Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗсӗ сăмах пирĕн базăра пур.
тӗсӗ (тĕпĕ: тӗсӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗсӗ ҫеҫ шупкалнӑ вӗсен.

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Раҫҫейре ҫак вӗҫен кайӑксен тӗсӗ ытларах Ҫӗпӗрӗн кӑнтӑр тӑрӑхӗнчен пуҫласа Кӑнтӑр-Тухӑҫ Ази таран пурӑнать, тӗп хулана вӑл мӗнле лекнине специалистсем пӗлмеҫҫӗ.

Естественный ареал обитания этого вида птиц в России — от Юга Сибири до Юго-Восточной Азии, и причина его появления в столице специалистам неизвестна.

Мускавра урагуса асӑрханӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35915.html

Туслӑхӑн та тӗсӗ е сӑнӗ пурах-тӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑклӑх // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Унсӑр пуҫне Казахстанран «тәнкә элеү» чемпионӗсем-йӗнер ҫинче тытса пырас ӑсталӑха туса илекен спорт тӗсӗ тата аударспакипе килнӗ.

Кроме того, из Казахстана приехали чемпионы по «тәнкә элеү» - виду спорта, в котором отрабатывается мастерство удержания в седле, и по аударспаку.

Казахстанран Нурлан Додай чи лайӑх спортсменсене Пушкӑртстана илсе килнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-0 ... ln-3387173

Ун тӗсӗ те ан пултӑр кунта!

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Харпӑр чечекӗнех хӑйӗн тӗсӗ, ҫулҫи, ҫеҫки, хӑнӑхӑвӗ, чӑтӑмӗ пур.

Куҫарса пулӑш

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Халӗ вӑл — вӑрҫӑ пуҫланнӑранпа, ахаль чух хӑш-пӗр арҫын та ҫитсе хурас ҫук ҫӗр-тӗлсенче пулнӑ хыҫҫӑн, хӑш-пӗр вӑйпитти арҫын та хуҫӑлса ӳкмелле ӗҫӗнче пулса курнӑ хыҫҫӑн — улшӑнса кайрӗ: ярӑнса утнӑ утти те, ҫивӗч чӗлхи те улшӑнчӗ, ямкӑс сасси салху ҫемме куҫрӗ, кӑмӑлӗпе пусӑрӑнчӗ, сӑнне-питне хура-шур тӗсӗ, ӗшенчӗк сӗм ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вырӑнне кура чечек савӑчӗсен хурӑмӗ те, тӗсӗ те тӗрлӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Унӑн пит-куҫне каллех «курорт тӗсӗ» илем кӳнӗн туйӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӑмӑр ҫанталӑк тӗксӗмлетекен ҫак нӳрлӗ, тӗтӗм шӑршиллӗ хӑтсӑр пӳлӗмре, ҫак ӗҫлӗ лару-тӑрура курнӑран-ши, мана Брянцев сӑнӗнчи «курорт тӗсӗ» талӑк хушшинчех пач ҫухалнӑн, ӗнерхи хаваслӑхӗ те яланлӑха сӳннӗн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӗсӗ, тӗсӗ мана!!.

Куҫарса пулӑш

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӑваткӑлрах ырхан пичӗ ҫинче тинтерех пиҫме тытӑннӑ панулми тӗсӗ ҫиҫет (курортра каннин палли пек туйӑнчӗ вӑл мана), тӑртанчӑкрах куҫ хупанкисем хӑмӑр куҫӗсен хӗррине хупласа тӑраҫҫӗ, ҫӳллӗ сӑмси тӳме пек пӗчӗк мӑйӑх ҫине усӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫак спорт тӗсӗ пирӗн ҫӗршывра аталанма пуҫласанах Чӑваш Ен спортсменӗсем вӑйӑри вӑрттӑнлӑхпа паллашма пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Регбол турнирӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60526

Хайхискерне ӗҫрен хӑтараҫҫӗ кӑна — «Тӗсӗ ӑна! Вӑл пӗр-пӗр колхоз ферминчи така пекех айван».

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫак спорт тӗсӗ пуҫа ӗҫлеттерет, ҫурӑма тӳрӗ тытма, ушкӑнпа ӗҫлеме вӗрентет.

Куҫарса пулӑш

Синхронлӑ ишевре ӑмӑртрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60770

Улӑхра ҫеҫ пӑртак утӑ тӗсӗ пулчӗ, Анчах ҫулса пуҫтарсан сапаланса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Уяр ҫу, типӗ ҫу пит вӑраххӑн иртрӗ, Пӗр тумлам та ҫумӑр тӗсӗ пулмарӗ; Сивӗнсе пӗлӗтлӗ ӗнтӗ кӗр те ҫитрӗ, Кӗлӗшленнӗ тӑпра нӳрелсе курмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ӗнтӗ ҫиҫӗм ҫиҫет, аслати авӑтать, Пӗтӗм тӗнче тӗсӗ тӗксӗмпе хупланать: Ҫил-тӑвӑлпа тухса ҫавра ҫил ахӑрать, Пӗлӗтпе ҫӗр тусан ҫаврӑнса хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Урха кайни икӗ ҫул, Икӗ йывӑр асап ҫул, Нимӗн хыпар тӗсӗ ҫук, — Паллах ӗнтӗ ҫыннӑм ҫук.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Шуртан каччи ушкӑнӗнче Виҫӗ каччӑ пит маттур; Вӗсен пичӗ-куҫӗсенче Атӑл хумӗн тӗсӗ пур: Виҫҫӗше те ҫырӑ ҫынсем, Кӑвак куҫсем кӑвар пек, Тӑваткӑл пит ҫӑмартисем, Чӗлхи-ҫӑвар чепчен пек.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех