Шырав
Шырав ĕçĕ:
Улӑхра шурӑ тӗтре.
Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.
Ирхи тӗтре сирӗлсе пычӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Темле ҫӑра тӗтре ӑшӗнчен хӗвел йӑл кулса илет, туххӑмрах йӑп пытанать.
Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.
Тӳпери хӗвелӗ куҫа шартармасть пулин те, кӑмӑлне йӳле янӑ: чӑваш ташши ташла-ташла, ярӑмӑн-ярӑмӑн тӑсӑлакан кӗвелӗк янӑ турӑх пек шупка, тип тӗтре пек шӗвек пӗлӗтсем хыҫӗпе «анатран тӑвалла», пуҫ тӳпинеллех кармашать.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Кӑштахран, тӗтре пачах сирӗлсен, пуҫа таҫтан иртнинчен, пайтах юхнӑ шыв-шур енчен, ҫак ҫыннӑн чыссӑр, путсӗрле хӑтланӑвӗ, йӗкӗм шӑрши килтерсе, хӑсӑк сӗлеки пек туртӑнса-тӑсӑлса пырса кӗчӗ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Сасартӑк Валентина Ивановна салхуллансах кайрӗ, питне «типӗ», ӑмӑр тӗтре хупласа хучӗ тейӗн, куҫӗ те, чӗрӗлӗхне, йӑлтӑрккине ҫухатса, тӗксӗм шурлӑх кӳленчӗкне ӳкрӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Тӑхланланнӑ, катрашка, тӗтре шӗлкесе юхакан ҫийӗллӗ Атӑлӑн чӗмсӗр ҫыранӗнче куҫ умне ытларах пристань, ун ҫумне юнашса тӑнӑ «шурӑ акӑш» — пӑрахут, каботажри кимӗ-пӑрахут таврашӗ, карӑнса ларакан башньӑллӑ ҫӗклемелли крансем, груз причалӗ, тиеври баржӑсем, плашкоут, кӑкарӑнса тӑракан, хум ҫинче хӑйсен ҫумне ҫапӑнакан шыва чӗмпӗл-чӗмпӗл чӗмпӗлтеттерекен моторлӑ е ахаль кимӗсем ӳкеҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫамрӑк хыр делянки те, хутӑш вӑрман та йӑсӑрланса-пӑсӑрланса тӑракан тӗтре витӗр ватӑ чӑрӑш вулли ҫинчи кӑвакарса мӑкланнӑ кӗсен-хупӑ тӗслӗн сӗмленекенскерсем, чӗмсӗррӗн сӗнксе, ӗнтӗркесе лараҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тепӗр самантран, ютра нумайччен ларма юратман сӑпайлӑ хӑна евӗр, нӳрӗ, ҫӗр ҫумӗнчен ҫӗкленсе, ирхи тӗтре пек шуралса тӳпенелле хӑпарма та пуҫларӗ.
Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.
Тӗлӗкре те курчӗ ӑна Сима, кайран ерипен-ерипен кӑвак куҫлӑ та кӑтра ҫӳҫлӗ каччӑ сӑнарӗ тӗтре ӑшне кӗрсе ҫухалчӗ, асран тухрӗ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Кӳлӗ ҫыранне шур тӗтре витет, Кӗмӗл сывлӑм ҫӗр ҫине ӳкет, Тухӑҫ хӗрелет, уҫӑ ҫил вӗрет, Ытарми савни сӑмах кӗтет.
Савнӑ туспала // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 86 с.
Йӗри-таврах хупӑрласа илнӗ ҫӑра тӗтре ҫӗр ҫумӗнчен хӑпса майӗпен тӳпенелле улӑхать.
XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Яланах ҫапла вӑл, шухӑшне тӳрех уҫса памасть, темӗнле, тӗтре витӗр килекен карап пек кӑтартма тӑрӑшать.
Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.
Ҫывӑрма выртсан та вӗсем канӑҫа ҫухатнӑ пек пӗр айӑк ҫинчен тепӗр айӑк ҫине ҫаврӑнаҫҫӗ, хӑйсен ӗшеннӗ ӑс-тӑнне хура та сирӗлми тӗтре хупласа иличченех, ҫурҫӗр иртичченех йывӑррӑн сывла-сывла илеҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ӑшӑ та уҫӑ сывлӑшлӑ ҫӗр ҫумӗнчен каҫхи шӑплӑхра шурӑ тӗтре ҫӗкленет.
Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Авторӑн «Ярӑм-ярӑм явӑнать тӗтре» повеҫӗ 1983 ҫулта «Ялав» журналта пичетленсе тухнӑ.Повесть автора « Ярӑм-ярӑм явӑнать тӗтре» опубликована в 1983 году в журнале «Ялав».
Ангелина Павловскаян черетлӗ ҫуралнӑ кунӗ иртсе кайрӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34119.html
Акӑ, проспект ҫийӗн тӗтре витӗрех кӗмӗл «Ил-14» самолет вӗҫсе иртрӗ.
XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Тӗтре сирӗлессе кӗтес пулатчӗ хуть, — терӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Ҫумӑр хыҫҫӑн вӑрманта шап-шурӑ тӗтре ҫеҫ йӑсӑрланса тӑрать.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Ҫумӑр хыҫҫӑн вӑрманта каҫ тӗттӗмӗпе пӗрлех шурӑ тӗтре явӑнать.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.