Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗне (тĕпĕ: тӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл вӗрентни — тӗне хирӗҫле вӗрентӳ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Соня киле таврӑннине чысласа тата унӑн ачине тӗне кӗртнине палӑртса, Эльгеевсен килӗнче пӗчӗк уяв пекки ирттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӑнтӑрлахи кӗлӗрен тухсан, Эльгеевӑн хваттерӗнче Соньӑн ывӑл ачине тӗне кӗртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хамӑнне ҫуралсанах тӗне кӗртрӗм.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тӗне ӗненмен большевиксем!

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑш тӗне ӗненмеллерех?

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Большевиксем тӗне хирӗҫ пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мӗншӗн-ха Миша, вырӑссем пекех тӗне кӗнӗ ҫын пулсан та, Баратынскисене килӗшмест?

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ман ача тӗне кӗмен чӑвашсен йӑхӗнчен пулнине пӗлсен, — асанне ун валли нимӗн те пиллесе хӑварас ҫук: чӑвашран чӑваш ҫеҫ ҫуралать, дворян мар.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Паллах — вырӑс пачӑшкисем каланине нумайӑшӗ нимӗн те ӑнланмаҫҫӗ, хӑйсене вӗрентнӗ йӑласене ҫеҫ туса пурӑнаҫҫӗ: сӑхсӑхаҫҫӗ, типӗ тытаҫҫӗ, ачисене тӗне кӗртеҫҫӗ, вилсен панихида тутараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анафема вӑл тӗне хирӗҫ пыракансене чиркӳре ылханнине пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Унта Хусанти учительсен семинаринче вӗренекен ачасем ҫырса панӑ юмах-калавсене кӗртнӗ, тӗне кӗмен чӑвашсен тӗшмӗшле йӑлисем ҫинчен ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫӗн учитель Эльгеев ывӑлӗ пулнине пӗлсен, благочиннӑй кӑшт иккӗленнӗ: Тимофей Николаевичпа ҫыхланнӑ ҫыннӑн ачи христианла тӗне хирӗҫ те пулма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Йӑх тӗпӗ тӗне кӗмен салтак Паймук пулнӑран, хушаматне хӑмла хуҫи ҫаплах хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫавӑнпа та-и тен, Кӗтерин патша тӗне кӗмен чӑвашсене шыва кӗртсе христианла ятсем пама хушсан, тарса пытанакансемех пулман Кутемер таврашӗнче: ку ял ҫыннисене пӗр кунтах Энӗш шывӗнче тӗне кӗртнӗ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тӗне кӗмен ятсенчен шутласан чи малтан куҫса ларнӑ ҫынсем ҫаксем пулнӑ: Элкей, Паймук тата Тенюк.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Шуйттан кипеккисем» тесе, Элкей хӑйне тӗне кӳртнӗ чух, пупсем ҫинчен каланӑ пулать вара.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Шуйттан кипекки» тесе, ҫилленнӗ чух кирек кама та пирӗн ват асатте, тӗне кӗмен Элкей, ҫапла вӑрҫма юратнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хушаматне вӑл хӑй шухӑшласа кӑларнӑ: йӑхӗнче ӗлӗк тӗне кӗмен Элкей пулнӑ пирки Уҫӑп Тимахвейча Элкей таврашӗ тенӗ килйыш; унӑн ывӑлне те — Микулине — Элкей Микули тесе чӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗр пӳрт кӗтесӗнче муллана хӗстерсех лартнӑ, таса тӗне ӗненекенсен умӗнче чӗвен тӑрса тӑнӑ та коран ӑнлантаруҫи — ҫак саманта тивӗҫлӗ цитатӑсене кӑшкӑра-кӑшкӑра кӑларать.

В углу, прижатый к стене набожными правоверными, толкователь Корана тянулся на носках, выкрикивая соответствующие моменту цитаты.

XI. Вӗлерме хӑтланни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех