Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушшинче (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пылчӑклӑ чух ура хырма тесе пусма картлашки ҫумне ҫапса лартнӑ урлӑ тимӗре унччен вӑрманҫӑ асӑрхасах та кайман — халӗ юлашки икӗ-виҫӗ кун хушшинче кӑна сахалтан та пилӗк-ултӑ хутчен такӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Каҫару // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Лешӗ, тӗлӗкри пек, ҫаплипех кармакланать магазинти ҫынсем хушшинче.

Куҫарса пулӑш

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӗсем, Маруҫ енне пӑхма хӑяймасӑр, пуҫӗсене айккинелле пӑраҫҫӗ, хӑйсем хушшинче, илтнине илтмӗш пулса, тем мӑкӑртаткалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Кунта ҫын сӗтелӗ хушшинче мар-ҫке», — текелесе, пӗчӗкҫеҫҫӗ стакана эрех тултарать.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ӗмӗр уйрӑлмасӑр пӗрле пурӑнма тупа тунӑ ханттарсем хушшинче хӑрхарлӑх тапранса каять пач кӗтмен чух.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӗсем хушшинче шӑпчӑк юрӑ юрлать, юман хӑвӑлӗнче ватӑ тӑмана пурӑнать…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Калӑпӑр, авалтан вӑрманта пурӑнма хӑнӑхнӑ куккук, курак пӗк, ялти йӑмрасем хушшинче пурӑнаймастех.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сумка-укладка теҫҫӗ ӑна вӗсем хӑйсем хушшинче.

Куҫарса пулӑш

Ҫак професси ҫыннисем пуртан эпир хамӑра шанчӑклӑрах туятпӑр // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11905-cak-pr ... h-tuyatp-r

Васкавлӑ пулӑшу кӳмелли вырӑна 4 минут хушшинче пуҫтарӑнса тухса каймалла сменӑри бригадӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫак професси ҫыннисем пуртан эпир хамӑра шанчӑклӑрах туятпӑр // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11905-cak-pr ... h-tuyatp-r

5 ҫул хушшинче, 2019 ҫултан пуҫласа, «Культура хутлӑхӗ» проект шайӗнче республикӑри хуласемпе районсенче 25 учреждени хӑпартнӑ, реконструкциленӗ тата тӗпрен юсанӑ, 33 учрежденине хальхи йышши оборудованипе тивӗҫтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Клуб хӑтлӑланнӑ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11882-klub-kh-tl-lann

«Урмары ФК» команда ветерансем хушшинче мини-футболла выляссипе Красноармейски округӗн ӑмӑртӑвӗнче кӗмӗле ҫӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Физкультура тата спорт – сывӑ пурнӑҫ никӗсӗ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11860-fizkul ... rn-c-nik-s

Светлана Егорова ҫӑмӑл атлетика енӗпе ветерансем хушшинче Раҫҫей чемпионӗ, Чӑваш Республикинчи пенсионерсен «Активлӑ вӑрӑм ӗмӗршӗн» Спартакиадин ҫӗнтерӳҫи, йӗлтӗрпе чупассипе республикӑри ГТО фестивалӗн призерӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Физкультура тата спорт – сывӑ пурнӑҫ никӗсӗ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11860-fizkul ... rn-c-nik-s

Ҫавӑн пекех Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗн С.В. Захарован парнисене ҫӗнсе илессишӗн, СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерне Н.И. Пуклакова асӑнса ҫӑмӑл атлетика енӗпе ӑмӑртусем, СССР спорт мастерне Н.Гренадерские асӑнса ҫӑмӑл атлетика енӗпе республика шайӗнчи ӑмӑртусем иртеҫҫӗ. СССР спорт мастерӗсене С.С. Уливанова тата Н.А. Сейфуллина асӑнса самбо енӗпе турнирсем, Олимп чемпионӗн В.С. Соколовӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн бокс енӗпе турнир йӗркелетпӗр. Унсӑр пуҫне йӗлтӗрпе чупса мала тухассишӗн Вӑрмар округӗн чемпионачӗсем, аслӑ ӳсӗмри ҫынсем хушшинче «Активлӑ вӑрӑм ӗмӗр» фестивальсем, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗн Кубокне ҫӗнсе илессишӗн мини-футбол енӗпе турнир тата ытти мероприятисем те иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Физкультура тата спорт – сывӑ пурнӑҫ никӗсӗ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11860-fizkul ... rn-c-nik-s

Вӗсен хушшинче Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗсем — 2, тӗнче класлӑ спорт мастерӗсем — 4, СССР тата Раҫҫей спорт мастерӗсем — 70, спорт мастерӗн кандидачӗсем — 120 ытла, пӗрремӗш разряда пурнӑҫланисем тата массӑллӑ разрядлӑ спортсменсем — 1000 ытла.

Куҫарса пулӑш

Физкультура тата спорт – сывӑ пурнӑҫ никӗсӗ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11860-fizkul ... rn-c-nik-s

Ҫак вӑхӑт хушшинче кунтан паллӑ спортсмен-велосипедистсем, кӗрешӳҫӗсем, ҫӑмӑл атлетсем тата ыттисем те сахал мар тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Физкультура тата спорт – сывӑ пурнӑҫ никӗсӗ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11860-fizkul ... rn-c-nik-s

«Спорт — пурнӑҫ норми» проект пурнӑҫланнӑ май массӑллӑ спорт аталанса халӑх хушшинче анлӑ сарӑлать, ҫавӑн пекех ҫынсене физкультурӑпа туслӑ пулма условисем лайӑхланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Физкультура тата спорт – сывӑ пурнӑҫ никӗсӗ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11860-fizkul ... rn-c-nik-s

70 ҫултан аслӑрах арҫынсем хушшинче Р. Исаков /Кӳкеҫ/ ҫӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Владимир Сергеев паттӑра асӑнса — йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ // Зинаида ПАВЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11717-vladim ... t-r-m-rt-v

Майӑн 7-мӗшӗнче «Авангард» УМЦ РФ геройӗ Максим Владимирович Серафимов ячеллӗ «Парк Патриот» АНО ДО базинче Республикӑри физкультурӑпа массӑллӑ ӑмӑртусем ПР ҫарпа патриот клубӗсен тата пӗрлешӳсен воспитанникӗсем хушшинче «Гонка Героев» чӑрмавсене иртмелли ӑмӑрту пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем кӑткӑс трассӑна тивӗҫлипе утса тухнӑ та ятлӑ жетонсем илнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/amr-k-ru/202 ... ln-3758624

11—13 ҫулхи вӗренекенсем хушшинче Ксения Смирнова 1-мӗш степеньлӗ, Виктория Самукова 3-мӗш степеньлӗ лауреатсем пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнӳсем савӑнтараҫҫӗ // Л.Петрова. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d2%ab%d0%b ... %ab%d3%97/

«Инструментальное мастерство» номинацире 11—13 ҫулхисем хушшинче хуткупӑспа выляса Камиль Кафизов 1-мӗш степеньлӗ, Степан Ильин 2-мӗш степеньлӗ лауреатсем пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнӳсем савӑнтараҫҫӗ // Л.Петрова. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d2%ab%d0%b ... %ab%d3%97/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех