн.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Мӗн ҫичӗ тинӗс леш енчен килес хӑнана кӗтнӗ чухнехи пекех чӳрече умӗнчен хӑпаймастӑн?

Куҫарса пулӑш

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӑнана.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Фестивале килекен кашни артиста, режиссера, сумлӑ хӑнана алӑ ҫупса тивӗҫлӗн кӗтсе илеҫҫӗ, вӗсене Чӑваш Енре курма хавас пулнине пӗлтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кинофестиваль иртет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=EXM9f9dAfpg

Пӗррехинче Павлик хӑнана пычӗ.

Однажды в гости пришел Павлик.

Павлик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/601

Таранов хӑнана пӗр чашӑк вӗри кофе тыттарчӗ:

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Вӑл хӑнана хулӗнчен ҫаклатрӗ, кухньӑна кӗрсен сӗтел хушшинчи пукан ҫине ларма сӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов хӑнана тараватлӑ сӑйланӑ май океанти пулӑҫӑсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен ыйтса пӗлесшӗн пулчӗ:

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерте хӑш-пӗр чух тупӑкри пек тӑвӑр», — ӳпкелешнӗччӗ Наталь пӗррехинче Маринэпе пӗрле хӑнана килсен.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Иксӗмӗр пӗрлешсен те пире яла хӑнана чӗнекен пулмӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӗсем таҫта хӑнана кӑна кайнӑ пулас.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Алӑк сули урлӑ каҫнӑ-каҫманах хӑнана лайӑх хыпар пӗлтерме васкарӗ:

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эпӗ ӑна хамӑр пата хӑнана илсе каясшӑн.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вунулттӑра ҫеҫ пулин те хӑюлӑхӗ ҫитнӗ унӑн — хӑйӗнчен чылай аслӑрах Сехмет Сантӑрккине хӑйсем патне хӑнана ҫавӑтса кайнӑ: эрех-сӑра ӗҫтермех мар, хӑй ҫырнӑ ӑпӑр-тапӑра вулаттарма паллах.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ун чухне Сехмет Сантӑркки, Шупашкарта ӗҫлесе пурӑнаканскер, тӑван аппӑшӗ (Таранов амӑшӗ) патне хӑнана килнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑнана кил хуҫи малти пысӑк пӳлӗмри тимӗр кравать ҫине вырӑн сарса панӑччӗ, хӑй вара кайри пӗчӗк пӳлӗмри кӑмака хыҫӗнчи йывӑҫ кравать ҫине ҫывӑрма выртнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Карӑккассинчи Арлашкинсем патне атте-анне хӑнана ҫӳренине пачах астумастӑп.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Раманпа арӑмӗ килте ҫук пуль, вӗсем иккӗшӗ те Атӑл тӑрӑхӗнчи пӗр облаҫа хӑнана кайнӑ пулас.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Чиперех ҫывӑртӑн-и, ҫӑвӑнмалли-шӑлӑнмаллине тупрӑн-и? — кӑмӑллӑн сӑмах хушрӗ вӑл пӳртрен тухнӑ хӑнана.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Ырӑ кӑмӑлпах хӑйсем патне хӑнана чӗнчӗ-ши Петр Васильевич? Ҫук пуль. Вӗсене эп унта чӑрмантаратӑп кӑна», — шухӑшларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех