Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ ҫав-ҫавах пӗччен пултӑм, анчах ҫав минутсенче пӗрмаях ҫапла туйӑнчӗ: ӑнланмалла мар чаплӑ ҫутҫанталӑк, шупкарах сенкер тӳпере пӗр тӗлли-паллисӗр ҫӳлӗ вырӑнта темшӗн чарӑннӑ ҫутӑ уйӑхӑн хӑй патнелле туртакан кӑшӑлӗ, кирек ӑҫта та яланах манпа пӗрле пулса, хӑйпе вӗҫӗ-хӗррисӗр анлӑша тултарса тӑнӑ пек курӑнаканскер, тата эпӗ, ниме тӑми ӑман, этемӗн япӑх та юрлӑ туртӑмӗсемпе ирсӗрленме ӗлкӗрнӗскер, анчах ӑсра сӑнарлассипе юратӑвӑн хӑватлӑ та тем анлӑш вӑйне пытарса усраканскер, — эпир пурте: ҫутҫанталӑк та, уйӑх та, эпӗ те пӗр япала пулнӑн туйӑнчӗ.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах уйӑх ҫӳлерех те ҫӳлерех хӑпарать, тӳпере ҫутӑрах та ҫутӑрах ҫутатать, пӗве шывӗн сасӑ-евӗрлӗ тикӗссӗн вӑйланакан чаплӑ йӑлтӑртатӑвӗ уҫӑмлӑрах та уҫӑмлӑрах курӑнма пуҫлать, мӗлкесем хуралнӑҫемӗн хуралаҫҫӗ, ҫутӑ тасалнӑҫемӗн тасалать, ҫаксем ҫине пӑхнӑ ӗ вӗсене итленӗ вӑхӑтра мана темлескер ҫапла калать: хӗрӳллӗн ыталакан ҫара хуллӑ леш хӗр те тулли телейрен питех те аякра-ха, ӑна юратни те тулли ырлӑхран самаях инҫетре; ҫӳлти тулли уйӑх ҫине эпӗ мӗн чухлӗ ытларах пӑхатӑп, чӑн-чӑн илемпе ырлӑх та мана ҫавӑн чухлӗ ҫӳлереххӗн, тасараххӑн, мӗнпур илемпе ырлӑхӑн ҫӑлкуҫӗ патне ҫывхарсах пынӑн туйӑнаҫҫӗ те, ҫырлахса ҫитмен, анчах хумхантаракан савӑнӑҫӑн куҫҫулӗсем куҫӑмсем ҫине юхса тухаҫҫӗ.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Уйӑх тулнӑ чух эпӗ час-часах ҫӗр каҫа тӳшек ҫинче ларатӑп, уйӑх ҫути ҫине, мӗлкесем ҫине тинкерсе пӑхатӑп, шӑплӑха, сас-чӗвӗ тӑнлатӑп, ҫав хушӑра тӗрлӗ япаласем, нимрен ытла хӗрӳллӗ юрату кӳрекен поэзилле телей ҫинчен ӗмӗтленетӗп, ку телей мана этем пурнӑҫӗнчи чи пысӑк телей пек туйӑнать, ҫак телее хам ку таранччен шухӑшра кӑна курма пултарнишӗн пӑшӑрханатӑп.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Авалхи ҫын ун вырӑнне «уйӑх» тенӗ, — пӗлӗтре уйӑх пӗрре кӑна-ҫке.Первобытный человек говорил: «луна» — ведь луна одна в небе.
26 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Акӑ, виҫӗ уйӑх иртрӗ, — вӑл ҫак виҫӗ уйӑх хушшинче мӗн улшӑнни ҫинчен каламарӗ, — анчах ҫынсем килчӗҫ те — ӑна намӑс пулчӗ.
24 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Пӗрисем пӗр уйӑх дежурствӑра пулаҫҫӗ, теприсем — тепӗр уйӑх.
8 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Пӗр уйӑх, тепӗр уйӑх иртӗ, йыттусене туртса илӗҫ, шаманланма та, тир пуҫтарма та ирӗк памӗҫ, пӗтетӗн вӗт, эсӗ кунта, — ҫаплах хӑпма пӗлмест Кэмби, Мэнгылю патнелле виски стаканне шутарать.
Директор каласа пани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ну, уйӑх, икӗ уйӑх, нумай — виҫҫӗ…
XVI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Анчах та уйӑх вӑл — уйӑх кӑна.
