Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑвах (тĕпĕ: хӑва) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара кам миҫерине хӑвах туйса илӗн…

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑвах пӗлен: чӑвашсем ӗҫрен пушаннӑ уйӑхсенче кӑна евчӗ яма, туй-ҫӑнӑхта ирттерме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эпӗ арҫынтан кая мар юланутпа ҫӳреме пултаратӑп, ухӑпа перетӗп, хӑвах вӗрентрӗн.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑвах пӗлетӗн, сурӑх кӗтӗвӗ пысӑк манӑн, утӑ нумай кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫитӗнсен, хӑвах ӑнланӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ҫын валли шӑтӑк чаврӑн та акӑ унта хӑвах лекрӗн.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

— Ну юрӗ, аллисене хӑвах салтӑн! — тесе револьверӗсене чиксе тайкалана, тайкалана кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Кӗҫех хӑвах курӑн ак.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

— Ас ту, хӑв хывнӑ таппа хӑвах лекме пултаратӑн!

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

-Эсӗ хӑвах каларӑн-ҫке хамӑрӑнне хамӑр пӗлетпӗр тесе.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Илтрӗн пуль хӑвах Турӑ сана мӗншӗн каҫарманнине?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӗрӗссипех калатӑп: сана сӗтӗрме манӑн (хӑвах ас тӑватӑн: иксӗмӗр те ун чух ытлашширех ҫӗпрелентӗмӗр) ниепле те вӑй-хал тупӑнаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑвах пӗлетӗн, ҫут тӗнчерен уйрӑлса каяс умӗн эпӗ кутӑм-пуҫӑмпах эрех кӗленчине путнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Туйӗ пирӗн, паллах, кӗрлесе илчӗ, анчах ҫулӗ ун патне ҫитме манӑн ытла сакӑлталлӑ, тумхахлӑ, алтӑклӑ-путӑклӑ, пиҫенлӗ-хыт-хураллӑ пулчӗ ҫав, хӑвах пӗлетӗн…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Андрей, эсӗ хӑвах лайӑх пӗлетӗн, куҫлӑхсӑр ӗҫлеме юрамасть, халех тӑхӑн, унсӑрӑн станокна чаратӑп.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Эпӗ ак, хӑвах куран… ҫавах хама май чун уҫҫи ӗҫ тупрӑм.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Аннӳ тӗрӗсех каларӗ: пирӗн пӳртре тӑвӑртарах икӗ ҫемьене, хӑвах куратӑн.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Ырӑ ҫынсем ӑс панине хӑлхана та чикмерӗм, вӑт халӗ… хӑвах куран.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Апла эсӗ, хӗрӗм, вутти тӗлне пӗлен, хӑвах илсе кӗретӗн пулӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Эсӗ, Лена, хӑвах шутла-ха, кашни ҫын ҫавӑн пек пӑтӑрмах хыҫҫӑн ӗҫ пӑрахса кайсан мӗн пулать?

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех