Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тикӗс сăмах пирĕн базăра пур.
тикӗс (тĕпĕ: тикӗс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӗтел ҫинчи сехет кӑна пӗр евӗрлӗ тикӗс сассипе кичемлӗх ҫуратать.

Куҫарса пулӑш

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Тунсӑхласа ҫитрӗм, — Лена шап-шурӑ тикӗс шӑлӗсене илемлӗн ҫутӑлтарса, янравлӑ сасӑпа кулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Малти ен тикӗс хӗрлӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Кайран хӗвел шевли хӗрача хулӗ ҫине куҫрӗ, кӗле ҫанни ҫинчи саплӑк ҫинче чарӑнчӗ, тикӗс ҫӗвве уҫҫӑн кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Пӗррехинче, вӗренекенсем, ыйхӑллӑ куҫӗсене сӑтӑркаласа, столовӑйне ирхи апат ҫиме кайрӗҫ, лайӑх саваласа якатман, тикӗс мар хӑмасенчен ҫапса тунӑ сӗтелсем хушшине вырнаҫса ларчӗҫ.

Однажды утром ученики, еле продрав глаза, с заспанными лицами сидели за столами,

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пӗр тикӗс шӑвакан эрне мар.

Наступивший период имеет неоднозначную характеристику.

4-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӑшша юратакан культурӑ чӑваш ҫӗрӗ ҫинче чиперех хӗл каҫрӗ, авӑ, мӗнле тикӗс шӑтса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Тирӗс тӑксан, тикӗс шӑтать.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тикӗс шӑтнӑ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӗсем пурте лайӑх, тикӗс шӑтнӑ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Мӗнле илемлӗн, пӗр тикӗс шӑтса ҫитӗннӗ хыр калчисем!

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Кайран, мӑйӑрсем илемлӗн пӗр тикӗс шӑтсан, хӑйсемех кула-кула каласа кӑтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Вӗсем пӗр тикӗс, салтаксем пекех тӳрӗ, илемлӗ йӗркесенче кашласа ӳсеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ун сӑмахӗсене ӑнланнӑ пекех, пӑши пуҫне илемлӗн ывӑтса, пӗр тикӗс тытса пирӗн пата чупсах пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫӗвви тикӗс, машинкӑпа ҫӗленӗ пекех.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӗсем пӗр тикӗс лараҫҫӗ, чуна савӑнтараҫҫӗ, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ӑна шурӑ сӑрӑпа сӑрласа, шӑрҫа евӗр пӗр тикӗс те илемлӗ хура саспаллисемпе ҫапла ҫырнӑ:

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Тикӗс шоссепе самосвал пысӑк хӑвӑртлӑхпа пычӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Килӗнчи лару-тӑру ӗлӗкхи пекех тикӗс пулсан, Михха тус-йышлӑ этемне ӗненсе, ҫав самантрах сӗтел хушшине ларӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурнӑҫ тени ытла та пӗр тикӗс пымасть-ҫке.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех