Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урайне (тĕпĕ: урай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Хальхи вӑхӑтра штукатуркӑна шалта пӗтернӗ, стяжка урайне тоже туса пӗтеретпӗр.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Тӑхӑнман тумтир тулли кивӗ шкапран япаласене туртса кӑларчӗҫ, урайне пӑрахрӗҫ те суйлама ларчӗҫ.

Они вытащили оттуда вещи, бросили их на пол и сели выбирать.

Кӳме // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/564

Урайне ан хӑстӑр тесе.

Куҫарса пулӑш

Ҫичӗ ачана ҫӑлнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61000

Пӳрт урайне сарӑ сӑрӑпа сӑрланӑ, анчах сӑрри тӗл-тӗл кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Урайне шӑлман, темиҫе ҫӗрте пирус тӗпӗсем выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Вӑл, тарӑхнипе хӗрелсе кайнӑскер, пуҫӗнчи карттусне вӑшт-вашт хыврӗ те мечӗк пек лӳчӗркесе урайне ҫавӑрса ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫенӗк урайне чӗтрентерсе тӑлт! та тӑлт! утса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Аркаш мулкача урайне ярса читлӗх патне кармашрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Халь вилместпӗр ӗнтӗ… — куҫҫульпе чыхӑнса урайне ларчӗ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ачана Изамбаев урайне кивӗ фуфайка сарса вырттарчӗ, хӑйӗн плащӗпе витсе хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ульяна, хӗрлӗрех хӑмӑр ҫӳҫне хулпуҫҫийӗ ҫине лӑстӑр усӑнтарнӑскер, пӳлӗм урайне ҫӳллӗ кӗлеллӗ пушмакӗпе шаклаттарса малалла иртрӗ, пукан ҫине ларчӗ:

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Испуханов урайне, уҫӑрах ҫӗре, хутланса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Тӑвар унӑн чӗрӗ ӳтне ҫирӗ, юнпа хутӑшса, шыв пулса, Асмантейӗн юлашки вӑйне пӗтерсе, урайне сӑрхӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Асмантей урайне ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лешӗ хӑйне темле ҫапсассӑн та вырӑнӗнчен хускалмарӗ, урайне ӳкес мар тесе кӑна тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн икӗ уринчен те урайне вӗҫӗмсӗр юн тумлать…

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл, касса янӑ улмуҫҫи пек, урайне лаплатса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫутӑ лаҫ урайне, стенисене ҫутатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Стенасем ҫине, урайне ҫутӑ ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑхаль пӗтӗрӗнсе кӗлет урайне, ун ури умне ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех