Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлӗшӗнчен (тĕпĕ: тӗлӗш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Географи тӗлӗшӗнчен пӑхас пулсан та аван.

Куҫарса пулӑш

Предпринимательлӗх центрӗ Чӑваш Ен пулма пултарӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/26/pred ... lma-pultar

Чӑн та укҫа тӗлӗшӗнчен Мӗтрин халь йывӑртарах.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Эсир паян нихҫанхинчен те ытларах ҫӗршыва кирлӗ мал курӑмлӑ специалистсем, Технологипе аслӑлӑх уйрӑмӗ ӳсни, Раҫҫей технологи тӗлӗшӗнчен никама пӑхӑнманлӑх ҫулӗпе пыни те сире ҫапла пулма хистет.

Сегодня вы, будущие перспективные специалисты, как никогда нужны стране, этого требуют и курс на укрепление технологического суверенитета России, и растущие наукоемкие отрасли и технологии.

Олег Николаев шкултан вӗренсе тухакансене саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/05/25/ole ... huvashii-s

Чӑваш ывӑл-хӗрне мӗн ачаран кӑмӑл-сипет, сывӑ пурнӑҫ йӗрки тата сывлӑх тӗлӗшӗнчен тӗрӗс воспитани парас тӗлӗшпе шкулсенче ҫамрӑк армеецсен юхӑмӗсене йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫарпа спорт вӑййисем виҫӗ куна пычӗҫ // Эмилия ТИМОФЕЕВА. http://kanashen.ru/2023/05/19/c%d0%b0%d1 ... b%d1%87ec/

Центр ӗҫченӗсем ватлӑхри ҫынсене, инвалидсене, ачасемпе йывӑр лару-тӑрури ҫемьесене медицина, психологи, право, экономика, йӑла тӗлӗшӗнчен социаллӑ пулӑшу параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b9%d1%8 ... %ab%d2%ab/

Вӗсене пурнӑҫа кӗртме пуҫласан Чӑваш Ен экологи тӗлӗшӗнчен ӑнӑҫлӑ регионсен шутне тӳрех кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Шыв ыйтӑвне татса парасшӑн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60450

Кингстон вырӑнӗ стратеги тӗлӗшӗнчен пысӑк пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен кунтан Сӑваплӑ Лаврентий юханшывран Аслӑ кӳлӗсен тӑрӑхне кӗмелли вырӑна сӑнаса тӑма май пур, Рюдо каналне тунӑ хыҫҫӑн вара — Атлантика океанне ҫитме май паракан альтернативлӑ ҫула та.

Местоположение Кингстона обладает стратегическим значением, так как позволяет контролировать вход из реки св. Лаврентия в систему Великих озёр, а с сооружением канала Рюдо — и альтернативный путь в Атлантический океан.

Кингстон (Онтарио) // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... %B8%D0%BE)

Ҫапла майпа вӑл кӗске срок хушшинче хӑйӗн войскисемшӗн кӑштах усӑллӑ положени турӗ, анчах та вӑл, хӑй юнлӑ агрессор пулнине пӗтӗм тӗнче умӗнче тӑрӑ шыв ҫине кӑларса, политика тӗлӗшӗнчен сиен курчӗ.

Она добилась этим некоторого выигрышного положения для своих войск в течение короткого срока, но она проиграла политически, разоблачив себя в глазах всего мира как кровавого агрессора.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Икӗ регион пӗр-пӗринпе хыпарсем тӗлӗшӗнчен те тачӑ ҫыхӑнса тӑма калаҫса килӗшнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Марий Элпе калаҫса килӗшнисене пурнӑҫа кӗртетпӗр», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/mari ... rtetpr-ten

Кӗнеке, журнал тӗлӗшӗнчен вӑл выҫсах ҫитнӗ темелле, ҫавӑнпа та тӳрех сӗтел хушшине вырнаҫса ларчӗ, Шупашкарта пичетленсе тухакан хаҫат ҫыххисене шӗкӗлчеме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унта ӗҫлекенсен кирек хӑҫан та чун-чӗре тӗлӗшӗнчен таса пулмалла пек, мӗншӗн тесен вӗсем сывлӑх хуралҫисем.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл педагогсен ӑсталӑхне професси тӗлӗшӗнчен хак паракан 11-мӗш ӑмӑрту.

Куҫарса пулӑш

«Ҫулталӑк вӗрентекенӗ 2023» конкурс пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60571

«Ялти шкулсен нихӑш енчен те хуларисенчен кая пулмалла мар – хальхи йышши оборудовани тӗлӗшӗнчен те», - тесе шутлать Алла Леонидовна.

Куҫарса пулӑш

Алла Салаева: Раҫҫей вӑйӗ - регионсенче! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/alla-salaeva-racc ... nche!.html

Ҫанталӑк улшӑннине шута илмелле, ҫав вӑхӑтрах экологи тӗлӗшӗнчен ҫухату ан пултӑр тесе тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

«Раҫҫей 24» эфирта – Чӑваш Ен ҫирӗп аталанӑвӗ ҫинчен // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/28/racc ... ave-cinche

Унта ярмӑрккӑсем, фестивальсем иртӗҫ, ҫынсен экологи тӗлӗшӗнчен таса продукцие тутанса пӑхма, туянма май пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӗт мӗншӗн йӳнӗ? // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%81e%d1% ... 9y%d0%bde/

Укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен, паллах, йывӑртарах сана, анчах эсӗ пирӗнпе пӗрле ӳснӗ ҫын, пирӗн ҫывӑх юлташ, эпӗ те, Эрхип те сана пулӑшса тӑратпӑрах.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен аталанмалли лайӑх вӑхӑт.

Наступил отличный период для духовного развития.

17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Класс тӗлӗшӗнчен таса мар пулсан, унпа ҫыхӑнӑва йӑлтах тататӑп».

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Орфографи тӗлӗшӗнчен вӑл ятсене мӗнле ҫырасси ҫирӗпленсе ҫитеймен пуль теме юрать пуль те — анчах пирӗн тӑрӑхра вӗсене Сухати, Йӑршшу теҫҫӗ, ҫак ятсемпех.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

— Ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен эс аптрамастӑн пуль-ха.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех