Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл шӑпах сирӗлнӗ кипарис турачӗсем хушшинче пысӑк тӗттӗм фигура курӑннӑ вӑхӑтра хӑпарма ӗлкӗрчӗ.Как раз в то время, когда из расступившихся ветвей кипарисов выглянула большая темная фигура.
VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Ачаран икӗ утӑмра йывӑҫ турачӗсем чаштӑртатса сирӗлчӗҫ.В двух шагах от мальчика зашумели ветви, раздвигаемые руками.
VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Болгари фашисчӗсемпе летичевецсем вӗсене бук турачӗсем ҫине ҫака-ҫака ячӗҫ.Болгарские фашисты и лётичевцы вешали их тут же, на обнаженных ветках.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Йӑмрасен, пӑрланнӑ турачӗсем ҫатӑртатаҫҫӗ.
23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Йывӑҫсем хушшине пытана-пытана, вӗсен турачӗсем ҫинчи тумламсене шӑпӑртаттарса, Виноград урамне тухрӗ.Лавируя между деревьями, сбивая головой росу с веток, вырвался на Виноградную.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Акӑ, вӑл кӗтнӗ пекех пулчӗ: Смолярчук пограничник ӑслӑ шухӑшсем пӗлтерчӗ, Иван Белограй Берлинтан Терезия патне янӑ ҫырусене тупма май килчӗ, кӗҫех тата сирень турачӗсем ҫумне ҫирӗплетсе хунӑ орден хӑйӑвӗ ҫинчи шифра вулама та тӳр килчӗ.
15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Сирень сапакисемпе Япони чийин турачӗсем унӑн пичӗсем ҫумне ачашшӑн сӗртӗнеҫҫӗ, ҫӳҫне тӑрмалаҫҫӗ, хӑйсем сулхӑн пулнипе Кларка уҫӑлтарсах яраҫҫӗ.
13 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫумӑр шывӗ ларнӑ чӑрӑш турачӗсем унӑн вӗри питне пыра-пыра ҫапӑнаҫҫӗ.Еловые ветки, покрытые дождевой водой, хлестали по разгоряченному лицу.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Кӑвак мӑклӑ турачӗсем тап-типӗ.
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Тепӗр чухне, хӑна пӳлӗмне пӗччен тӑрса юлсан, Любочка пӗр-пӗр авалхи кӗвве калас-тӑк, ирӗксӗрех кӗнекене хуратӑп та балконӑн уҫса хунӑ алӑкӗнчен ҫӳлӗ хурӑнсен усӑнса тӑракан кӑтра турачӗсем ҫине пӑхатӑп, ку туратсене каҫхи мӗлке хупласа илет ӗнтӗ, таса тӳпенелле тинкеретӗп, ун ҫине сӑнаса пӑхатӑп-пӑхатӑп та, сасартӑк тусанлӑ сарӑрах пӑнчӑ курӑннӑ пек, унтан каллех ҫухалнӑ пек пулса каять; вара залри музыкӑпа, хапха чӗриклетнине, хӗрарӑмсен сассисене тата ялта кӗтӳ антарнине итленӗ май, эпӗ сасартӑк Наталья Савишнӑна, аннене, Карл Иваныча аса илетӗп те, ман пӗр минута ӑш вӑркаса каять.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Нӳрӗ ҫӗр, ун ҫине тӗл-тӗл шӑтса тухнӑ сарӑ туналлӑ курӑксен ҫутӑ симӗс йӗпписем, хӗвел ҫутипе йӑлтӑртатса юхакан шывсем, вӗсем ҫинче явӑнакан тӑпра тӗпренчӗкӗсемпе турпассем, сиренӗн кӳпшек папкаллӑ хӗрелнӗ турачӗсем, чӳрече тӗлӗнчех сулкаланаканскерсем, ҫак тем ҫинче йӑшӑлтатакан пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑксем хӗвӗшӳллӗн чӗвиклетни, хӑй ҫинчи юр ирӗлнипе хура пек курӑнакан хӳме, кунсӑр пуҫне чи пахи — ҫак ырӑ шӑршӑллӑ нӳрӗ сывлӑш, савӑк хӗвел мана ӑнланмалла та уҫӑмлӑн темле ҫӗнӗ хӳхӗм япала ҫинчен калаҫҫӗ, ҫакӑн ҫинчен мана ҫутҫанталӑк епле каланине ҫырса кӑтартма пултараймастӑп, эпӗ ӑна хам мӗнле ӑнланнине ҫырса кӑтартма тӑрӑшам, — пурте мана илем, телей, ырӑ ӗҫсем ҫинчен калаҫҫӗ, ку та, тепри те маншӑн пулма пултарасси, пӗри теприсӗр пулмасси, илемпе телей, ырӑ ӗҫсем пӗр япаланах пӗлтерни ҫинчен калаҫҫӗ.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫамрӑк хурӑнсен ешӗл турачӗсем хушшипе хӗвел ҫути ӳкет те кавирӗн тӗррисем ҫинче, ман урасем тата Гаврилон тарласа кайнӑ кукша пуҫӗ ҫинче сиккелесе тӑракан ҫаврака эрешсем тӑвать.
VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пуҫа ҫӗклетӗп те — йывӑҫ турачӗсем питрен пырса ҫапаҫҫӗ.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Хӗлле Киев кантӑкран тунӑ пек курӑнать: йывӑҫсен турачӗсем паспа витӗннӗ, анчах хӑш хулара, ӑҫта ҫакӑн чухлӗ йывӑҫ пур-ха?
67 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Акӑ пӗр ӳкерчӗк: йӗплӗ йывӑҫ турачӗсем пирӗн паталла кармашса тӑраҫҫӗ, ҫӑмламас кедрсене, ҫӳлӗ пихтӑсемпе салху сӑнлӑ чӑрӑшсене лайӑхрах уйӑрса илме пулать.
34 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ватӑ та сарлака икӗ хурӑн пӗр-пӗрин ҫумнелле таяннӑ, вӗсен турачӗсем пӗрлешсе ҫӳлӗ ешӗл хушӗ туса хунӑ.
33 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
«Тӗлӗнмелле ҫимӗҫсем йывӑҫ ҫинче сулланса тӑраҫҫӗ, — тенӗ ҫав юрӑра. — Тӗлӗнмелле хура ҫимӗҫсем. Тискер вӗҫен кайӑксем вӗсене сӑхаҫҫӗ, вӗсем ҫакӑнса тӑракан йывӑҫ турачӗсем юнланнӑ. Тӗлӗнмелле ҫимӗҫсем йывӑҫ ҫинче сулланса тӑраҫҫӗ…»
Шурӑ Балахонсен ушкӑнӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Малтан кам та пулин килсе тухас пулсан хӑвӑрт хупласа хума йывӑҫ турачӗсем хуҫса янтӑларӗҫ унтан пулемета хӑйӑрпа шыв курӑкӗнчен тасатма тытӑнчӗҫ.
ХIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ҫул хӗрринчи йывӑҫсен хӑрӑк турачӗсем, юланутҫӑсен винтовкисене перӗнсе, шатлатса хуҫӑлаҫҫӗ, типнӗ ҫулҫӑсем чӑштӑртатса ҫӗр ҫине ӳкеҫҫӗ, лашасем тулхӑра-тулхӑра илеҫҫӗ.
Х // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ильсеяр хӑйсем кӗрсе пытаннӑ лаштра юман турачӗсем хушшинчен сиксе тухасшӑн пулчӗ.Ильсеяр рванулась было вперед из-под раскидистых веток дуба, за которым они притаились.
VIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.