6 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Главнокомандующин резервинче вӗрентсе ҫитернӗ, тумлантарса хӗҫпӑшаллантарнӑ, ҫирӗп тӑракан теҫеткешер ҫӗнӗ дивизисем пӗр сехетре, пӗр уйӑх хушшинче килсе тухмаҫҫӗ; пӗр сехетре те уйӑхра шӑранса тухмаҫҫӗ пиншер орудисем, час пулса тухмасть танк.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Уйӑх ҫинчен татӑлса аннӑ-и эпӗ е уйӑх ҫинчен мар-и — санӑн ӗҫ ҫук унта!
Улттӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Ку вӑл — уйӑх, кӑнтӑрлахи, ниме те кирлӗ мар уйӑх, вӑл хӗвел ялтравӗнче ҫакӑнса тӑрать те ирӗлет, ирӗлет те ҫухалать, — ирӗлсе ҫухалчӗ те ӗнтӗ, пӗлетӗн калама ҫук пысӑк та сенкер анлӑшӗнче пӗртен-пӗр хӗвел кӑна пуҫпулса тӑрать.
Пӗлӗт ҫинчи тата ҫӗр ҫинчи явленисем // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Вунпилӗк уйӑх, шӑпах вунпилӗк уйӑх!
Бик! Бик! // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Сан ывӑлу пурӑнать пирӗн патра, уйӑх, Пирӗн хушӑра вӑл, ҫӗнӗ уйӑх.
Машенька-Маш-ша // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Ҫурла уйӑх тухрӗ паян тӳпене — Ку вӑл ҫӗнӗ уйӑх!
Машенька-Маш-ша // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Пилӗк уйӑх хушши ӗнтӗ нимӗҫсем Украинӑра хуҫаланаҫҫӗ, ҫав пилӗк уйӑхӗпех нимӗн айӑпсӑр рабочисемпе хресченсен юнӗ юхать.
XXVII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Вара, ҫил хӑваласа пыракан пӗлӗтсем пек, уйӑх хыҫҫӑн уйӑх шунӑ, вӗсенчен ҫулталӑксем пулса тӑнӑ.И быстро, точно облака, гонимые ветром, плыли месяца, слагались в годы.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Стена ҫине шупка сарӑ уйӑх ҫути ӳкнӗ, уйӑх ҫутинче китаецсем хастартарах пек, вӗсем ҫӳлелле те, аялалла та хӑвӑртрах ҫӳренӗ пек курӑннӑ.На стену падал масляный свет луны, в нём китайцы были бойчее, быстрей шли и вверх, и вниз.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хатӗрленме, вӑй илме пӗр уйӑх, уйӑх ҫурӑ палӑртнӑ.На вооружение, на подготовку отведен месяц, от силы полтора.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Виҫӗ уйӑх хушши ҫӳренӗ вӑл станцисем тӑрӑх, пӗр станцирен теприне ҫитнӗ, кашни станцире пекех ун Севастопольрен таврӑнакан офицерсене кӗтсе илме тӳр килнӗ, офицерӗсем ӑна хӑрушла ӗҫсем ҫинчен кала-кала панӑ, ҫакна пула ӗнтӗ унӑн халь кӑна асӑннӑ сисӗм-туйӑмӗ вӑй илсех пынӑ, юлашкинчен вара ку сисӗм-туйӑм ӑна, мӗскӗн офицере, П-ра пурӑннӑ чух хӑйне хӑй темӗн те пӗр тума пултаракан герой вырӑнне хураканскере, пӗтерсех хунӑ, Дуванкоя ҫитнӗ тӗле вӑл мӗскӗн хӑравҫӑ пулса тӑнӑ, пӗр уйӑх маларах корпусран действующи ҫара каякан ҫамрӑксемпе пӗрлешсе кайнӑскер, вӑл, халь ӗнтӗ эпӗ юлашки кунсене пурӑнса ирттеретӗп тесе шухӑшлаканскер, мӗн май килнӗ таран хулленрех кайма тӑрӑшнӑ, кашни станцирех кроватьне сӳте-сӳте пуҫтарнӑ, ҫула каймалли пӗчӗкҫеҫ чемоданне уҫа-уҫа чӑрманнӑ, преферансла вылянӑ, жалоба кӗнеки ҫине вӑхӑта ирттермелли япала ҫине пӑхнӑ пек ҫеҫ пӑхнӑ, хӑйне лашасем паман чух савӑннӑ.
5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.