Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улма сăмах пирĕн базăра пур.
улма (тĕпĕ: улма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Петр Петрович ҫак хушӑра картишӗнче улма чӑпар урхамахӗпе айланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрлӗ улма хӗр аллинче, Хӗрӗ йӗкӗт аллинче…

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чупрӑм тухрӑм урама, — Килнӗ улма сутакан.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан майри хӑй улма йывӑҫҫисен айӗнче сарлака тӳшек ҫинче ачипе выляса выртать.

Куҫарса пулӑш

2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пичӗ хӑех пиҫсе ҫитнӗ анис улма.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Ячӗсем те янӑравлӑ: «Пахчи-пахчи улма пахчи», «Уй хуралҫисем», Кӗр парнисем» тата ыттисем те.

Куҫарса пулӑш

Кӗр мӑнтӑрӗпе ларать хресчен кӗрекене... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11575-k- ... n-k-rekene

Эпир улма праҫникӗ ҫитиччен пӗтӗм тырра вырса пӗтертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Анчах тепӗр чухне улма авӑра каякан.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хунавланса кайнӑ вӑрӑм улма аврисене сиенлес мар тесе, вӗсем асӑрханса пусаҫҫӗ, пӗр-пӗр авӑр таврашӗнчи тӑпрана ишсе антарсан, чарӑнса, ӑна купаласа хӑвараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗр каҫхине тӗттӗм пулас умӗн, Кӗтерне Михалана кӗтсе улма шуратса ларнӑ вӑхӑтра алӑк уҫӑлчӗ те, пӳрте ҫӳлӗ кӑна ҫар ҫынни кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑрлӑхлӑх улма лайӑх пирӗн, ӑна эпӗ хам тӗрӗслерӗм…

Куҫарса пулӑш

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анна Ивановна кӑна ыйтнӑ май улма шуратма та чарӑнчӗ, Ятман ҫине пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Амӑшӗ сӗтел патӗнче улма шуратса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Йӑмрасемсӗр пуҫне кунта сад нумай, кашни пахчарах улма йывӑҫҫи, чие, ҫӗмӗрт ӳсет.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Хире улма юлать.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вӑл иккӗмӗш бригадӑн, пирӗн пӗр улма та юлмасть, — ҫав-ҫавах парӑнмарӗҫ хӗрӗсем.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӑнах та, Михалан пӗрре хыттӑн шавласа илмелех сӑлтавӗ пулнӑ: паян ирхине вӑл улма пусси урлӑ килнӗ те унта ӗҫлекенсем ҫӗрулми нумай тӑккаласа хӑварнине курнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тӗслӗхрен, Филиппин крокодилӗсен апат-ҫимӗҫӗ шутне ял хуҫалӑха сиенлекен инвазивлӑ улма шуйттан мӑйракисем кӗреҫҫӗ.

К примеру, в рацион филиппинских крокодилов входят инвазивные яблочные улитки, вредящие сельхозугодиям.

100 ҫултан крокодилсем вилсе пӗтес хӑрушлӑх пур // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32706.html

Уйӑх ҫутипе улма йывӑҫҫисенчен мӗлкесем ӳкеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Туй // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Сӗтел ҫине улма кукли касса хунӑ, чей ӗҫме сахӑр катса кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех